Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӳссе (тĕпĕ: тӳс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хамӑр ҫӗршыв ыйтсан, эпир татӑк ҫӑкӑршӑнах тавлашса-вӑрҫса тӑмӑпӑр, пысӑкрах инкек-синкеке тӳссе ирттерме те вӑй ҫитерӗпӗр…

Если интересы процветания потребуют, мы не только не будем торговаться из-за какого-то там ломтика хлеба, но готовы на еще большие жертвы…

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пирӗн ҫӗршыв халӗ мӗн пек йывӑрлӑхсем тӳссе ирттернине эпир ӑнланатпӑр.

Мы сознаем, в каком тяжелом положении, в каком тупике находится теперь наша страна.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пандеми тапхӑрӗнче тата санкцисем кӗртнине пула оборудованисем тӑратас тӗлӗшпе йӗркеленнӗ кӑткӑс лару-тӑрури мӗнпур йывӑрлӑха сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗ тивӗҫлӗн тӳссе ирттерчӗ.

В период пандемии и сложной ситуации с поставками оборудования в связи с введенными санкциями система здравоохранения достойно ответила на все вызовы.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Хӑна, нимӗн чӗнмесӗр, стена ҫумне тӗрлесе ҫакнӑ ал шӑллисене, пӗчӗк тутӑрсене асӑрхарӗ те тӳссе лараймарӗ, патнех пырса пӑхрӗ, питӗ кӑткӑс ӳкерчӗксене калама ҫук ӑста тӗрленине курсан, тӗлӗнмеллипех тӗлӗнчӗ, хӗпӗртерӗ те.

Помоги переводом

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Унсӑр Константин Васильч татти-сыпписӗр пирус туртать, пӳлӗмре тӳссе ларма ҫук, — терӗ кулкаласа Павлов.

Помоги переводом

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Пурӑнмастӑп эпӗ тек сан мӑшкӑлна тӳссе! — ӳлесе макӑрса ячӗ Поля.

Помоги переводом

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Йывӑр сехетре ҫуралтӑр пуль ҫав: йывӑр ҫулсене тӳссе ирттерме тиврӗ сире.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫав нушана тӳссе ирттернӗ ҫынсем, унта вӑрман лартма тытӑнсан, пӗр кун сиктермесӗр ӗҫе ҫӳретчӗҫ.

Помоги переводом

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Хӑй тӳссе курмасӑр ӗненмест.

Помоги переводом

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Микула та тӳссе тӑраймарӗ.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Турӑ ҫырлахтӑр, ку ылханлӑ каҫа мӗнле тӳссе ирттерес?» — шӑлӗсене шакӑртаттара пуҫларӗ Анук.

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Путсӗр каччӑпа ҫыхланнӑ тени мӗне пӗлтерет вӑл? — юлашкинчен тӳссе тӑраймарӗ Сантӑр.

Помоги переводом

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Кама юратӗ вара? — тӳссе тӑраймарӗ .

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Упӑшки Кӗтерука мӑшкӑллама тапӑннине те тумлам куҫҫулӗ кӑлармасӑр тӳссе ирттерчӗ.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ваҫли те тӳссе лараймарӗ.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула тӳссе лараймарӗ.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халӗ ӗнтӗ, Элекҫейӗн ҫак сӑмахӗсем тӗрӗс пек туйӑннипе, Анук куҫҫулӗ шӑпӑртатса анасран аран тӳссе ларчӗ.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юлашкинчен Ҫтаппан тӳссе тӑраймарӗ, Миххана пӑвса пӑрахасран хӑраса, пӳртрен тухса кайрӗ.

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Прахӑр ҫеҫ Миххана курайманнипе тӳссе лараймасӑр ури ҫине тӑчӗ, йывӑр ӗҫпе пиҫсе хытнӑ аллине чӑмӑртарӗ.

Помоги переводом

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара хӑй те макӑрса ярасран аран-аран тӳссе: — Савнӑ тусӑм, кам кӳрентерчӗ сана? — терӗ.

Помоги переводом

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней