Поиск
Шырав ĕçĕ:
Аспар курчӗ инҫетрен ҫӳлелле хура тӗтӗмсем пӗлӗтелле хӑпарнине.
Ухӑ йӗппи Хӗвеле тӑрӑнать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Рудник тӗлӗнче пӗчӗкҫеҫ шурӑ пӗлӗт пек тӗтӗмсем курӑнма пуҫласан, эпӗ снарядсем тӗрлӗ енчен вӗҫсе килнине ӑнлантӑм, анчах ҫавсене пурне те Митя тете перет пек туйӑнчӗ мана.
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ҫак тӗтӗмсем тӑрӑх салтака кайма паян кам-кам повестка илнине пӗлме май пуррине вӑл пӗрре те ӑнланмарӗ.
VIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Сяо Сянпа Вань-цзя шкул патне ҫитнӗ чухне ҫуртсемпе пӗчӗк пӳртсен ҫийӗн тӗтӗмсем мӑкӑрланма пуҫларӗҫ.Когда Сяо Сян и Вань Цзя подходили к школе, над домами и лачугами уже вился дымок.
ХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Кунта туземецсем пулман, анчах горизонтра аякран анчах тӗтӗмсем курӑннӑ.Туземцев здесь не было, но вдали на горизонте виднелись дымки костров.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӑрманта пушар тухнӑ пекех, рубеж тӑршшӗпех ҫулӑм ялкӑша-ялкӑша илет, усал сӗрӗмлӗ тӗтӗмсем мӑкӑрланаҫҫӗ.
XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫынсем ҫӗр пӳртсемпе хӳшӗсене пытана-пытана ларнӑ, — вӗсем ларнӑ ҫӗрте, чӑрӑш лӑсси витӗр аран ҫеҫ тухса, хуллен кӑна тӗтӗмсем йӑсӑрланаҫҫӗ.
XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ӑҫта пӑхнӑ унтах, пур ҫӗрте те, пысӑккӑн та пӗчӗккӗн мӑкӑрланса тӑракан тӗтӗмсем, майӗпен ҫеҫ ҫӳлелле ҫӗкленеҫҫӗ те, тӗксӗм те хӑмӑр тӳпере шӗвелсе куҫран ҫухалаҫҫӗ.И всюду, куда хватал глаз, медленно поднимались и таяли в ненастном небе большие и малые дымы.
II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫеремрен лерелле, хӗвеланӑҫнелле, лачакаллӑ та пысӑк кӗрхи пусӑ талккӑшӗ чӑсӑлса выртать, инҫетре, ун тӗлӗнче вара, утрав пек, чӑрӑш вӑрманӗсем курӑнаҫҫӗ, — вӗсен хыҫӗнчи пӗлӗте ӗнтӗ ҫак кунсенче, яланах, тем пысӑкӑш мӑкӑрланса тӑракан тӗтӗмсем хуратаҫҫӗ.
XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Нумай ҫӗрте тӗксӗм-хӗрлӗн курӑнакан хӗвеланӑҫӗнче хура тӗтӗмсем ункӑланса, ҫӳлелле явӑна-явӑна хӑпараҫҫӗ.Во многих местах на темно-багровом западе поднимались, завиваясь в спирали, черные дымы.
V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
- 1