Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӗрленӗ (тĕпĕ: тӗрлен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӑсланса тӑракан мамалыгӑна ӳпӗнтернӗ, ал ӗҫӗ тума ӑста хресчен хӗрарӑмӗ тӗрленӗ савӑт-сапасене вакланӑ…

Ударили по дымящейся мамалыге, по вышитому цветочками рукой крестьянки рушнику…

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тӗрленӗ кӗпепе береткӑна та илсе кил…

Вышитую косоворотку, французский берет…

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Чӑваш Ен историйӗпе паллаштаракан экскурси 12 сехетре пуҫланӗ, тӗрленӗ Раҫҫей карттипе паллаштараканни — 14 сехетре.

Экскурсия по истории Чувашии начнется в 12 часов, знакомящая с вышитой картой России — в 14 часов.

Музейри куравсемпе тӳлевсӗр паллаштарӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34205.html

«Тӗрленӗ карттӑсӑр» пуҫне, ҫакӑ, паллах, «Хӳтӗлев чиккисене тунисене пуҫ тайса» асӑну комплексӗ, кӗнекесемпе энциклопедисем, интернет ресурсӗсемпе фильмсем, регионсем хушшинчи патриотлӑх мероприятийӗсем тата ҫитӗнекен ӑрӑва истори тапхӑрӗсене куҫ умне кӑларма тата малашлӑха шанчӑклӑн утакан ҫынна пӑхса ҫитӗнтерме май паракан тата ытти нумай япала.

Помимо «Вышитой карты», это, конечно, мемориал «Строителям безмолвных рубежей», книги и энциклопедии, интернет-ресурсы и фильмы, межрегиональные патриотические мероприятия и многое другое, что позволит погрузить подрастающее поколение в историю и сформировать человека, уверенно шагающего в будущее.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Унсӑр пуҫне, ҫӗршывӑн Культура министерстви пирӗн Раҫҫей регионӗсен тӗрленӗ карттисен фестивальне кӑҫал ирттерес пуҫарӑва ырларӗ.

Кроме того, Минкультуры страны поддержана наша инициатива провести в этом году фестиваль вышитых карт регионов России.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

«Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» проект аслӑ ҫӗршывӑмӑрӑн мӗнпур регионне тата халӑхне пӗрлештерчӗ.

Проект «Вышитая карта России» объединил все регионы и народы нашей необъятной страны.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ҫакӑ - «Раҫҫей юррисем» фестиваль-марафон, Пӗтӗм Раҫҫейри ача-пӑча 1-мӗш фольклориади тата, паллах, «Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти».

Это фестиваль-марафон «Песни России», I Всероссийская детская фольклориада и, конечно, «Вышитая карта России».

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Вӑл Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейӗ пулӗ.

Это будет музей вышитой карты России.

Хула музейӗ мар, Раҫҫейӗн тӗрленӗ картттин музейӗ пулӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34142.html

Чунавальнӗк Еккӗмӗ те этем мар: пӗр пулӑштухшӑн хантӑсла тӗрленӗ масмак тата укҫа илчӗ.

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Пӗркун Лисукӑн хантӑсла тӗрленӗ масмакне Чунавальнӗк патне кайса саклата хутӑн, халӗ Кирукӑн чиркӳре юрласа илнӗ ҫитмӗл пусне ӗҫсе супрӑн.

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл тӗрленӗ сурпан-масмака пурте ӑмсанаҫҫӗ, унран вӗренме тӑрӑшаҫҫӗ, анчах никам та ҫав кӑткӑс ӗҫе Лисук пек пултараймасть…

Помоги переводом

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Чиркӳре вӑл тӗрленӗ ал шӑллисем нумай.

Помоги переводом

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Нивушлӗ хӑех тӗрленӗ ҫакна хурлӑхлӑ сӑнлӑ пике?

Помоги переводом

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Сарӑ вӑрӑм каччӑ ҫинче Кӗпен умне тӗрленӗ

Помоги переводом

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл вирьял хӗрӗсем пек тумланнӑ: аркӑ-ҫанӑ вӗҫӗсене тӗрленӗ, чӗнтӗр тыттарнӑ шурӑ кӗпепе, симӗс пурҫӑн саппунпа, симӗс йӑпӑрка тутӑрпа; пуҫне тӳрӗ тытнӑ, илемлӗ чакӑр куҫӗсем хаваслӑн ҫиҫсе тӑраҫҫӗ, тута хӗррисем кӑштах ҫӳлелле ҫӗкленнӗ, хӗр кӗҫ-вӗҫ кулса ярассӑн, сӑмах хушассӑн туйӑнать.

Помоги переводом

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Чуспа туртнӑ, чусӗсене эреш-мереш тӗрӗпе тӗрленӗ.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Микула ҫухавине тӗрленӗ кӗрен пурҫӑн кӗпе ҫинчен ярапаллӑ пурҫӑн пиҫиххи ҫыхрӗ.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Тарье тӗрленӗ ывӑс ҫине сӑмавар килсе лартрӗ, чей куркисем майлаштарчӗ.

Помоги переводом

Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак самантра урхамах ҫилхинчен пурҫӑн тутӑр ҫыхрӗҫ, мӑйӗ ҫине тӗрленӗ алшӑлли ҫакрӗҫ.

Помоги переводом

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫав виҫӗ ҫын хӑйсем патне пырасса ял ҫыннисем малтанах кӗтсе тӑраҫҫӗ: пуяннисем пурҫӑн тутӑрсем, хӗрсем хитре тӗрленӗ катанпир пит шӑллисем, сӑмса тутӑрӗсем, енчӗксем, кил хуҫи хӗрарӑмӗсем теҫетки-теҫеткипе ҫӑмарта тата тем-тепӗр парса яраҫҫӗ вӗсене.

Помоги переводом

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней