Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӗпчесе (тĕпĕ: тӗпче) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ӑҫта йывӑрлӑх ытларах, ӑҫта тӗпчесе пӗлмелли нумай, ҫавӑнта шыратӑп эп хам валли ӗҫ… Кӗрешӳре кӑна эпӗ пурнӑҫ туятӑп, унсӑрӑн ун аслӑ пӗлтерӗшне ҫухататӑп, тунсӑха ӳкетӗп…» — тенӗ Валерий Павлович час-часах.

Помоги переводом

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Кун ҫумне эпӗ хамран акӑ мӗн хушса каласшӑн: литературӑри сӑнар — темиҫе ҫын сӑнне, йӑлине, шухӑшӗсене тӗпчесе, пӗтӗмлетсе пухса тунӑ сӑнар.

Помоги переводом

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Аналитиксем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, туянусен 60 процентне онлайн мелӗпе тунӑ.

Помоги переводом

Пӗлӳ кунӗ тӑкаксемсӗр пулмасть // Ирида НОВИКОВА. https://ursassi.ru/news/v-ren/2023-08-22 ... st-3398040

Ун сӑлтавне тӗпчесе пӗлес тӗллевпе тӗрлӗ ведомство ӗҫченӗсенчен йӗркеленӗ комисси те ӗҫленӗ, шыва анализ тунӑ.

Помоги переводом

Ҫырмасене каяшпа варалар мар // Ремис Шарафутдинов. http://kasalen.ru/2023/08/14/%d2%ab%d1%8 ... %b0%d1%80/

Проектсемпе ӗҫленӗ май ачасем анлӑн шухӑшлама, тӗрлӗ тӗпчев мелӗпе усӑ курма, хӑйсем тӗпчесе пӗлнӗ информацие кирлӗ пек йӗркелесе пӗтӗмлетӳ-сем тума хӑнӑхаҫҫӗ.

Помоги переводом

Юратнӑ ӗҫре, ҫитӗнӳсен ҫулӗпе // Наталья Калашникова. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d1%8e%d1%8 ... %bf%d0%b5/

Халӗ ӑна тӗпчесе пӗтернӗ.

В настоящее время расследование закончено.

Заведующие айӑпласшӑн // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35663.html

Кӗнеке пуҫтарса хатӗрлекенӗ умсӑмахра «ӗҫри тӗп метод», «юмах-халап пурнӑҫӗ», «юмах-халапа тӗпчесе пӗлнӗ истори», «Совет фольклорисчӗсемпе писателӗсен ӗҫӗ» ыйтусене хускатать, юмах формине тӗпчет.

В предисловии имеются рассуждения об основном методе работы, бытовании сказок и преданий, истории их изучения, вкладе в него советских фольклористов и литераторов. Уделяется внимание форме сказок.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

1896—1903 ҫулсенче Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи Пӑва уесне кӗрекен Пӑрӑнтӑк вулӑсӗнчи Элшел ялӗнче учительте ӗҫленӗ вӑхӑтра тӑхӑр ял таврашӗнчи чӑвашсен йӑли-йӗркине тӗпчесе очерксем ҫырнӑ, сӑмахлӑхне пуҫтарнӑ.

Работая учителем в с. Альшеево Бурундуковской волости Буинского уезда Симбирской губернии, он тщательно изучал быт и нравы чувашей окружных селений, писал о них очерки, записывал образцы фольклора.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Кунта коммунизм строительствин практикине тӗпчесе вӗренесси тата теори енӗпе пӗтӗмлетесси, социализмӑн экономикӑллӑ, политикӑллӑ тата культурӑллӑ аталанӑвӗн, социализмран коммунизма куҫса пынин тӗп закономерноҫӗсене тӗпчесе вӗренесси, ӗҫ ҫыннисене коммунизмла воспитани парас ыйтусене тӗпчесе хатӗрлесси тӗп вырӑнта тӑнине уйрӑмах палӑртса хунӑ.

Помоги переводом

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Ҫутҫанталӑкӑн ҫӗнӗ явленийӗсемпе законӗсене тупса палӑртма, планетӑсем хушшинчи тӗнче уҫлӑхӗн уйрӑмлӑхӗсене пӗлсе ҫитме Совет ҫӗршывӗнчи тӗпчевҫӗсем тӗнче уҫлӑхне тӗпчесе вӗренес тӗлӗшпе тунӑ ӗҫсем вӑйлӑ аталанни пулӑшса тӑрать.

Помоги переводом

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Халӑх хуҫалӑхӗнче тата сывлӑха сыхлас ӗҫре микроорганизмсене тӗпчесе вӗренесси тата вӗсемпе анлӑн усӑ курасси пысӑк вырӑн йышӑнать.

Помоги переводом

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Наукӑн пурнӑҫ явленийӗсен вӑрттӑн тупсӑмне, пурнӑҫ процесӗсене, уйрӑм илсен, веществосен улшӑнӑвне, организмсен наследственноҫне тата кунта кирлӗ пек улшӑнусем тӑвас ӗҫе йӗркелесе пымалли тӗрлӗ майсене тӗпчесе пӗлмелле.

Помоги переводом

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Программӑра наукӑпа техникӑ аталанӑвӗн малашлӑхӗ хальхи вӑхӑтра, чи малтанах, ҫутҫанталӑка тӗпчесе вӗренекен чи кирлӗ отраслӗсен — математикӑ, физикӑ, хими тата биологи наукисен ҫитӗнӗвӗсенчен килнине кӑтартса панӑ.

Помоги переводом

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Вӑл атом энергийӗпе усӑ курас, реактивлӑ техникӑна аталантарас, тӗнче уҫлӑхне тӗпчесе вӗренес тата ытти нумай наукӑсене аталантарас тӗлӗшпе тунӑ ҫитӗнӳсем халӗ пӗтӗм этемлӗхе тӗлӗнтереҫҫӗ.

Помоги переводом

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Вӑрманти тӑманасен пыйтине тӗпчесе наукӑсен кандидачӗ пулнӑскер тет ҫынни.

Помоги переводом

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Шупашкарти 59-мӗш шкулти 9-мӗш класра вӗренекен Петр Дмитриевпа Дарья Фомина (Ертӳҫи — И.А. Антонова педагог) Галина Абрамова кӗнекеҫӗн кун-ҫулне тӗпчесе республикӑри «EXCELSIOR – 2023» фестиваль-конференцие хутшӑннӑ, «Чӑваш Енӗн просветителӗсем» секцире доклад вуласа ҫӗнтернӗ.

Помоги переводом

Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/

Ҫак вӑхӑтра ҫак ачасен хӑрушсӑрлӑхӗ пирки ятарлӑ форума та пухӑнса калаҫатпӑр, анчах та, калас пулать, ҫак ӗҫе эпир кашни кун питӗ тарӑннӑн тӗпчесе, тӗрлӗ енлӗ туса пыратпӑр, ҫавӑнпа та пирӗн ӗҫ пӗр кунпа нихӑҫан та чарӑнман та, чарӑнмасть те, чарӑнма пултараймасть те.

Помоги переводом

«Хӑрушсӑр ачалӑх» форум иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=pEO-bYvzI5Q

Следстви комитечӗн Ҫӗрпӳри пайӗ Тутарстанри Зеленодольск хулин арҫынни тӗлӗшпе пуҫарнӑ уголовлӑ ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ.

Помоги переводом

Путсӗр суд умне тӑрать // К.НИКОЛАЕВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 6 с.

Мӗн те пулин ҫухатнӑ ҫын ӑҫта та пулин хӑйӗн ҫав ҫухатнӑ япали пек япалана тӗл пулсан, ҫавнашкал тӗпчесе пӑхать.

Помоги переводом

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

— Чимӗр-ха, чимӗр, — сасартӑк тем сиснӗ пек пулчӗ Альбина, — эсир манран халь йӑлт тӗпчесе пӗлсе, кайран мӗн те пулин ҫырасшӑн мар-и?

Помоги переводом

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней