Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӗлӗкре (тĕпĕ: тӗлӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Апла вӑл Славик ун ҫинчен шухӑшланине сӗмсӗрленни, тӗлӗкре курнине кӳрентерни тесе шутлать.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Эп вара тӗлӗкре эсӗ мӗн тӗлленнинех курнӑ.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

«Ку чӑн мар-ҫке, ку — тӗлӗкре…»

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Темле вӑй техника паркӗ еннелле туртать, ачаранпах, пӗчӗкренпех унталла чӗнет пулсан, тӗлӗкре те тракторсемпе комбайнсем ҫеҫ курӑнаҫҫӗ пулсан, уй-хиртен килекен трактор сассине каҫса кайса, вырӑнтан хускалмасӑр итлесе тӑратӑн пулсан, ҫав сасса хирӗҫ, чи илемлӗ кӗвӗрен те илемлӗнрех илтӗнекен сасса хирӗҫ, ҫунат сарса вӗҫес килет пулсан — уй-хирсӗр пуҫне, тракторсӑр пуҫне, комбайнсӑр пуҫне мӗн илӗрттӗр сана?

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Лисукӗ вара кӗске тӗлӗкре курнӑ ҫын пек ҫеҫ туйӑнать.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Тӗлӗкре те вӑл ҫеҫ курӑнчӗ ӑна.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Тӗлӗкре куратӑп-ши эпӗ кӑна е чӑнласах-ши, тесе тӑратӑн.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

«Ҫывӑрма выртсан та тӗлӗкре те курӑнать, тен, ҫӗнӗ ФАПа кӗнине.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пулӑшу пур // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=z_SttjfQZwE

Ксюша тӗлӗкре электронлӑ ҫӑмарта курчӗ, унтан пысӑк динозавр тухрӗ.

Ксюше снилось электронное яйцо, из него вылупился огромный динозавр.

Тетте // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/591

Тӗлӗкре Маринэ: «Мана мӑшкӑл кӳнӗ завод директорӗ ҫинчен ҫыр, колхоз председателӗ Ярабаев ҫинчен ҫыр, Сулагаевсен кил-йышӗн хӗн-хурӗ ҫинчен ҫыр», — тени вӑл — Таранов чунӗн сасси.

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таранов куҫне уҫса ячӗ те хӑй тӗлӗкре аташнине ӑнланса илчӗ: кравать умӗнче сестра тӑрать, унӑн аллинче чуна ҫӳҫентерекен шӗвӗр йӗплӗ шприц.

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чӑннипе, вӑл Лӑпкӑ океана тӗлӗкре те курман-тӑр, мӗншӗн тесен икӗ ҫул хушши Ҫӗпӗрти пӗр хулара, тӑванӗсем патӗнче, пурӑннӑ.

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫакна асӑрханӑ вӑл: тӗлӗкре эрех ӗҫсен нумаях та вӑхӑт иртмест — ӑна мӗнле те пулин инкек такӑнтарать.

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Авангард Куҫмин хаяр сӑмахӗ мар, урӑххи шиклентерчӗ Таранова: «Ӗҫрӗм-ши тӗлӗкре эп эрех, пӗр тумлам та пулин лекрӗ-ши ӑша?»

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хайхискер тӗлӗкре авӑ ыттисемпе пӗрле вӗлермелле, вӗлермелле тесе ҫухӑрчӗ.

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хайхи Нямуков тени те тӗлӗкре ӑнсӑртран сӗмленмерӗ, сӑлтавӗ пур.

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чунӗ лӑштах пулчӗ Тарановӑн: «Тӗлӗкре курӑннӑ-иҫ ку хӑрушӑ акӑш-макӑш!»

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Инженера вӗренсе тухсан вӑл яла ӗҫлеме килет-и? — тӗлӗкре те ан тӗллен.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Вӗсемпе тӗлӗкре тӗл пулса калаҫрӑн-и?

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шӑпах ҫав машинӑпа ӗҫленӗ чух пачах кӗтмен, тӗлӗкре тӗлленмен вилӗм тупнӑ хӗрӗхрен иртнӗ телейсӗр Варламов: улӑмпа пӗрле хӑй те чунсӑр машинӑн хурҫӑ ҫӑварне ҫакланнӑ, татӑкӑн-татӑкӑн вакланнӑ.

Помоги переводом

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней