Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӗллесе (тĕпĕ: тӗлле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ, ҫакна вуланӑ-и эс? — шкап ҫумне ҫыпӑҫтарнӑ хут ҫине тӗллесе кӑтартрӗ заведующи.

Помоги переводом

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫав паллӑ вӑхӑта тӗллесе килтӗм ӗнтӗ Мускава.

Помоги переводом

«Ӗмӗр сакки сарлака» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

«Кӳпшек туталлӑччӗ» текелесе, тепӗр ҫынна тӗллесе кӑтартрӗ.

Помоги переводом

«Асамлӑ самант» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ак ку тата, ак ку! — типшӗмрех аллипе кӗрнеклӗ чул ҫурт ҫинелле тӗллесе кӑтартать мучи.

Помоги переводом

Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.

Паян каҫах Денис патне кайса тӗллесе тӑрса каҫару ыйттарӑттӑм».

Помоги переводом

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Мачча хӑми ҫинчи турата тӗллесе шухӑша кайрӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Лешӗ, ӳсӗрскер, чарӑнас вырӑнне лашине аҫу ҫине тӗллесе хулӑпа ислетме тытӑнать.

Помоги переводом

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

— Мана нимӗнле пурлӑх та кирлӗ мар, — халӑха каллех тӗлӗнтерсе пӑрахнӑ Макар Кузьмич — Маншӑн ҫак арҫурирен хӑпни те темех тӑрать, — Варвара Федоровна ҫине тӗллесе кӑтартнӑ вӑл.

Помоги переводом

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Окопра выртман, бомба айӗнче пулман, пӑшалпа тӗллесе тӑман сире…

Помоги переводом

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Лидия Ермолаевнӑн амӑшӗ вара ҫемье ҫавӑрас шутпа пынӑ каччӑсене хӗрне халех качча памассине, малтан ҫурт ҫӗклемеллине палӑртса пӗрин хыҫҫӑн теприне алӑк енне тӗллесе кӑтартнӑ.

Помоги переводом

Ашшӗн вил тӑприне тӑван тӑрӑха илсе таврӑннӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshen-vil-tapri ... ranna.html

Хветура пӗр ҫӗре тӗллесе пӑхать.

Помоги переводом

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫынсем «юмӑҫ ачи» тесе пӳрнепе тӗллесе кӑтартнисем, йӗрӗнсе пӑхнисем йӑлтах ҫакӑнта вӗсем, пӗтӗм мӑшкӑл-хурлӑхлӑ ачалӑхӑм ҫакӑнта юлнӑ, ӑшра.

Помоги переводом

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сан ҫакӑнта пур-и? — пӳрнипе ҫамкине тӗллесе кӑтартрӗ Салтаванов.

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ҫавна куратӑн-и? — динамикне тӗллесе кӑтартрӗ Сулагаев.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ялта кашниех пӳрнипе тӗллесе ахӑлтатса кулас пек туйӑннӑран ирхи апат ҫинӗ хыҫҫӑнах вӑл Шупашкара тухса тарчӗ.

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл, ҫӑварне уҫса, куҫӗсемпе пӗр ҫӗрелле тӗллесе выртрӗ, хускалмарӗ.

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Лӑпкӑ юр ҫӑватчӗ тет Григорий пальто ҫухине ҫӗкленӗ те, кӑшт кӑна пӗкӗрӗлнӗ те, куҫӗсемпе тротуар ҫине тӗллесе, ерипен утатчӗ, тет.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫавӑн хыҫҫӑн вара Григорий плащ ҫухине ҫӗкленӗ те, кӑшт кӑна пӗкӗрӗлнӗ те, куҫӗсемпе йӗпе тротуар ҫине тӗллесе урампа ерипен кӑна утнӑ.

Помоги переводом

I. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫӳлте ларакансенчен пӗри таксисем тӑнӑ ҫӗрелле тӗллесе кӑтартнӑ.

Помоги переводом

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Эпир хамӑр колхоза тивӗҫекен ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче Урпаш ҫыранӗсене хӑва лартрӑмӑр-ха, — хӗрлӗ туналлӑ хӑвалӑх ҫине тӗллесе кӑтартрӗ Мамарланов.

Помоги переводом

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней