Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӗллеме (тĕпĕ: тӗлле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуля Радубӑн пуҫӗ патӗнченех вӗҫсе иртсе, унӑн ҫур хӑлхине татса кайрӗ, Хӗллехи Юрӑҫӑ тепӗр пистолетне ҫӗклерӗ, анчах Радуб ӑна тӗллеме те памарӗ.

Пуля просвистела у самого виска Радуба и оторвала пол-уха, Зяблик поднял другую руку с пистолетом, но Радуб не дал ему времени прицелиться.

X. Радуб // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Легионерсем винтовкисене ҫӗклерӗҫ, тӗллеме пуҫларӗҫ.

Легионеры вскинули винтовки на прицел.

Улттӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Анчах халлӗхе пеме те, тӗллеме те вӑхӑт ҫитмен-ха.

Но стрелять пока некуда и целиться некуда.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эпӗ пӗр нимӗҫне тӗллеме тытӑнтӑм.

Я выбирал себе цели срели немцев.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Лайӑхрах тӗллеме тесе вӑл кӗтӳ пуҫӗнчи кенгуру патнех сывхарчӗ те, вара урса кайнӑ чӗрчун ун ҫине пӗррех сиксе ӳксе ӑна ҫӗр ҫине кукалесе пӑрахрӗ.

Желая получше прицелиться, он так близко подошёл к вожаку, что разъярённое животное одним прыжком налетело на него и опрокинуло на землю.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл тӗллеме те пултараймарӗ.

Он не мог прицелиться.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Теплерен пӗрре ҫеҫ Подтелков тӑртаннӑ куҫ хӑрпӑкӗсене усӑнтарать, унтан хӑвӑрт ҫӗклет те йӗри-тавралла пӑхса илет, каллех етре пек куҫӗсемпе тӗллеме пуҫлать.

Изредка лишь Подтелков опускал пухлые веки и снова рывком поднимал их, нацеливаясь картечинами глаз, обегая ими все окружающее.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Генерал йӗппе тӗллет те мучи ӳтне тирет, унтан тепӗр йӗппипе тӗллеме тытӑнать.

Нацелился генерал, воткнул в дедово тело одну иглу, приготовил вторую.

Чаплӑ куҫпӑван // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Нимӗҫ ҫакӑн пек леш тӗнчере пурне те хӑратса пӗтерӗ, тесе кулкаласа партизансенчен пӗри ӑна автоматпа тӗллеме пуҫланӑ, анчах Корнилов комиссар ҫитсе ӗлкӗрнӗ те хыттӑн кӑшкӑрса чарнӑ:

Смеясь, что немец так на том свете всех распугает, один из партизан начал тыкать в него автоматом, но подоспел комиссар Корнилов и громко прикрикнув, остановил:

XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Тархасшӑн мана тӗллеме пӑрахӑр-ха, пичче!

Да перестаньте вы, дядя, в меня метиться!

Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Тӗллеме пуҫларӑм, анчах хӑмӑш хушшинчен мана курӑнмасть; ҫӗклентӗм, вӑл вара, эсрелӗ иртрӗ пулас, часрах ӑшӑх вырӑналла шуса тухрӗ те йӗри-тавра пӑхкалать.

Повел я, из камыша-то мне и не видно; привстал, а он услыхал, верно, бестия, да на отмель и выполз, оглядывает.

IX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

«Ак абрека эпӗ пӗчченех вӗлеретӗп!» — шухӑшласа илчӗ те вӑл пӑшалне ярса тытрӗ, васкамарӗ, анчах пӑшал тӗрекӗн юплешкине хӑвӑрт вырнаҫтарса лартрӗ, ун ҫине пӑшалне хучӗ, сас-чӳ кӑлармарӗ, аллипе тытса курокне ҫӗклерӗ те, сывлама чарӑнса, пӗрмай тинкерсе пӑхса, тӗллеме тытӑнчӗ.

«Вот как абрека один убью!» — подумал он, схватился за ружье, неторопливо, но быстро расставил подсошки, положил на них ружье, неслышно, придержав, взвел курок и, притаив дыхание, стал целиться, все всматриваясь.

VIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

— Вӗсем тӗллеме те хӑтланман.

— Даю голову на отсечение, что вы и не целились.

XXXIV. Ирхине // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Тепре перер, — терӗ те вӑл, каллех пӗшкӗнсе, тӗллеме тытӑнчӗ, хальхинче минута яхӑн та иртрӗ.

— Еще раз, — сказал он и, снова присев, стал целиться; теперь он целился почти минуту.

XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Шериф-ага чул патне хутланса ларчӗ, пӑшалне чул ҫине хурса тӗллеме тытӑнчӗ, тӗлле-тӗлле вунӑ ҫеккунт та иртрӗ.

Шериф-ага присел на корточки у большого камня, положил на него ружье и прицеливался секунд десять.

XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Паллах, унӑн пуринчен ытларах броненосецне перес килет, анчах ӑна тивертеймесрен хӑранӑ, кӗленче тӗллеме пысӑкрах пулнӑ.

Конечно, ему больше хотелось бы выстрелить в японский броненосец, но он боялся промахнуться, а бутылка была большая.

XVIII. Ыйтусемпе ответсем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Гаврик, хашӑлтатса сӗтел ҫине тайӑлса тӑчӗ те, кӗленчене тӗллеме пуҫларӗ.

Гаврик, сопя, припал к прилавку и стал целиться в бутылку.

XVIII. Ыйтусемпе ответсем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Комендант Иван Игнатьича ҫав ушкӑн ҫине тупӑпа тӗллеме хушрӗ, фитильне хӑех чӗртрӗ.

Комендант велел Ивану Игнатьичу навести пушку на их толпу и сам приставил фитиль.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Яланхи условисемпе пенӗ пулсан, вӑл мана ураран тӗллеме пултаратчӗ, мана ним мар амантса, хӑй кӑмӑлне ытлашши татмасӑрах мана тавӑрма пултарнӑ пулӗччӗ; анчах халӗ ӗнтӗ унӑн сывлӑшалла персе ямалла е ҫын вӗлерекен пулмалла, е хӑйӗн ирсӗр шухӑшне пӑрахса, манпа пӗр пекех хӑрушлӑх умне тухса тӑмалла пулать.

Стреляясь при обыкновенных условиях, он мог целить мне в ногу, легко меня ранить и удовлетворить таким образом свою месть, не отягощая слишком своей совести; но теперь он должен был выстрелить на воздух, или сделаться убийцей, или, наконец, оставить свой подлый замысел и подвергнуться одинаковой со мною опасности.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн вӑл ман ҫине тӗллеме тытӑнчӗ… арӑм умӗнчех!

С этим словом он хотел в меня прицелиться… при ней!

II // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней