Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пирӗн Государствӑна туса хунӑ аслӑ Ленин ҫапла каланӑ: совет ҫыннисен чи кирлӗ пахалӑхӗ вӑл — паттӑрлӑх, хастарлӑх, кӗрешӳре хӑрама пӗлменни, пирӗн тӑван ҫӗршывӑн тӑшманӗсене хирӗҫ халӑхпа пӗрле ҫапӑҫма хатер тӑни пулать, тенӗ.
Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.
Аҫтӑрхан ним тӑхтаса тӑмасӑрах кунтан тухса кайма, ытти ялсене ҫитсе патька-патша тӑшманӗсене пӗтерме сӗнчӗ.
Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Кайран, патька-патша тӑшманӗсене пурне те ҫӗнтерсен, тӑван таврана пӗрле таврӑнма шухӑшлаттӑмӑр.
Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Патька-патша тӑшманӗсене тӗп туса.
Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӑл, хӑй асапне курнипе савӑнакан тӑшманӗсене питлесе, темӗскер питӗ усал сӑмах кӑшкӑрса каласшӑнччӗ пуль, анчах ҫӑварӗнчен юн шарласа тапса тухрӗ, хӑйӑлтатса илни ҫеҫ илтӗнчӗ.
Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Станоксене ватмалла мар, класс тӑшманӗсене тавӑрас пулать.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Анчах ҫав кивӗ йӑласене хирӗҫ, хамӑрӑн класс тӑшманӗсене хирӗҫ кӗрешнӗ пекех, пирӗн ҫивӗччӗн кӗрешмелле.Но нужно бороться против этих пережитков так же, как и против классового врага.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Вӑл хӑйӗн куҫа-куҫӑн хирӗҫ тӑракан тӑшманӗсене ҫеҫ мар, халӑх ӗҫне сутса тӳре-шара умӗнче «ырра» тухма ӗметленекен сутӑнчӑксене те шеллемест.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Вӑл тӑшманӗсене хирӗҫ варт ҫаврӑнса тӑчӗ:
XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Унӑн сӑмахӗ ҫакӑн пек: турӑ яланах сирӗнпе пултӑр, сирӗн ҫылӑхӑрсене каҫартӑр, хамӑрӑн христиан тӗнӗн тӑшманӗсене аркатса тӑкма хӑват патӑр.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Мӑрсасене вуншарӑн вӗлерсе каварҫӑсене хӑрататӑп тет-ши е хӑй Хусанта нумай тытӑнса тӑрас ҫуккине сиссе тӑшманӗсене пуриншӗн те тавӑрса юлас тесе шутлать-ши?
13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Эсӗ пӗрмай чиркӳ тӑшманӗсене тупса туслашма тӑрӑшан.К тому же ты все время ищешь друзей, кои против церкви божией настроены.
Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Тата ҫакна та пӗлтерсе хума пулать: Мускав Хусана хирӗҫ пыракан кӗрешӳре ҫурма ҫулта чарӑнса тӑрас ҫук, эпир турӑ пулӑшнипе вӑл кӗрешӗве вӗҫнех ҫитерӗпӗр, Христос тӗнӗн тӑшманӗсене татӑклӑнах аркатса тӑкӑпӑр.
18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Посольство урлӑ вӑл хӑйне хан туса хунӑ Василий Ивановичран ҫапла ыйтнӑ: ырӑ патша, пиртен Сафа-Гирей хан пулнӑ чухне юлнӑ пищальсене ан ил, вӗсем пире кунта кирлӗ пулаҫҫӗ; сана хирӗҫ ҫапӑҫма мар хӑварасшӑн эпир вӗсене, хамӑр тӑшмансене, Мускавпа Хусан тӑшманӗсене аркатма кирлӗ пулаҫҫӗ вӗсем; пирен кунта туссем йышлӑ, анчах тӑшмансем те ҫук мар.
7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ир енне патша тӑшманӗсене тытса хупрӗҫ.
Хура ҫынсен патшалӑхӗнче // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Ҫак тарана ҫити чӑвашсемшӗн чуна парса ӗҫленӗ пулсан, епле эпир халӑх тӑшманӗсене — большевиксене! — парӑнӑпӑр!
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Чӑн та, Осипов-тухтӑр ҫын кӑкӑрне итлесе ӑна тӗрлӗ чир-чӗртен сиплет пулсан, Осипов-писатель яланах халӑх чӗри тапнине сисӗмлӗ итлесе тӑрать, ун сиенӗсемпе тӑшманӗсене ҫивчӗ перипе витерет, ӗҫҫыннисене пурнӑҫра хастарлӑ утма вӗрентет.
Автор ҫинчен // Геннадий Хлебников. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 459–463 с.
Хула капӑрланупа савӑнӑҫлӑ ӗҫсем валли хуҫалӑх укҫин пӗр пайне пӗтернӗ иккен, — ҫакӑ вут ҫине ҫу сапнӑ пекех, мӗншӗн тесен Паранпа пӗр шухӑшҫӑ ӗҫлевҫӗсем тӑшманӗсене самантрах элеклесе варалаҫҫӗ; кусем вара пӗр-пӗрне тапӑнса аҫа-ҫиҫӗм кӗрленӗ-ҫиҫнӗ май Паран майлӑ пӑхса тухса ҫирӗплетнӗ кивӗ, тӗрӗс мар йышӑнусене туртса кӑлараҫҫӗ.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Унтан, кӳршӗ йӑхсемпе ҫапӑҫа-ҫапӑҫа, йӗри-таврари ялсене аркатса тӑкать, кӗҫех арабсем тӗлӗшпе чӑркӑшма тытӑнать; ара, арабсем унӑн тӑшманӗсене хирӗҫ унпа пӗрлешсе ҫапӑҫма килӗшмеҫҫӗ.
X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ҫав самантрах Давенант пӑшалне шыва ывӑтрӗ, икӗ енчен те вирхӗнсе килнӗ тӑшманӗсене хӑйне ярса тытма чармасть; анчах туять: вӑл хӗрлӗ-сарӑ хӑна пӳлӗмӗн аса илӗвне темӗскерпе тӳрре кӑларчех, ылтӑн кушаксем сиккелекен йӑлтӑркка кавир ҫинчи хӗвел пайӑркин ҫутине чыслӑн сыхласа хӑварчех, чӑн та, ҫакна унсӑр пуҫне никам та пӗлмест.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.