Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑчӗҫ (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр пысӑк пулӑм ҫинче те чарӑнса тӑчӗҫ канашлура: ыран Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Елчӗк ентешлӗхӗн уявӗ иртет.

Помоги переводом

Тивӗҫлисене чысларӗҫ // Елена ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... 0%d1%80ec/

Ӑмӑртура телей ҫӑлтӑрӗ вӗсемшӗн ҫуталчӗ - ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑчӗҫ.

Помоги переводом

Спортра вӑйлӑраххи ҫӗнтерет // Е. ЕЛЕГОНОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/sp ... hhi-nteret

2020-2021 вӗренӳ ҫулӗнче агрокласӑн 2 вӗренекенӗ (11 класрисем) Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн стипендиачӗсем пулса тӑчӗҫ.

Помоги переводом

Хуракасси шкулӗнче хӑнара // О. САРБАЕВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/17/hu ... nche-hnara

Иртнӗ ҫул вӗсем Шупашкарта иртнӗ мини-футболпа республика Первенствинче чемпионсем пулса тӑчӗҫ.

Помоги переводом

Хӑравҫӑсем футболла вылямаҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/hr ... la-vilyama

Куракансем, ҫар тумӗ тӑхӑннӑ яваплӑ ҫынсем, ветерансем, тыл ӗҫченӗсем вӗсен пултарулӑхӗнчен тӗлӗнсе, вӗсемпе мӑнаҫланса тӑчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫамрӑк армеецсен парачӗ иртрӗ // Хӗрлӗ Ялав. http://gazeta1931.ru/urmary/11964-camr-k ... arach-irtr

Йӗркеллех-и, шӑнмарӑр-и тесе ыйта-ыйтах тӑчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӗнтерӳшӗн тавах, ветеран! // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/centeryshen-tavax ... eran!.html

Ҫумӑрпа хутӑш юр чарӑнми ҫурӗ пулин те ветеран ҫурчӗ умӗнчен никам та саланмарӗ, шкул ачисемпе ял ҫыннисем мӗн пулса иртнине тимлӗн сӑнаса тӑчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӗнтерӳшӗн тавах, ветеран! // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/centeryshen-tavax ... eran!.html

Ҫак кун юр ҫуса тӑчӗ пулин те йӗлтӗр трассине тасатсах тӑчӗҫ.

Помоги переводом

Владимир Сергеев паттӑра асӑнса — йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ // Зинаида ПАВЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11717-vladim ... t-r-m-rt-v

Ҫак кунсенче пирӗн округри Комсомольски тата Тукай территори уйрӑмӗсенчи ҫамрӑксем ҫар ретне тӑчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫамрӑксем ҫара каяҫҫӗ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d2%ab%d0%b ... %ab%d3%97/

Ҫенӗкпе чӑланти темиҫе тӗрлӗ алӑка уҫнӑ хыҫҫӑн тин пӳрт алӑкӗ умне пырса тӑчӗҫ чӗнмен хӑнасем.

Помоги переводом

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

14 ҫулти Таисияпа Мария Ивановасем «Кӗҫӗр вӑйлӑ ҫумӑр ҫунӑ» юрра шӑрантарса дипломант пулса тӑчӗҫ.

Помоги переводом

Мӑкӑр хӗрӗсем — «Кӗмӗл сасӑ» конкурс дипломанчӗсем // Вероника ИВАНОВА. https://kanashen.ru/2024/04/26/%d0%bca%d ... %b0%d0%bd/

Пуҫтарӑннисем ҫӗршыври аварисене пӗтерме хутшӑнса вӑхӑтсӑр вилнисене асӑнса пӗр минут шӑп тӑчӗҫ.

Помоги переводом

Кашни тапхӑртах паттӑрсем пур // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/04/26/%d0%ba%d0%b ... %83%d1%80/

Клуб умӗнче чарӑнса тӑчӗҫ, унта савӑнса тӑракан пӗлтерӗве вуларӗҫ.

Помоги переводом

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ӑна асӑрхасанах, тин кӑна кулса-шӳтлесе тӑракан матроссемпе салтаксем те шӑпланчӗҫ, лараканнисем те ура ҫине тӑчӗҫ.

Помоги переводом

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вара вӗсем чӗрне вӗҫҫӗн утса виҫҫӗмӗш чӳрече айне пырса тӑчӗҫ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Унпа калаҫнӑ ҫынсем, вӑл пӑрӑнса кайсассӑн та, чылайччен ӑна пӑхса тӑчӗҫ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Пӗр вӑхӑт чӗнмесӗр тӑчӗҫ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Машӑпа Валентина ӑна хирӗҫ ним калама та аптраса тӑчӗҫ, юлашкинчен вӗсем те «пӗртанлӑх законӗпе» килӗшрӗҫ…

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Машӑпа Валентина, кӑштах шухӑша кайса тӑчӗҫ те, такам команда панӑ пекех, пӗр харӑсах: — Эпӗ килӗшетӗп! — терӗҫ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Светлана хӗрелсе, тӗлӗнмелле хитреленсе кайрӗ, унӑн куҫӗсем ҫунса тӑчӗҫ, кӑкӑрӗ хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн пӑлханса ҫӗкленме пуҫларӗ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней