Поиск
Шырав ĕçĕ:
тӑхӑнсанах (тĕпĕ: тӑхӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл пушмакӗпе пальтине тӑхӑнсанах каҫӑн чӗрӗлӗхне туйса илчӗ; Джессин ҫӳхе тутине, япӑх сӑнне курсан тата ытларах тӗлӗнчӗ.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Анчах М-r Charles ман ҫӳҫен хӑлӑхсӑр пайӑркисене ҫыпӑҫакан эсеенципе мӗн чухлӗ сӗрсен те, вӗсем эпӗ шлепкене тӑхӑнсанах вирелле тӑчӗҫ, ҫӳҫе кӑтралатнӑ хыҫҫӑн мана хамӑн кӗлеткем пушшех япӑхраххӑн туйӑнчӗ.
XXXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ачалла айванлӑхне пула ҫеҫ вӑл, киле таврӑнса, шинель вырӑнне сӑхман улӑштарса тӑхӑнсанах пурте чип-чипер йӗркеленсе каять тесе шухӑшланӑ: никам ним сӑмах каламасть иккен, никам та ӳпкелемест ӑна, пурте хӑй халлӗн майлашӑнса ҫитет те, вӑл вара ҫӗр ӗҫлесе тата ҫемье тытса кӑна пурӑнма тытӑнать имӗш.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Миша Голомба ҫав ҫырӑва манран туртса илсе вуланӑччӗ те, ҫавӑнтан вара хам шлем тӑхӑнсанах аэродромран пур енчен те: — Саня аяларахран вӗҫ! — тесе кӑшкӑратчӗҫ, ҫавна та каласа патӑм эпӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Страницы:
- 1