Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑхӑннӑ (тĕпĕ: тӑхӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫынсем вара кунта расна тумтир тӑхӑннӑ тет.

Люди здесь были одеты по-другому.

Чикӗ леш енче // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/263

Тӑван тавралӑх ем-ешӗл тум тӑхӑннӑ.

Помоги переводом

Траншейӑсем симӗс курӑкпа тулаҫҫӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/transhejasem-sime ... lacce.html

Пӗррехинче, тин ҫеҫ иртсе кайнӑ ҫу вӗҫӗнче, редакцие авиаторсен кӑн-кӑвак тумне тӑхӑннӑ ҫамрӑк ҫын пырса кӗчӗ.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Эрне иртрӗ те, ял хыҫӗнчи хӑмла пахчи еннелле джинсы брюкипе куртка тӑхӑннӑ хӗрарӑмсем такам куҫне те илӗртмелле утса пыни курӑнах кайрӗ.

Помоги переводом

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Йӗкӗрешсем пулас: иккӗшӗ те ансӑр хулпуҫҫиллӗ, вӑрӑм пит-куҫлӑ, хӗрлӗ ҫӳҫлӗ, чӗкеҫ шатриллӗ; иккӗшӗ те ни хура, ни кӑвак нейлон плащ тӑхӑннӑ, резина атӑпа.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Хальхинче вӑл ҫӳхе пальто тӑхӑннӑ, шарф ҫыхнӑ, пуҫӗнче — кӑвак берет.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Вӑл кӗске ҫанӑллӑ кӗпе тӑхӑннӑ, шӑлавар пӗҫҫисене ура хырӑмӗ таран тавӑрнӑ, сӑран саппун ҫакнӑ.

Помоги переводом

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Сехет ларчӗ-и пӗве хӗрринче, икӗ сехет те ларчӗ-и, курах кайрӗ; пӗве урлӑ Верук каҫать — хура плащ тӑхӑннӑ, пӗр аллине туя, теприне ҫыхӑ тытнӑ.

Помоги переводом

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Вавил тӗрӗллӗ кӑвак кӗпе, хӑмӑр шӑлавар, шурӑ пушмак тӑхӑннӑ, пилӗкне шерепеллӗ пиҫиххи ҫыхнӑ.

Помоги переводом

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Упӑшкин ҫӑмламас ҫухаллӑ сарӑ кӗрӗкне, хӑлхаллӑ ҫӗлӗкне тӑхӑннӑ Укаҫ.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Митальсем ҫакнӑ, чаплӑ костюм тӑхӑннӑ, — Тимуш пиншакне тытса пӑхрӗ Элекҫей.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫӗнӗ костюм, ҫӗнӗ кӗпе, ҫӗнӗ пушмак тӑхӑннӑ, галстук ҫакнӑ.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Пуҫне улӑм шлепке тӑхӑннӑ.

Помоги переводом

XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Брянцев хӑй кивӗрех хура плащ тӑхӑннӑ, ҫара пуҫӑн, умӗнче, сӗтел ҫинче, беретки выртать.

Помоги переводом

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫанталӑк сулхӑн пулсан та, ӗнерхи ҫи-пуҫпах вӑл: майка ҫинчен тӑхӑннӑ ҫӳхе курткӑпа; ҫӳлти тӳмисене ҫаклатман, ҫаннисене тавӑрса лартнӑ, ҫара пуҫ.

Помоги переводом

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пруткин та, Серебряковпа Лашманов та ҫӗнӗ костюм, шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ, Лашманов галстук та ҫакнӑ.

Помоги переводом

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл кӗске плащ тӑхӑннӑ та тӳмисене ҫат тӳмелесе лартнӑ, ҫухине тӑратнӑ, пиҫиххине хытӑ туртса ҫыхнӑ.

Помоги переводом

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл плащ тӑхӑннӑ хуп-хура ҫӳҫлӗ, кӗрнеклӗ арҫынпа калаҫать.

Помоги переводом

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Диспетчер ҫурчӗн алӑкӗсемпе чӳречисен умӗнчи карлӑклӑ ҫӳлӗк хӗррине стройтрестпа завод пуҫлӑхӗсем, СУ начальникӗсем, комсомол путевкипе килсе ҫитнӗ отряд командирӗпе комиссарӗ, чи паллӑ строительсем — спецовка тӑхӑннӑ, сарлака пиҫиххи ҫыхнӑ бригадирсем, монтажниксем, бетонщиксем, штукатурсем — хӑпарса тӑнӑ.

Помоги переводом

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хурҫӑ шӑратса шултра детальсем тӑвакан цехпа типӗ хӑйӑр склачӗсем хушшинчи ансӑр ҫулпа симӗс юнгштурмовка тӑхӑннӑ каччӑсемпе хӗрсем васкаса килни курӑнса кайрӗ.

Помоги переводом

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней