Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унӑн нумайранпа кастарман пирки кӑтраланса кайнӑ хура ҫӳҫӗ ҫинче подводниксем тӑхӑнакан пустав пилотка илемлӗн ларать, кӗске, шурӑ хӑюллӑ хура курткине сарлака пиҫиххине ҫыхса янӑ, хулӑм сӑрантан ҫӗленӗ кабурӗнче «вальтер», самолет чӳречисене кантӑклакан кӗленчерен тунӑ авӑрлӑ кинжал, кӑкӑрӗ ҫинче автомат, шӑлаварӗ парусинӑран ҫӗлетнӗскер, мӑйӗнче шарф, сулахай аллине сулласа пырать, сылтӑммине хуҫлатса тытнӑ, пӳрнисем пулемет-пистолета ҫирӗппӗн чӑмӑртанӑ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Нимӗҫ салтакӗсем тӑхӑнакан куртка тӑхӑннӑ, кӑкӑр ҫинчи кӗсйи патне хӗрлӗ бант ҫыхса янӑ имшер грек сасӑ пачӗ.Отозвался молодой худой грек в пилотке, в немецкой военной куртке с красным бантом над карманом.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Пысӑк абажурлӑ лампа айӗнче лутра ураллӑ тӑваткӑл сӗтел хушшинче пысӑк пӳллӗ типшӗмрех, физкультурник сӑнлӑ хӗр; вӑл тӑларан ҫӗленӗ симӗс тужуркӑпа, йӗлтӗрпе ҫӳренӗ чух тӑхӑнакан шӑлавар тӑхӑннӑ.
Пан Тюхинпа пан Телеев // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 230–248 с.
Ивановна пытарнӑ шӑтӑкран упӑшкин уявсенче тӑхӑнакан икӗ костюмне, вунна яхӑн тилӗ тирне чавса кӑларнӑ та Звенигородкӑна кайнӑ.
Клава анне // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 188–197 с.
Генерал командирсем тӑхӑнакан яланхи ҫӳхе гимнастерка тӑхӑнса янӑ, кӑкӑрӗ ҫинче бинокль, пенснепе, пиҫиххи ҫинче пӗчӗкҫӗ пистолет.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ванна Серёжӑна пӗчӗккӗ, унта кӗрсе ларсан вӑл тахҫантанпах ӗнтӗ урине тӑсса лараймасть; анчах ҫакӑн пек пӗчӗк пухча тӑхӑнакан ҫын валли ванна чухах пулать.
Пӗлӗт ҫинчи тата ҫӗр ҫинчи явленисем // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Праҫниксенче тӑхӑнакан шурӑ вӑрӑм тумтирӗн арки хутламӗсем урайне сарнӑ хӗрлӗ кавир ҫине усӑнса аннӑ.Тяжелые складки белой праздничной мантии упали на алый ковер.
VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Вӑл ура ҫинчех пӗр чашка кофе ӗҫрӗ те, ҫула кайнӑ чухне тӑхӑнакан сарлака хӗрӗллӗ шлепкине илчӗ.Он стоя выпил чашку кофе и взял в руки дорожную широкополую шляпу.
I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Ҫакӑ-и ӗнтӗ сирӗн ҫ-ҫула кайнӑ чухне тӑхӑнакан плащ?
I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Вильбур хӑйӗн ӗҫре ялан тӑхӑнакан тумтирӗпех аэропланӑн аялти ҫуначӗ ҫине улӑхса выртнӑ.Вильбур Райт, в матерчатом кепи, в своем рабочем платье, взобрался на нижнее крыло аэроплана и лег.
24. Малтан Вильбур вӗҫет // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Ҫийӗнче ун праҫникре ҫеҫ тӑхӑнакан вӑрӑм юбка пулнӑ, тӗрленӗ ҫанӑллӑ сорочка.
XXV сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Ременюк ҫулла та, хӗлле те улӑштармасӑр тӑхӑнакан капюшонлӑ брезент пальтопа, ним пулман пекех сӗтел хушшинче ларать, вӑл комбедри ялхуҫалӑх ӗҫ хатӗрӗсене чухӑнсем валли уйӑрса парасси ҫинчен шӗвӗ чернилпа тӑрӑшсах ведомость тӑвать.
ХХIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Вӑл кӑвак путек тирӗнчен ҫӗлетнӗ офицерсен ҫӗлӗкне ҫиелтен ҫумӑрта тӑхӑнакан брезент плащ ҫакса янӑ, ҫавсем ӑна мӑнтӑрӑн кӑтартаҫҫӗ.
XIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Ҫав вӑхӑтра пӗр вунтӑватӑ ҫулалла ҫитнӗ хӗрача, арҫынсем тӑхӑнакан, килте тӗртнӗ тӑларан ҫӗлетнӗ хӗрлӗ пальтопа, карчӑксем пек ҫыхнӑ катанпир тутӑр ӑшӗнчен хӗвел ҫине пӑхнӑ евӗр, пӳрнисем айӗн пӗрре Ҫемен ҫине, тепре йӗри-тавра сапаланса выртакан япаласем ҫине пӑхса тӑрать.
II сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Вӑл хӑйӗн тинӗсре ҫӳрекен ҫынсем тӑхӑнакан картузне шурӑ кителӗ ҫумне пӑчӑртаса тытнӑ та тавраналла канӑҫсӑррӑн пӑхать.Он прижимал к белому кителю морскую фуражку и беспокойно оглядывался по сторонам.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Нимӗн те асӑрхаман, — пӗлтерчӗ ӑна тинӗс ҫинче тӑхӑнакан тумтирлӗ ҫын.Ничего не заметили, — докладывал ему человек в морской форме.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Чул ту ҫурӑкӗнчен чаплӑ плащ тата тинӗс ҫинче ҫӳрекенсем тӑхӑнакан картузлӑ ҫын тухрӗ.Из грота вышел человек в черном блестящем плаще и морской фуражке.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Али Гусейнович Рустамов, яланхи пекех, ансат тӑхӑннӑ: уринче Кавказра тӑхӑнакан ҫӑмӑл атӑ, вӗҫӗсене атӑ кунчисем ӑшне майлӑн хутлатса чикнӗ сарлака шӑлавар, ҫанӑ вӗҫӗсене хутлатса ҫӗленӗ хулпуҫҫисем ҫинче хӑпарса тӑракан шурӑ гимнастерка.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Общежити ҫумӗнче ҫӑвӑнмалли тата ӗҫре тӑхӑнакан тумтирсене хывса хумалли уйрӑм пӳлӗм пур.При общежитии была отдельная умывальная и комната для спецодежды.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Грубскийӗн шӑннӑ пичӗ хӗп-хӗрлӗ хӗрелнӗ, вӑл аллисене хӑвӑрт сӑтӑркаларӗ, салхуллӑн пиншакне тӑхӑнакан старик ҫине пӑхса тӑчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.