Поиск
Шырав ĕçĕ:
9. Лешӗсем пурте пиллӗхлӗ ҫынсем пулнӑ, вӗсен сӑваплӑ ӗҫӗсем манӑҫмаҫҫӗ; 10. вӗсен ачисене ырӑ еткерлӗх тивӗ; вӗсен тӑхӑмӗсем халала упраса пурӑнаҫҫӗ; 11. вӗсен вӑрлӑхӗ тӗреклӗ пулӗ, ачи-пӑчи вӗсене хывӗ; 12. вӗсен вӑрлӑхӗ ӗмӗре пырӗ, вӗсен чапӗ ҫухалмӗ; 13. вӗсен ӳтне тирпейлӗ, хисеплесе пытарнӑ, вӗсен ячӗсем сыпӑкран сыпӑка пыраҫҫӗ; 14. халӑхсем вӗсен ӑслӑлӑхне асӑнса калаҫӗҫ, пухура вӗсене мухтавлӗҫ.
Сир 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Унӑн ывӑлӗсем, ӗрчес пулсассӑн та, хӗҫ айне пулӗҫ; унӑн тӑхӑмӗсем тӑраниччен ҫӑкӑр ҫисе кураймӗҫ.14. Если умножаются сыновья его, то под меч; и потомки его не насытятся хлебом.
Иов 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Левитсем: Иисус ывӑлӗсем — Годева ӑрӑвӗнчен тухнӑ Кадмиил тӑхӑмӗсем — ҫитмӗл тӑваттӑ.43. Левитов: сыновей Иисуса, из дома Кадмиилова, из дома сыновей Годевы, семьдесят четыре.
Неем 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ Израиль ҫыннисен йышӗ: 8. Парош ывӑлӗсем — икӗ пин те ҫӗр ҫитмӗл икӗ ҫын; 9. Сафатия ывӑлӗсем — виҫҫӗр ҫитмӗл иккӗ; 10. Арах ывӑлӗсем — ултҫӗр аллӑ иккӗ; 11. Пахаф-Моав ывӑлӗсем, Иисус тата Иоав тӑхӑмӗсем — икӗ пин те сакӑрҫӗр вунсаккӑр; 12. Елам ывӑлӗсем — пин те икҫӗр аллӑ тӑваттӑ; 13. Заффу ывӑлӗсем — сакӑрҫӗр хӗрӗх пиллӗк; 14. Закхай ывӑлӗсем — ҫичҫӗр утмӑл; 15. Биннуй ывӑлӗсем — ултҫӗр хӗрӗх саккӑр; 16. Бевай ывӑлӗсем — ултҫӗр ҫирӗм саккӑр; 17. Азгад ывӑлӗсем — икӗ пин те виҫҫӗр ҫирӗм иккӗ; 18. Адоникам ывӑлӗсем — ултҫӗр утмӑл ҫиччӗ; 19. Бигвай ывӑлӗсем — икӗ пин те ултҫӗр ҫиччӗ; 20. Адин ывӑлӗсем — ултҫӗр аллӑ пиллӗк; 21. Езекия килӗнчен тухнӑ Атер ывӑлӗсем — тӑхӑрвун саккӑр; 22. Хашум ывӑлӗсем — виҫҫӗр ҫирӗм саккӑр; 23. Вецай ывӑлӗсем — виҫҫӗр ҫирӗм тӑваттӑ; 24. Хариф ывӑлӗсем — ҫӗр вуниккӗ; 25. Гаваон ывӑлӗсем — тӑхӑрвун пиллӗк; 26. Вифлеемпе Нетофа ҫыннисем — сакӑрвун саккӑр; 27. Анафоф ҫыннисем — ҫӗр ҫирӗм саккӑр; 28. Беф-Азмавеф ҫыннисем — хӗрӗх иккӗ; 29. Кариаф-Иарим, Кефира тата Беероф ҫыннисем — ҫичҫӗр хӗрӗх виҫҫӗ; 30. Рама тата Гева ҫыннисем — ултҫӗр ҫирӗм пӗрре; 31. Михмас ҫыннисем — ҫӗр ҫирӗм иккӗ; 32. Вефиль тата Гай ҫыннисем — ҫӗр ҫирӗм виҫҫӗ; 33. тепӗр Нево ҫыннисем — аллӑ иккӗ; 34. тепӗр Елам ывӑлӗсем — пин те икҫӗр аллӑ тӑваттӑ; 35. Харим ывӑлӗсем — виҫҫӗр ҫирӗм; 36. Иерихон ҫыннисем — виҫҫӗр хӗрӗх пиллӗк; 37. Лод, Хадид тата Оно ҫыннисем — ҫичҫӗр ҫирӗм пӗрре; 38. Сенаа ҫыннисем — виҫӗ пин те тӑхӑрҫӗр вӑтӑр; 39. священниксем, Иисус килӗнчен тухнӑ Иедаия ывӑлӗсем — тӑхӑрҫӗр ҫитмӗл виҫӗ ҫын; 40. Иммер ывӑлӗсем — пин те пилӗкҫӗр иккӗ; 41. Пашхур ывӑлӗсем — пин те икҫӗр хӗрӗх ҫиччӗ; 42. Харим ывӑлӗсем — пин те вунҫиччӗ.
Неем 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вара Иисус, унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсем, Кадмиилпа унӑн ывӑлӗсем, Иуда тӑхӑмӗсем, ҫавӑн пекех Хенадад ывӑлӗсем, вӗсен ывӑлӗсемпе тӑванӗсем левитсем, пурте пӗр ҫын пек пулса, Турӑ Ҫуртне тӑвакансен ӗҫне ертсе пынӑ.
1 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ Израиль ҫыннисен йышӗ: 3. Парош ывӑлӗсем — икӗ пин те ҫӗр ҫитмӗл икӗ ҫын; 4. Сафатия ывӑлӗсем — виҫҫӗр ҫитмӗл икӗ ҫын; 5. Арах ывӑлӗсем — ҫичҫӗр ҫитмӗл пилӗк ҫын; 6. Пахаф-Моав ывӑлӗсем, Иисус тата Иоав тӑхӑмӗсем — икӗ пин те сакӑрҫӗр вуникӗ ҫын; 7. Елам ывӑлӗсем — пин те икҫӗр аллӑ тӑватӑ ҫын; 8. Заттуй ывӑлӗсем — тӑхӑрҫӗр хӗрӗх пилӗк ҫын; 9. Закхай ывӑлӗсем — ҫичҫӗр утмӑл ҫын; 10. Ваний ывӑлӗсем — ултҫӗр хӗрӗх икӗ ҫын; 11. Бебай ывӑлӗсем — ултҫӗр ҫирӗм виҫӗ ҫын; 12. Азгад ывӑлӗсем — пин те икҫӗр ҫирӗм икӗ ҫын; 13. Адоникам ывӑлӗсем — ултҫӗр утмӑл ултӑ ҫын; 14. Бигвай ывӑлӗсем — икӗ пин те аллӑ ултӑ ҫын; 15. Адин ывӑлӗсем — тӑватҫӗр аллӑ тӑватӑ ҫын; 16. Езекия килӗнчен тухнӑ Атер ывӑлӗсем — тӑхӑрвун сакӑр ҫын; 17. Бецай ывӑлӗсем — виҫҫӗр ҫирӗм виҫӗ ҫын; 18. Иора ывӑлӗсем — ҫӗр вуникӗ ҫын; 19. Хашум ывӑлӗсем — икҫӗр ҫирӗм виҫӗ ҫын; 20. Гиббар ывӑлӗсем — тӑхӑрвун пилӗк ҫын; 21. Вифлеем ҫыннисем — ҫӗр ҫирӗм виҫӗ ҫын; 22. Нетофа ҫыннисем — аллӑ ултӑ ҫын; 23. Анафоф ҫыннисем — ҫӗр ҫирӗм сакӑр ҫын; 24. Азмавеф ҫыннисем — хӗрӗх икӗ ҫын; 25. Кириаф-Иарим, Кефира тата Беероф ҫыннисем — ҫичҫӗр хӗрӗх виҫӗ ҫын; 26. Рама тата Гева ҫыннисем — ултҫӗр ҫирӗм пӗр ҫын; 27. Михмас ҫыннисем — ҫӗр ҫирӗм икӗ ҫын; 28. Вефиль тата Гай ҫыннисем — икҫӗр ҫирӗм виҫӗ ҫын; 29. Нево ҫыннисем — аллӑ икӗ ҫын; 30. Магбиш ҫыннисем — ҫӗр аллӑ ултӑ ҫын; 31. тепӗр Елам ывӑлӗсем — пин те икҫӗр аллӑ тӑватӑ ҫын; 32. Харим ывӑлӗсем — виҫҫӗр ҫирӗм ҫын; 33. Лидда, Хадид тата Оно ҫыннисем — ҫичҫӗр ҫирӗм пилӗк ҫын; 34. Иерихон ҫыннисем — виҫҫӗр хӗрӗх пилӗк ҫын; 35. Сенаа ҫыннисем — виҫӗ пин те ултҫӗр вӑтӑр ҫын.
1 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫак ҫынсем пурте Овед-Эдом тӑхӑмӗсем пулнӑ; вӗсем, вӗсенӗн ывӑлӗсем, вӗсенӗн тӑванӗсем пултаруллӑ та тӑрӑшуллӑ ҫынсем пулнӑ: вӗсем Овед-Эдомӑн утмӑл иккӗн пулнӑ.
1 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Фола ывӑлӗсем: Уззий, Рефаия, Иериил, Иахмай, Ивсам тата Самуил, вӗсем — Фола ӑрӑвӗн кил-йышӗсен пуҫлӑхӗсем, вӗсем тата вӗсен тӑхӑмӗсем вӑрҫа хастар ҫынсем пулнӑ; Давид вӑхӑтӗнче вӗсен йышӗ ҫирӗм икӗ пин те ултҫӗр ҫын шутланнӑ.
1 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Гирсон тӑхӑмӗсем: унӑн ывӑлӗ Ливни; унӑн ывӑлӗ Иахав; унӑн ывӑлӗ Зимма; 21. унӑн ывӑлӗ Иоах; унӑн ывӑлӗ Иддо; унӑн ывӑлӗ Зерах; унӑн ывӑлӗ Иеафрай.
1 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ Левий ӑрӑвӗсен тӑхӑмӗсем.
1 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Манассия ҫур йӑхӗн тӑхӑмӗсем Васанран пуҫласа Ваал-Ермон патне ҫитиччен, Сенир тата Ермон патне ҫитиччен тӑсӑлакан ҫӗрсем ҫинче пурӑннӑ; вӗсем йышлӑн пулнӑ.
1 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Асӑнса тухнӑ ҫак ҫынсем хӑйсен ӑрӑвӗсен ҫулпуҫӗсем пулнӑ, вӗсен тӑхӑмӗсем питӗ анлӑн сарӑлнӑ.38. Сии поименованные были князьями племен своих, и дом отцов их разделился на многие отрасли.
1 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2