Поиск
Шырав ĕçĕ:
Король ман пирки тӑрӑшма хушнӑ ҫынсем ман ҫири тумтир вараланса тата ҫӗтӗлсе пӗтнине асӑрхарӗҫ те, ҫийӗнчех мана виҫсе илсе, ман валли ҫӗнӗ тумтир ҫӗлеттермешкӗн ҫӗвӗҫ чӗнсе илчӗҫ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
— Германин кашни офицерӗ эпир пӑхӑнтарнӑ халӑхсем хушшинчи хӗрарӑмсемшӗн тӑрӑшма пуҫласан, пирӗн промышленноҫра ӗҫлекенни те никам та пулмӗ.
Кох патӗнче пулни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Ку калавра та автор чӑвашсене савӑнӑҫсӑр ҫынсем пек, тӑрӑшма юратакан халӑх пек сӑнласа панӑ.И в этом рассказе автор описывал чувашей как невеселых людей, как работящий народ.
Д. Н. Телешов // Хветӗр Уяр, Иван Мучи. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 3–7 с.
— Эпӗ тӑрӑшма тӑрӑшӑп та, анчах эсӗ ытла ан шан.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Тем пекех тӑрӑшма хатӗр!
XXXI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Унӑн тем тӗрлӗ ӗҫ те пур, ҫав вӑхӑтрах вӑл Ленька пирки тӑрӑшма та ӗлкӗрет.У нее всегда было много разных дел, но среди них она успевала позаботиться и о Леньке.
XXV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Эпӗ мӗнле те пулсан ҫак мӗскӗне ирӗке кӑларассишӗн тӑрӑшма шутларӑм.Я внутренне дал себе слово во что бы то ни стало освободить бедняка.
Бирюк // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 148–157 с.
Вӑл ӗнтӗ ахалех паллӑ: ачасем пулаҫҫӗ, — ун пек, кун пек пурнӑҫ пуҫланса каять, — вара ӑҫтан-ха вӑл улпут майрине типтерлӗ пӑхса усрама, унӑн йӑлисене сӑнаса пыма пултартӑр: унӑн улпут майришӗн тӑрӑшма вӑхӑт та пулмасть, тата пуҫӗнче те пачах урӑхла шухӑшсем пулаҫҫӗ.
Ермолайпа арман хуҫи арӑмӗ // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 17–28 с.
Ӑслӑ каларӗ кошевой, казак ҫарӗн пуҫлӑхӗ, уншӑн тӑрӑшма, ҫарӑн вӑрҫӑ хатӗрӗсене сыхлама лартнӑ ҫын унтан ӑслӑ нимӗн те калама пултараймӗ.
VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӑл уншӑн качча тухнӑ хыҫҫӑнхи малтанхи кунсенчен те ытларах тӑрӑшма пуҫларӗ.Она стала заботиться о нем так, как не заботилась и в первые дни их совместной жизни.
XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Эсир шӑпах ҫавӑншӑн тӑрӑшатӑр, урӑххишӗн нимшӗн те тӑрӑшма пултараймастӑр, вара, кӗскен каласан, сирӗн мӗнпур ӗҫ те — халь влаҫа тытса тӑраканнисен вырӑнне кӗрсе ларасси ҫеҫ пулса тӑрать.
V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
— Акӑ, ҫулла пулать те, каллех тӑрӑшма, пушара хирӗҫ йӗркесене ҫирӗплетме тытӑнатӑн акӑ, вара хаваслӑрах пулать.
Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.
Хӑш-пӗрисем, хӑйсем вилес-мӗн пулсан, килте юлакансене кил-ҫурчӗсемпе ачисемшӗн тӑрӑшма хушаҫҫӗ, хӑйсен тӑванӗсене вӗсенчен кам тата мӗн чухлӗ кивҫен илни ҫинчен кала-кала параҫҫӗ.
27 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Эпӗ ӑна юрасшӑн тӑрӑшма пуҫланӑранпа пайтах вӑхӑт иртнӗрен ун ҫитменлӗхӗсене тупмасса пултараймарӑм; ҫамрӑклӑхӑн малтанхи тапхӑрӗнче эпир пӗтӗм чунтан кӑна, ҫавӑнпа пӗр кӑлтӑксӑр ҫынсене ҫеҫ юрататпӑр.
ХLI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тӗп инкекӗ: comme il faut обществӑра хӑйне уйрӑм вырӑн йышӑнса тӑнине тата, ҫын comme il faut шутӗнче пулсан, унӑн чиновник пулассишӗн те, каретӑсем тӑвакан пулассишӗн те, салтак пулассишӗн тет ученӑй пулассишӗн те тӑрӑшма кирлӗ маррине ӗненнинче; ҫын ҫав шая ҫитсен хӑй тӗллевне пурнӑҫланине тата ытти ҫынсенчен ҫӳлерехре тӑма пуҫланине шаннинче.
XXXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Катенька пулӑшнипе эпӗ нотӑсене вӗрентӗм тата хамӑн хулӑн пӳрнемсене кӑштах ҫемҫетрӗм, ҫаксене тума мана икӗ уйӑх хушши ҫав тери тӑрӑшма тиврӗ, итле пӗлмен ятсӑр пӳрнене эпӗ апат ҫине чух чӗркуҫҫи ҫинче, выртнӑ чух минтер ҫинче вылянтартӑм; ҫавсене вӗренсе ҫитсенех пьесӑсем калама тытӑнтӑм, вӗсене паллах, чуна хурса, avec ӑme, каларӑм, ҫакна Катенька та йышӑнчӗ, анчах эпӗ кирлӗ пек тактпа калама пачах пултараймарӑм.
XXX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ пӗркун хулана Иван Афанасьич патне пӗр лав ҫӑнӑх ӑсатрӑм тата ҫав ӗҫ ҫинчен хут ҫырса ятӑм, вӗсем каллех вӗт: Петр Александровичшӑн тӑрӑшма хавас, анчах ӗҫ ман алӑра мар, теҫҫӗ, пур енчен илсе пӑхсан та, сирӗн квитанцийӗр тепӗр икӗ уйӑхран килесси те иккӗленӳллӗ.
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫук, кунта чи кирли — сана пурин тӗллевӗшӗн, пирӗн пурин пӗтӗмӗшлӗ ӗҫӗшӗн тӑрӑшма тата ответ тытма шаннинче.Нет, главное — тебе доверяли болеть и отвечать за общие цели, общие наши дела.
25 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Пирвайхи тумбочкӑсене тусан, Сергей вӗсене хӑй патне, тӑваттӑмӗш отряда илесшӗн тӑрӑшма тытӑнчӗ.
14 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Дисциплина тӑвасси пирӗн, воспитательсен ӗҫӗ кӑна мар, пур ачасен ӗҫӗ пулсан, вӗсем дисциплинӑшӑн вӑхӑтран вӑхӑта кӑна мар, ялан, куллен тӑрӑшма пуҫласан, пурин те пӗрешкел тӗллевсемпе шухӑшсем, пӗрешкел савӑнӑҫсемпе туртӑмсем палӑрма пуҫласан — ун чух вара: коллектив пулчӗ! теме пулать.
8 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.