Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑш сăмах пирĕн базăра пур.
тӑрӑш (тĕпĕ: тӑрӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсӗ ҫапах та тӑрӑш!

Помоги переводом

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Мускав хирӗнче выртса вилнӗ Кӗҫтук сӑнӗ: «Епле пурӑнӗ-ши ӗнтӗ ман Укаҫ, пулӑшма тӑрӑш Укаҫа, кӳршӗ пек пул, тус пек пул, ан ман», — тенӗн курӑннӑччӗ Тимуша.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Ан вӗрилен, мана ӑнланма тӑрӑш, — лӑпкӑн каларӗ Сулагаев.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫавӑнпа та мана Турӑ: «Сана сӑнран-питрен ытти ҫынсенчен раснарах ӑсталарӑм пулсан хӑш-пӗр шухӑш-туйӑм тӗлӗшпе те, пурнӑҫри пулӑмсене хаклас енӗпе те вӗсенчен урӑхларах пулма тӑрӑш», — тесе хушнӑ.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ҫын тусӗ теҫҫӗ сирӗн пеккисене, ҫавна ӑнланма тӑрӑш та шӑплан-ха, ырӑ янаварӑм.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ӑна амӑшӗ тахҫан ҫакӑн пекрех пил сӑмахӗ каланӑ имӗш: «Эс, хӗрӗм, ҫара ҫерҫи пек каччӑсемпе мар, тӗкленнӗ арҫынсемпе паллашма тӑрӑш, вара усӑллӑрах пулӗ, ҫӗр ҫинче нихҫан та выҫса вилмӗн».

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӗсемпе пӗр пекрех шухӑшлама тӑрӑш.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Улӑп пек паттӑр пулма тӑрӑш, Микихвӗр! — ӑна ҫурӑмӗнчен лӑпкарӗ Мерчен Мишши.

Помоги переводом

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӗлетӗп, сана питӗ йывӑр пулать, — хӑвна ху ҫирӗплетме тӑрӑш, епле пулсан та.

Помоги переводом

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Эпӗ санран пӗр япала ҫеҫ ыйтасшӑн: ман ҫинчен шухӑшлама пӑрах, мана ерипен-ерипен манма тӑрӑш.

Помоги переводом

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

«Сана пӗр-пӗр ҫын кирлӗ пулсан малтан унӑн арӑмне ху майлӑ ҫавӑрма тӑрӑш», — текен сӑмах пур.

Помоги переводом

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Академие кӗме уйрӑмах тӑрӑш.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Халь эс хӑвӑртрах сывалма тӑрӑш.

Помоги переводом

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Платона тӳрре кӑларма ан тӑрӑш, Степан Фомич.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Йӗтем ҫинче Верӑпа Ҫемене тӗл пулӑн — вӗсене мӗнле те пулин лӑплантарма тӑрӑш.

Помоги переводом

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Упӑшка кӑмӑлне мӗнле те пулин ҫемҫетсе Шупашкара виҫӗ-тӑватӑ кунлӑхах каятӑп пуль, ҫав вӑхӑт тӗлне эс те унта ҫитме тӑрӑш.

Помоги переводом

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

— Автобус ҫине билет туяннӑ пулсан та, тӑван ялна ан кай паян, пӗр-икӗ кунлӑха хулари хӑна ҫуртне вырнаҫма тӑрӑш, кӗҫӗр вара иксӗмӗр ӑҫта та пулин улаххӑн тӗл пулӑпӑр.

Помоги переводом

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Тӑван яла отпуска килмесӗрех пурӑнмастӑн ӗнтӗ, ун чухне мана кашнинчех систерме тӑрӑш.

Помоги переводом

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Мана ӑнланма тӑрӑш: упӑшкаран уйрӑлас тесе вӗткеленсе ҫӳренӗ вӑхӑтра ман ҫие юлни палӑрчӗ.

Помоги переводом

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Часрах таврӑнма тӑрӑш.

Помоги переводом

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней