Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑхӗсенчи (тĕпĕ: тӑрӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Темиҫе инкеке регистрациленӗ хыҫҫӑн ЧР чрезвычайлӑ лару-тӑру ӗҫӗсемпе тимлекен патшалӑх комитечӗн специалисчӗсем Вӑрман-Ҫӗктер, Шӗнерпуҫ, Лапсар ял тӑрӑхӗсенчи юхан шывсене тӗрӗсленӗ: инкексем хыҫҫӑн кӑна шыва кӗме юраманнине палӑртакан аншлагсем вырнаҫтарнӑ иккен асӑннӑ вырӑнсенче.

Помоги переводом

Темиҫе ҫемьен кун-ҫулӗ татӑлнӑ тейӗн // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗ тӗлне район администрацийӗсен ял тӑрӑхӗсенчи ҫӗрпе усӑ куракан, ял хуҫалӑх таварӗ туса илекенсен списокне тӑратмалла пулнӑ.

Помоги переводом

Ҫырава хатӗр-и? // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Ҫавӑн пекех ӗҫлӗ ушкӑнсем Мӑнҫырма, Кивӗ Вӑрмар, Тикаш ял тӑрӑхӗсенчи халӑхпа куҫа-куҫӑн тӗл пулса калаҫрӗҫ.

Помоги переводом

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Ял тӑрӑхӗсенчи ҫулсене юсасси - вырӑнти влаҫ тивӗҫӗ.

Помоги переводом

Вырӑнти влаҫ - ял ҫыннисемшӗн чи ҫывӑххи // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Районта иртнӗ Пӗрлехи информаци кунӗнче 2016 ҫулта граждансене социаллӑ пулӑшу кӳресси, экологи субботникӗсене тата Йывӑҫ кунне йӗркелесе ирттересси, хула, ял тӑрӑхӗсенчи урамсенче, ҫул хӗррисенче, масарсен территорийӗсенче тирпей-илем кӗртесси, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫӗнтернӗренпе 71 ҫул ҫитнине халалласа ирттерекен мероприятисене хатӗрленсе ирттересси, ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене кӗске вӑхӑтра тата пахлӑхлӑ пурнӑҫласси, ҫуркуннехи-ҫуллахи вӑхӑтсенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ мерӑсене тытса пырас ыйтусене сӳтсе явнӑ.

Помоги переводом

Социаллӑ ыйтусем малти вырӑнта // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.04.20

Ял тӑрӑхӗсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем илемлӗ юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ, пурне те икерчӗпе хӑналанӑ, пӗр-пӗрин хушшинче тутлӑ чей вӗретес, йӑва йӑвалас, шӑнкӑрч вӗллисем тӑвас енӗпе тупӑшнӑ.

Помоги переводом

Эх, Ҫӑварни, ҫу эрни... // Татьяна НИКОЛАЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней