Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл, хӗрнӗ ҫатма пек пысӑкланнӑскер, анӑҫри вӑрман тӑррисене ылтӑн-кӗмӗл пӗлӗтсемпе эрешлесе, ҫӗрлехи ыйха путма хатӗрленет.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Кашни шӑтӑка юпа лартрӗҫ, вӗсен тӑррисене ывӑлӗсен карттусӗсене тӑхӑнтарчӗҫ.
Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Кашни киле ҫутӑ кӗртнӗ ҫыҫҫӑн, пӳрт тӑррисене хупласан тин лӑш! пулчӗҫ.
Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Карта ҫинче ССР Союзӗнчи чи ҫӳллӗ ту тӑррисене тупса кӑтартӑр.
Ҫӗр ҫийӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Эпир те ӑна часах куртӑмӑр, пӑртак вӑхӑт иртсен, эпир кӑвак пӗлӗт ҫинче тӗрӗ пек курӑнакан пальма тӑррисене палласа илтӗмӗр.
Пушхирте // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
ССР Союзӗн физикӑлла картти ҫине пӑхӑр: айлӑмсене, тӳпемсене, вӑтам тусене, ҫӳллӗ тусене тата вӗсен юр выртакан тӑррисене мӗнле паллӑсемпе ӳкерсе кӑтартнӑ?
Ҫӗршыв ҫийне карта ҫине епле ӳкереҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Унӑн чалӑшӑн ӳкекен ҫути юрпа витӗннӗ ту тӑррисене шупка-кӗрен те ылтӑн тӗслӗ ҫутатать.Его косые лучи озаряли снеговые вершины розовым и золотым светом.
Ту ҫине хӑпарни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Нумаях пулмасть ҫил-тӑвӑл Елчӗкри «Шевле» ача сачӗн хӗвелтен тата ҫумӑртан хӳтӗленмелли верандӑн, Аслӑ Елчӗк шкулӗн спорт залӗн тӑррисене сиенленӗ.
Шкулсем ачасене кӗтеҫҫӗ // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d1%88%d0%b ... 0%b5cce-2/
Раҫҫейӗн Инкеклӗ лару-тӑру министерствин республикӑри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫут ҫанталӑк ахӑрса кайнине пула Благовар районӗнчи Языково ялӗнчи ҫуртсен тӑррисене илсе пӑрахнӑ.
Ҫил ҫуртсен тӑррисене илсе кайнӑ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/%D0%9F%C4%83%D1% ... yn-3392522
— Урампа иртсе пынӑ чух ҫурт тӑррисене пӑхса пыратӑп та вара чунтан савӑнса утнӑ хушӑрах кӑмӑл сасартӑк тӑвӑлать.
XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
…Корпуссен тӑррисене блок меслечӗпе усӑ курса витетпӗр, — терӗ малалла стройтрестӑн главнӑй инженерӗ.
IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Йывӑҫ тӑррисене авӑнтарса ҫаплах ҫил-тӑман алхасать.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Ҫиҫӗм кӑна хутран-ситрен имшеррӗн чӗлтӗртетсе йывӑҫ тӑррисене хӗмлентерет.
4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.
Унӑн пайӑркисем улӑм витнӗ ҫурт тӑррисене, лапсӑркка йӑмрасен шӑпӑл-шӑпӑл ҫулҫисене ылтӑн тутипеле чуптурӗҫ.
Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӑл утнӑ ҫӗртех вӗсен вӗтӗ турачӗсене иртрӗ, ҫинҫе тӑррисене касса шыва ывӑтрӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Ҫук-ха, вӑхӑтран-вӑхӑта йывӑҫ тӑррисене темле хура ҫил (тин кӑна нимӗн те палӑрмастчӗ-ҫке?) хӗрнӗ тимӗр ҫине сапнӑ шыв пек чаш! чаш! чашлаттарса туракаласа илет иккен.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Шӑкӑл-шӑкӑл калаҫкаласа, пуҫа ухтаракан та устаракан тостсем каласа, чӑн сӑмаха шӳтпе те тутлӑлантарса, кулкаласа та ҫиҫкелесе, черккесемпе стакансен тӑррисене таткаларӗҫ, ҫырткаларӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хушшӑн-хушшӑн йывӑҫсен тӑррисене халсӑр сулхӑн ҫил сӗртӗнкелесе, авса, ҫулҫӑсенчен ҫараткаласа илет.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Шуҫӑм киличченех ларса ирттерчӗ Сима хула хӗрринчи вӑрманта, ӑшӑ ыйхӑран вӑраннӑ ҫурхи хӗвел ҫепӗҫ куллипе йывӑҫ тӑррисене ачашласа илсен ҫеҫ вырӑнӗнчен ҫӗкленчӗ.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Юлашкинчен, кӗҫ-вӗҫ йывӑҫ тӑррисене пырса ҫапӑнас чух, пӗр пӗчӗк уҫланка анса ларма ӗлкӗрнӗ.
II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.