Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вулкан тӑррисен чи пысӑк ҫӳллӗшӗ 840 м (Сент-Катерин тӑвӗ) ҫитет.Максимальная высота вулканических вершин достигает 840 м (гора Сент-Катерин).
Гренада // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D1%80%D ... 0%B4%D0%B0
Лез-Арк ту курорчӗ ҫулпа ҫыхӑнтарнӑ тӑватӑ ту ялӗнчен тӑрать, вӗсене ту тӑррисен ячӗсене панӑ: Арк 1600, Арк 1800, Арк 1950 тата Арк 2000.
Лез-Арк // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B%D0% ... 1%80%D0%BA
Ҫуталса ларакан чиркӳсемпе мӑнастир тӑррисен ӗмӗлкисем, Атӑл хӗррине хулан тӗп урамӗсемпе ҫыхӑнтаракан тамбӑ-кӗпер тӑрӑхӗнче ҫунакан лампӑсен ҫутисем шыва ӳкнипе хулан ҫак пайӗ тата илемлӗрех-асамлӑрах туйӑнать.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Ҫын вӑрахчен, пӳрт тӑррисен хура кӗтесӗсем каҫ сӗмлӗхне путичченех ларчӗ.Человек сидел долго, — до тех пор, пока черные углы крыш не утонули в черноте ночи.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Вӗсен тӑррисен тӗлӗнче шыв сиккисен асамат кӗперӗн тусанӗ йӑсӑрланать: тарӑн кӗвӗ-ҫемӗн пӗр евӗрлӗхӗнче эрешмен карти пек ҫип-ҫинҫе юхӑмсем аялалла ӳкеҫҫӗ те сывлӑшра хытса тӑнӑн туйӑнаҫҫӗ.
II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Мал енче, йывӑҫ тӑррисен хыҫӗнче эпир вӑрманлӑ сӑмсаха, шыв хумӗсен кӑпӑкӗпе тӗрленнӗскере куратпӑр.Впереди за вершинами деревьев мы видели Лесистый мыс, окаймленный пеной прибоя.
XXXII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
680 ҫулти февралӗн 20-мӗшӗнче, хӗвел сӑрт тӑррисен хыҫне ерипен пытаннӑ вӑхӑтра, Капуя урамӗсенче яланхи пекех халӑх нумай ҫӳренӗ.
X сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Хӗвел шӗвӗр ту тӑррисен хыҫнелле анать.
Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Аякра ту тӑррисен каҫхи шурӑм пуҫ ҫутипе исленнӗ юрлӑ конусӗ тӑсӑлать.Вдали выступил, залитый закатом, снежный конус горной вершины.
Пусма ҫинче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Соацерӑн кӑвакрах ӗлкисем, симӗспе витнӗ лаптак тӑррисен картлашкисем, пӗвесен тӑрӑхла тӗкӗрӗсем, витӗр курӑнакан башньӑсем сӑртлӑх хыҫӗнчен тухнӑ май анлӑлансах пыраҫҫӗ те янкарлӑ горизонта путаҫҫӗ.
Соацера // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Манастирсӗр пуҫне хулара тата икӗ чиркӳ пур: Петрпа Павел ячӗпе лартнӑ ҫӗнӗ, тап-таса шурӑ собор тата йывӑҫран туса лартнӑ питӗ кивӗ чиркӳ, Николай Мирликийский чиркӗвӗ, пӗчӗккӗскер, пилӗк тӑрӑллӑскер, тӑррисен сухан пуҫӗ пек чӑмӑрккисене тӗрлӗ тӗспе сӑрланӑ, чиркӳ аяккисенче кирпӗчрен контрфорссем купаланӑ, чансем ҫакнӑ тарри кринолин текен юбка евӗр лутра та сарлака, ӑна нумаях пулмасть-ха кӑвакпа сарӑ тӗслӗн сӑрласа янӑ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Чан чартакӗпе алтарь тӑррисен шанклашкаланса юлнӑ тутӑх хӑйкӑчисем, унтан-кунтан хӑма ҫапкаланӑ ванчӑк чӳречесем, ҫӗтӗлсе саплӑкланнӑ тимӗр ҫивитти — пурте ку, кӑмӑла ӳкерсе, салхулӑхпа пусать.
2 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Курӑк ӑшӗнче симӗс ҫутӑ хуртсем йӑлтӑртатаҫҫӗ, тӗттӗм вӗтлӗхсенче вӑрман чечекӗсем пытаннӑ, кайӑксем юрламаҫҫӗ, йывӑҫ тӑррисен хушшипе тӗттӗм кӑвак тӳпе курӑнать.
24 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Вӑл юрласан «Сӑрт тӑррисен» ятлӑ кичем юррӑн йӗркисем те савӑнӑҫлӑн, туллин, шӑпчӑк сасси пек янӑраҫҫӗ.
Киле! // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Шурӑ тӗс — сивӗ юр тӗсӗ, ҫӳлте-ҫӳлте шӑвакан пӗлӗтсен тӗсӗ, мӑнаҫ та нимӗнле пурнӑҫсӑр ҫӳллӗ ту тӑррисен тӗсӗ…
VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Вӑл пӗр минут пек ним хусканмасӑр тӑчӗ, вара унӑн куҫӗсем тинех тӗттӗме хӑнӑхса урамӑн леш енчи йывӑҫсемпе ҫурт тӑррисен мӗлкисене куракан пулчӗҫ.
VI // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Хӗвел йывӑҫ тӑррисен леш енӗпе пытанса пырать.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Кӑвак пӗлӗт чатӑрӗнче сӑртсен хӗррисемпе тӑррисен ҫӗнӗ панорами тӑсӑлса каять, ҫавӑнпа та пампассенче ертсе ҫӳрекенсем унччен палланӑ вырӑнсене шырас пулсан, вӑхӑта ахаль ҫеҫ ирттернӗ пулӗччӗҫ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ту тӑррисен паллисем те ҫухалнӑ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
«Картузик пит те лайӑх тытмалла парать», тесе шухӑшларӗ Натка тӑн-тӑн меч пӗлӗтелле вӗҫнине, вӑл пӗр самантлӑха ватӑ кипариссен тӑррисен тӗлӗнче чарӑнса тӑнине, тата ҫав тӳрӗ линипех ҫӗр ҫинелле персе аннине пӑхса тӑрса.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
- 1
- 2