Поиск
Шырав ĕçĕ:
13. Ман халӑхӑмӑн ҫӗрӗ ҫинче йӗплӗ курӑк та ҫумкурӑкӗ ӳсӗ, хавас шавлӑ хулари савӑнӑҫлӑ ҫуртсенче те ҫапла пулӗ, 14-15. мӗншӗн тесессӗн керменсене пӑрахса хӑварӗҫ; шавлӑ хуларан тухса кайӗҫ; вара пирӗн ҫине тӳперен Сывлӑш аниччен, пушхир сат пулса тӑриччен, сат пахчине вӑрман тесех шутлама пуҫличчен Офел сӑрчӗпе пашне хир ашакӗсемпе кӗтӳсемшӗн ту хушӑкӗ вырӑнне пулӗҫ, вӗсем ҫавӑнта хӳтлӗх тупӗҫ.
Ис 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вара Неффалим тӑвӗ ҫинчи Галилейӑри Кедес хулине, Ефрем тӑвӗ ҫинчи Сихем хулине тата Иуда тӑвӗ ҫинчи Кириаф-Арба хулине — тепӗр тӗрлӗ каласассӑн Хеврон хулине — уйӑрса илнӗ; 8. тата Иордан леш енче Иерихонран тухӑҫалла ларакан хуласене суйласа илнӗ: Рувим йӑхӗнчен — пушхирти, тӳремри Бецер хулине, Гад йӑхӗнчен — Галаадри Рамоф хулине тата Манассия йӑхӗнчен — Васанри Голан хулине; 9. ҫав хуласем ӗнтӗ Израиль ҫыннисемшӗн те, ютран пырса вӗсем хушшинче пурӑнакансемшӗн те уҫӑ пулнӑ: ҫынна йӑнӑшпа вӗлерекен ҫавӑнта тарса ӳкме пултартӑр, халӑх умне [сута] тӑриччен унӑн юншӑн тавӑракан аллинчен вилмелле ан пултӑр, тенӗ.
Нав 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Кам та кам ҫав хуласенчен пӗрне тарса ӳксессӗн, вӑл хула хапхи умне тӑтӑр та хулан аслӑ ҫыннисене хӑй ӗҫне каласа кӑтарттӑр; лешӗсем вара ӑна хӑйсен хулине кӗртӗҫ те пурӑнма вырӑн парӗҫ; 5. юншӑн тавӑрас теекенӗ ун хыҫҫӑн хӑваласа пырсассӑн, вӗсенӗн ӑна унӑн аллине памалла мар, мӗншӗн тесессӗн вӑл хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине ятарласа вӗлермен, вӑл ӗнер те, виҫӗмкун та ӑна курайман ҫын пулман; 6. вӑл ӗнтӗ халӑх умне сута тӑриччен, ҫавӑн чухнехи аслӑ священник виличчен ҫав хулара пурӑнтӑр.
Нав 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.