Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чӗререн парӑнса тӑрассин кивӗ туйӑмне халиччен пӗлмен вӑрттӑнлӑх пек туйӑнакан ҫӗнӗ юратупа улӑштарасси маншӑн ытла та ыррӑн туйӑнчӗ.
XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кайӑксем вӗҫнине вӗренсе пынӑ майӑн Райтсен чӗри пушшех хавхаланнӑ, вӗсем сывлӑшра тытӑнса тӑрассин мелне тупасшӑн тата питрех тӑрӑшнӑ.
6. Вӗсен пуҫне аэроплан тӑвас шухӑш епле пырса кӗнӗ // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Хӑрушсӑрлӑх органӗсен сотрудникӗсен вӑй-хӑвачӗ, ӑс-тӑнӗ, чи пӗлтерӗшли — вӗсем Тӑван ҫӗршыва юратни тата парӑнни — паян ятарлӑ служба ӗҫ-хӗлӗн, терроризма, преступноҫа, коррупцие хирӗҫ тӑрассин, тухӑҫлӑхне ӳстерет.
Олег Николаев хӑрушсӑрлӑх органӗсен ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани // Олег Николаев. http://www.cap.ru/news/2020/12/20/glava- ... aet-s-dnem
Ял ҫыннисем тӗл пулура ял урамӗсенче ҫул тӑвассин, ҫулсене тытса тӑрассин, ял ҫыннисенчен пухакан сӗтшӗн пахалӑхне кура тӳлессин, район центрӗнчи хӑш-пӗр аптекӑсенче фанфуриксем сутассине чарассин, эрех ӗҫекенсемпе тата ялсенче спирт сутакансемпе тивӗҫлӗ кӗрешӳ пуҫарассин, пушар депоне тытса тӑрассин, ялсенче чупса ҫӳрекен кӑкарман йытӑсене чакарассин ыйтӑвӗсене, ҫавӑн пекех «Ударник» хуҫалӑхӑн малашлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене те ҫӗклерӗҫ, вӗсене татса парассипе мӗнле ӗҫсем туса ирттерме кирли пирки калаҫрӗҫ.
Ҫынсемшӗн ял шӑпи ют мар // В. ШАПОШНИКОВ. Ҫӗнтерӳ ялавӗ, 2015.01.28
Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхри пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне, ҫурт-йӗр фончӗн объекчӗсене тытса тӑрассин тухӑҫлӑхне, инфратытӑма лайӑхлатас, управляющи организацисен ӗҫне тӗрӗслесе тӑрассине вӑйлатас, картишсен территорийӗсене хӑтлӑх кӳрес тӗлӗшпе тимлӗх пысӑк.
Халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерессин тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/news/2016/03/18/Pozdra ... jeva_s_Dn/
- 1