Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑрантарать (тĕпĕ: тӑрантар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хресчен пӗтӗм халӑха тӑрантарать.

Помоги переводом

Кил умӗ - хуҫа сӑнӗ // Марина Илларионова. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10815 ... -khuca-s-n

— Вӑл пире тӑрантарать, эпир ӑна тӑрантаратпӑр.

Помоги переводом

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Мулкача ури тӑрантарать ара, мана хамӑн аллӑмсем тӑрантараҫҫӗ! — терӗ ӑста.

Помоги переводом

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пупа алли тӑрантарать, тесе ахаль каламан пуль ҫав.

Помоги переводом

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Эпӗ, сирӗн ӗлккенлӗхӗр, мана мӗн тӑрантарать тата ӑшӑтать — ҫавна кӑмӑллатӑп, — сӗлкӗшшӗн хуравларӑм эпӗ.

— Я, ваше степенство, склонен ко всему, что кормит и греет, — отвечал я с унынием.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Тинӗс ӑна тӑрантарнӑ, пире тӑрантарнӑ, тӑрантарать, ӳлӗм те нумай-нумай ҫынна тӑрантарӗ.

Оно кормило его, кормило нас, кормит и будет кормить много людей.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Ирхине тӑваттӑра тӑрса килти выльӑх-чӗрлӗхне тӑрантарать те фермӑна тухса чупать.

Встав в четыре утра, она кормила домашнюю живность и бежала на ферму.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Вӑл кушаксене питӗ юратать, унӑн мунчара мӑнтӑр кушаксемпе кушак ҫурисем вуннӑ таран пурӑнаҫҫӗ, вӗсене вӑл кураксемпе, чанасемпе тӑрантарать; кушакӗсене кайӑксем ҫиме вӗрентсен, вӑл ҫынсене хӑй ҫине тата сиввӗнрех пӑхакан тунӑ: унӑн кушакӗсем чӑх-чӗпписене, чӑхсене пӑваҫҫӗ, хӗрарӑмсем Степанӑн кушакӗсене хӑвалаҫҫӗ, вӗсене ним хӗрхенмесӗр хӗнеҫҫӗ.

Любит кошек, у него в бане штук десять сытых зверей и зверят, он кормит их воронами, галками и, приучив кошек есть птицу, усилил этим отрицательное отношение к себе: его кошки душат цыплят, кур, а бабы охотятся за зверьём Степана, нещадно избивают их.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Вӑл сана тӑрантарать те, ӗҫтерет те, тумлантарать те, урӑх нимӗн те памасть.

Он тебя и кормит, и поит, и одевает, и все.

Кантур // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 128–147 с.

Вӑкӑр тӑрантарать.

Он кормилец.

Пакистан ялӗнче // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Вӑл вӗсене сӗтпе тӑрантарать иккен.

Он их молоком кормит.

Кӑвакалсӑмса ҫинчен // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

— Ку йытӑ пире иксӗмӗре, — хулпуҫҫи урлӑ пӳрнепе Сергей ҫине тӗллесе кӑтартрӗ, — пире иксӗмӗре тӑрантарать те тумлантарать, теме юрать.

— А этот лес, сударыня, можно сказать, нас двоих, — он показал большим пальцем через плечо на Сергея, — нас двоих кормит, поит и одевает.

III // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.

Кӑвакалсем, казаркӑсем — урӑхла кайӑксем, вӗсене шыв тӑрантарать.

Утки, казарки — другое дело, тех вода кормит.

33 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Ыра ҫын парни ӑна ӑшӑтать те, тӑрантарать те.

Дар доброго человека его покормит и согреет.

Иккӗлентерекен япала тупни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Кам тӑрантарать рабочисене?

Кто рабочих накормит?

Мӗн вӑл НЭП? // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Памасан — кам тӑрантарать Хӗрлӗ Ҫара?

Не отдашь — кто накормит Красную Армию?

Мӗн вӑл НЭП? // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Ҫерҫисене тӑрантарнӑ пекех тӑрантарать вӗсене, ҫавӑнпа та вӗсем кунта хӑйсем валли апат илме килеҫҫӗ.

Прикормил их, как воробьев, вот и являются эссен себе получать.

Эйзенштрассе урамӗнчи передовой // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 305–318 с.

Лашасене вӗсемшӗн тӑрантарать!

Лошадей за них кормит!

II // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Амӑшӗ хӑйӗн ӗҫӗсене тума тытӑнать, Костя тимӗр шапана тӑрантарать те тинӗс сысни валли читлӗх тумалли ҫинчен аса илет, вара читлӗхпе аппаланма пикенет.

Мать займется своими делами, а он покормит черепаху, потом вспомнит, что хотел смастерить клетку для морской свинки, и начнет возиться с клеткой.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Вӗсемпе вӑл кунӗпех аппаланать: вӗсене тӑрантарать, пӑхать, анчах вӗсем унӑн час-часах чирлеҫҫӗ, вилеҫҫӗ.

И он с ними по целым дням возился, кормил их, ухаживал за ними, а они у него часто болели и дохли.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней