Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Ку тӑрантаракан йывӑҫ, вӑл чечек ҫурнӑ чухне вӗлле хурчӗсем пыл пуҫтараҫҫӗ, хуппинчен ҫӑпата хуҫма пулать, курӑс хатӗрлеме май пур, йывӑҫӗнчен хӑйӗнчен кашӑкран пуҫласа пичке таранах майлама пулать, юлашкисӗр йывӑҫ.
Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.
Нина Егоровна Чернова, Ҫирӗклӗре ҫуралса ӳснӗскер, Сергей Егорович Чернов пиччӗшӗ ҫинчен аса илнинчен: «Манӑн Сергей пичче ҫемьере асли пулнӑ, 1919 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл лӑпкӑ, ырӑ, ӗҫчен пулнӑ, пӗлӳ патне туртӑннӑ, ҫутҫанталӑка юратнӑ. Эпир аттесӗр ӳснӗ, вӑл ир, 1929 ҫулта вилнӗ. Анне полиартритпа хытӑ чирленӗ. Ҫавӑнпа Сергей ҫемьене тӑрантаракан вырӑнне юлнӑ.
Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134
Улма-ҫырла — хӑвӑрт тӑрантаракан ҫимӗҫ; е шӑла шантарса ярать, е хырӑма чӗпӗттерсех выҫтарма тытӑнать, вара «дополнительнӑ зарплата» та кирлӗ мар пулса тухать.
8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Пурне те тӑрантаракан ҫӗр-аннемӗрӗн пархатарне нимӗнпе те виҫейместӗн.
Ырми-канми ӗҫлекен - хисепре! // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13455-y ... n-khisepre
Унӑн тӑрантаракан тутлӑ ҫимӗҫӗсем тропикра пурӑнакан халӑхсен тӗп ҫимӗҫӗ пулать.Его вкусные питательные плоды составляют основную пищу жителей тропических стран.
Тропик вӑрманӗсенчи ӳсентӑрансем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
«Арҫын шучӗ ӳсрӗ, пӗтмӗ Суратовсен йышӗнче суха ҫынни, алӑран ямӑпӑр тӗнчене тӑрантаракан ака-сухана», тесе шавлатчӗҫ вӗсем пӗрле пулнӑ самантсенче.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.
Ырӑ турӑ, ырӑ тур амӑшӗ, пӳлӗхҫӗ, пӳлӗхҫӗ амӑшӗ хӑрпан, хӑрпан амӑшӗ хӑт, хӑт амӑшӗ юсав, юсав амӑшӗ ырӑ уйӑх-хӗвел, пире тӑрантаракан илпеклӗ ана-ҫаран, пах-тӑр юман-йывӑҫ — пулӑшӑр мана, ҫуралнӑ кӗтесе, атте-аннем утса ҫӳренӗ, вилсен унпа витӗнсе выртнӑ ҫӗре-шыва тупса парӑр, йӑлӑнатӑп, тархаслатӑп сире, — пӗли-пӗлми кӗлӗсене мӑкӑртатать Янтул.
Тӑван ялта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Эсир пурсӑмӑра та тӑрантаракан ҫӗр-аннемӗре тивӗҫлипе пӑхса тӗрӗс-тӗкел упрассишӗн пӗтӗм вӑйӑра тата чун хавалне шеллемесӗр тӑрӑшатӑр, ырми-канми ӗҫӗрпе экономикӑна аталантарма ҫирӗп никӗс хыватӑр, халӑха лайӑх пахалӑхлӑ тата экологи тӗлӗшӗнчен таса шутланакан продукципе тивӗҫтеретӗр.
Михаил Игнатьев Ял хуҫалӑхӗпе тирпейлекен промышленноҫ ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/10/07/news-3679647
— Тихорецк — Царицын — Поворино — Мускав чугунҫулӗ халӗ пирӗн хамӑра тӑрантаракан юлашки юн тымарӗ.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
«Прошка ӳстӗр кӑна, каллех ҫуртра «тӑрантаракан» пулать, эпӗ заводран тухатӑп вара…»«Вот бы только вырастить Прошку, опять будет «кормилец» в доме, и уйду с завода…»
V // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.
— Ан хуйхӑр, Анисим, — хавхалантарнӑ ӑна тусӗсем, — халь сана пурӑнма хӑрушӑ пулмасть: хӑвна тӑрантаракан ӳсет, хӑвна хӳтӗлекенни…
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Хӑвӑра тӑрантаракан ҫӗр ҫинче утса ҫӳреме епле намӑс мар сире?Как не стыдно вам только ходить по земле, которая вас кормит и поит?
37 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫак сӑмахсене илтсен, старикӑн савӑннипе чӗри сиксе кӑна тӑнӑ та, вӑл часрах ответ пама васканӑ: «Епле пултӑр-ха, батюшка, пире тӑрантаракан ҫыннӑмӑр, епле астӑвам мар-ха эпӗ, ку вӗт сирӗн вилнӗ мучӑр Лев Степанович пурӑннӑ вӑхӑтрах пулнӑ, анчах та ӑна эпӗ ӗнер пулнӑ пекех астӑватӑп».
I // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Хӑй те пур этем прависемсӗр тӑрса юлнӑскер, вӑл кил-йыш хутне кӗрекен те, ӑна тӑрантаракан та пулма пултарайман.Сам лишенный всех человеческих прав, он не мог быть семье ни заступником, ни кормильцем.
3 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Вӑл юн тымарӗ пекех пулса тӑчӗ, ун тӑрӑх пирӗн ҫар техникине тӑрантаракан хура юн юхса тӑчӗ… ҫавӑн чухнехи пек ҫулсем урӑх нихҫан та ан пулччӑр тесен… эпӗ ҫав тӗттӗм каҫхине илнӗ пек ҫыру урӑх никам та тата нихҫан та ан илтӗр тесен, пире Васильев цистернисем те, Гасановӑн шыв айӗнчи башнисем те кирлӗ пулаҫҫӗ…
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Аслӑ акка вара: «Халӗ ӗнтӗ амӑшӗ ҫук, вӗсене тӑрантаракан никам та ҫук, атьӑр эпир вӗсене тӑрантарса ӳстерер», терӗ.Старшая сестра сказала: «Вот у них теперь нет матери, некому их кормить; давайте выкормим их!»
Мӑнакка алла вӗрентнӗ Живчик ятлӑ ҫерҫи ҫинчен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ҫерҫи чӗпписем чӗриклетеҫҫӗ, ҫухӑраҫҫӗ, пуҫӗсене кӑларса ҫӑварӗсене каркалаҫҫӗ, анчах вӗсене пырса тӑрантаракан никам та ҫук.Маленькие пищали, высовывали свои головки и открывали клювики, но их некому было кормить.
Мӑнакка алла вӗрентнӗ Живчик ятлӑ ҫерҫи ҫинчен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Сарайӗнче ачасене тӑрантаракан Красавка ӗне пурӑнма тытӑнчӗ.
Ҫӗнӗ ҫурт // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Хресченӗн икӗ тӗрек пур: пӗри — ӑна тӑрантаракан уй-хир, тепри — ӑна пытарса усракан вӑрман.У крестьянина есть две точки опоры: нива, которая его кормит, и лес, который его скрывает.
II. Ҫынсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Эпӗ ҫав, тахҫанах пурӑннӑ авалхи чӗрчунсен туйӑмне аса илетӗп, вӗсем сӗлекесем, рак евӗрлӗ чӗрчунсем, пулӑсем хыҫҫӑн чӗпписене сӗтпе тӑрантаракан чӗрчунсенчен маларах пурӑнса ирттернӗ.
XXXIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
- 1
- 2