Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫуралнӑранпах ҫынсене шанманлӑхпа уйрӑлса тӑраканскер, ӑсӑн ҫурма ӗмӗтлевлӗ, ҫурма ӗҫлӗхлӗ тӑрӑм-ӗренкипе, пысӑках мар, анчах лайӑх исленсе ҫирӗпленнӗ пурнӑҫ опычӗпе, ӑраскалӑм ҫул-йӗрне ҫав тери пӗлес килеслӗхпе эпӗ чей хатӗрлекен пуян фирмӑра ӗҫлеме пуҫларӑм; чей курланкисене типӗтме ҫакас ӗҫрен пуҫларӑм.
I. Биографи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Ун умӗнче тӗпчев-шырав чӗмне пуҫӗпех парӑннӑ ҫын ларать: улталаннӑскер, йӳнесӗр, шанаканскер, ҫине тӑраканскер, пурнӑҫ тӗллевӗ умӗнче хурҫӑ пек ҫирӗн кӑмӑллӑскер, ӑнӑҫусӑрлӑх, сутӑнчӑклӑх тата путсӗрлӗх ҫапа-ҫапа хуҫнӑскер.
XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Чӗрем талтлатса тапнипе стаканри эрех, эпӗ тытса тӑраканскер, чӗтрене-чӗтрене сиккелет.Сердце мое билось так, что вино в стакане, который я держал, вздрагивало толчками.
XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Вӑл ҫакна каланӑ самантрах алӑкран чӑмӑрпа тӳнклеттерчӗҫ, — эпӗ, ун ҫумӗнчех тӑраканскер, уҫрӑм та ҫӳллех мар, ҫуллахи шукӑль тумлӑ ҫамрӑк ҫынна куратӑп.
X // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Пирӗн отряд, бригада командирне пӑхӑнса тӑраканскер, виҫҫӗмӗш полкӑн сулахай флангӗнче пӗр пӗчӗк участка йышӑнса тӑчӗ.Наш отряд подчинен был командиру бригады и занимал небольшой участок на левом фланге третьего полка.
XIV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Вӑл влаҫа хирӗҫ тӑраканскер те мар, мӗншӗн тесен вӑл хӑй те кулаксенчен хӑрать, вӑл чӑн-чӑн шурриех».Он даже и не повстанец, потому что сам боится кулаков, он — настоящий белый».
II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Вуласа пӗтерсен Давенант куҫҫульне тытса чараймарӗ, — ют ҫын, ҫулӗсемпе те, опытпа та унран уйрӑлса тӑраканскер, ун тӗлӗшпе ҫав таран шанчӑклӑ пулни тӗлӗнтерет.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Кашни тапхӑртах, Федька ашшӗ урам тӑрӑх почта хутаҫҫи йӑтса пынине курмассерен, манӑн пӗчӗкҫӗ йӑмӑкӑм, вӑл килессе вӑрахчен сыхласа тӑраканскер, чӳречерен пуҫне кӑларса ҫинче сассипе кӑшкӑрса ыйтатчӗ:
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Салтак калаҫма чарӑнчӗ, куҫ харшисене пӗркелесе илчӗ, ҫамки айӗнчен шур куҫӗсемпе анне ҫине пӑхрӗ, анне куҫӗсемпе сӗтел ҫитти ҫинелле пӑхса тӑраканскер, ку таранччен те пӗр сӑмах каламасӑр ларчӗ.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Манӑн аннем, фельдшерицӑра тӑраканскер, яланах ӗҫре ҫӳренипе эпӗ хам тӗллӗнех пӗччен ӳснӗ.Мать моя, фельдшерица, всегда была занята, и я рос сам по себе.
I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Унӑн арӑмӗ Флавия Футроз, пурнӑҫа сӑнама кӑна кӑмӑллакан упӑшкинчен тӗпрен уйрӑлса тӑраканскер, Футрозра хӑйне хӑй юратаслӑх йӳҫсе ҫӗкленессе, чапшӑн ҫунав ҫатӑртатма пуҫласса е ниме тӑманлӑха хӑй ирӗкӗпе куҫнӑшӑн йӗркеллӗ арҫын намӑсӗ вӑранасса нумай ҫул кӗтсе тертленчӗ те — иккӗмӗш хӗрӗ ҫуралсан тӑваттӑмӗш ҫулхине уйрӑлчӗ, ҫар инженерне Гальле качча тухрӗ.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ут ҫинче капӑррӑн ларнипе яланах уйрӑлса тӑраканскер — эпӗ хула ратуши ҫийӗн йӑлкӑшакан тулли уйӑх ҫутинче ума тӗлӗнмелле ӳкерчӗк кӑларса тӑратрӑм.
II. Юрату // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 397–404 с.
Вӑл ҫаврӑнса пӑхрӗ, ун хыҫҫӑнах — капитан, компас умӗнче тӑраканскер.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Кӗнӗ ҫын, алӑк умӗнче тӑраканскер, тӗнчене хӑйӗнпе хупласа хучӗ; вара пуҫӗнче чан ҫапнӑран Энниок картах тайӑлчӗ, ҫак сӑна унччен тахҫан мӗнле пулнӑ ҫапла уҫӑмлӑн-уҫӑмлӑн курчӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Роз, Гнор хыҫӗнче тӑраканскер, ӑна хул пуҫҫинчен ҫирӗппӗн ярса тытрӗ, унтан кӗсйинчен сӑмса тутри кӑларчӗ те хӑлхана ҫурасла шӑнкарчӗ; вӑл хавасланса кайрӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Вӗсен чӗрисенче пӗр-пӗрин валли вӑйӑн-шайӑн юмартлӑх — пӗр-пӗрне кӑмӑлланин юлташӗ — тымарланайман; Энниок Гнора витӗрех курать, Гнор чӑн-чӑн Энниока курмасть-ха; ҫак ҫыннӑн чӗрӗ капашӗ-ӗренки, ытла та улшӑнса тӑраканскер, ҫавӑнпа арпаштараканскер, тӗссене пӑтраштарать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Витӗрех шӑнса кӳтнӗскер, куҫӗсене йӗри-тавра кӑвак тӗспе витнӗскер, вӑйӗ ҫуккипе тайкаланса тӑраканскер — пӑравус кӑвак ҫутпа тата-тата шӑхӑрнӑран Гелли картах сикрӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Вӗсенчен пӗри, шыв курӑкӗн тымарӗсен тӗпӗнчех хускалмасӑр тӑраканскер, Фуле кӑсӑклантарсах ячӗ: ҫак пулӑ ҫурӑмӗ пӑхӑр пек йӑлтӑртатать, ыттисенни пек мар — авӑнчӑк; Фуль тинкеререх пӑхрӗ…
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 181–185 с.
Щит, виҫӗ матрос тытса тӑраканскер, силленчӗ те чарӑнчӗ; Пэд урисенче — лапписенчен ҫыхнӑ хуп-хура тӑхлан юпа татки.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Унччен карап «Регина» ятпа акционерсен уйрӑм компанийӗн пулнӑ; Пэд, сӑмахсенче те тилӗрсе кайма хӑнӑхнӑскер, асӗнче хӑрушӑ мӗн пур ята асӑнса тухрӗ, анчах та, хӗрӳллӗ шухӑш хастарлӑхӗпе палӑрса тӑраканскер, пӗрре ят хучӗ те — «Тар ҫинчи фитильрен» чаплӑраххи пирки тӗлленмест те.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.