Поиск
Шырав ĕçĕ:
47. Ҫавӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗри ҫакна илтсен каланӑ: Илияна чӗнет Вӑл, тенӗ; 48. вӗсенчен пӗри ҫав самантрах чупса кайса губка илсе килнӗ те ӑна сӗрхе сӑхтарса, патак вӗҫне тирсе Иисуса ӗҫме панӑ; 49. ыттисем каланӑ: ан чӑрман; курар-ха: Илия Ӑна ҫӑлма килет-и, тенӗ.
Мф 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Чӑн калатӑп сире: ҫакӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗри Этем Ывӑлӗ Патша пек килнине курмасӑр вилмӗ, тенӗ.
Мф 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Валтасар хушнипе вара Даниила хӗрхӗлтӗм тумтир тӑхӑнтартнӑ, мӑйне ылтӑн вӑчӑра ҫакса янӑ, патшалӑха тытса тӑракансенчен вӑл виҫҫӗмӗш ҫын пулнине пӗлтернӗ.
Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Эй Ҫӳлхуҫа, епле-ха манӑн Сана курайманнисене курайми пулас мар? епле-ха Сана хирӗҫ тӑракансенчен йӗрӗнес мар?21. Мне ли не возненавидеть ненавидящих Тебя, Господи, и не возгнушаться восстающими на Тебя?
Пс 138 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ мана хама хирӗҫ тӑракансенчен ҫӳле ҫӗклерӗн, мана хаяр ҫынран хӑтартӑн.Ты вознес меня над восстающими против меня и от человека жестокого избавил меня.
Пс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хӑвӑн тӗлӗнмелле ырӑлӑхна кӑтартсам; [Хӑвна] шанакансене Хӑвӑн сылтӑм аллуна хирӗҫ тӑракансенчен Ҫӑлакан, 8-9. куҫ шӑрҫине сыхланӑ пек сыхӑ усрасам мана; хама тапӑнакан усал ҫынсенчен, чун-чӗрем тӑшманӗсенчен, хупӑрласа илнӗ тӑшмансенчен, Хӑвӑн ҫунату хӳттине илсемччӗ мана: 10. вӗсенӗн чӗри ҫу ӑшне путнӑ, чӗлхи-ҫӑварӗпе мӑнаҫлӑн калаҫаҫҫӗ.
Пс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Хӑй патшалӑхӗнчен Иудейӑна тухса каякан иудейсен ирӗклӗхӗ ҫинчен ҫырнӑ: йӗрке тытса тӑракансенчен никам та — ҫӗр пуҫлӑхӗ те, пысӑк ирӗклӗ пуҫлӑх та, пӑхса тӑраканӗ те — вӗсен алӑкӗ патне пымалла мар, 50. вӗсем тытса тӑракан пӗтӗм ҫӗршыва хырҫӑран хӑтармалла, иудейсен ялӗсене йышӑннӑ идумейсен унтан тухса каймалла; 51. ҫавӑн пекех Турӑ Ҫуртне тума, ӑна туса пӗтеричченех, ҫулсерен ҫирӗм талант парса тӑмалла; 52. парне вырӑнӗ ҫинче кунсерен пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳмешкӗн малтан уйӑрнӑ вунҫичӗ талант ҫумне ҫулсерен вуншар талант хушса памалла; 53. Вавилонран каякансен пурин те — вӗсен хӑйсен те, вӗсен ачисен те — вӗсемпе пӗрле каякан священниксен те хула тума ирӗклӗх пулмалла.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. «Ҫапла хушатӑп: манӑн патшалӑхӑмра пурӑнакан Израиль халӑхӗн ҫыннисем, священниксемпе левитсем кам та кам Иерусалима кайма шухӑшлать, ҫавсем санпа пӗрле кайччӑр. 14. Сана патшапа унӑн ҫичӗ канашҫи Иудӑпа Иерусалима яраҫҫӗ: санӑн хӑвӑн Туррун саккунӗ пур, унти лару-тӑрӑва ҫак саккун тӑрӑх пӑхса тух. 15. Унсӑр пуҫне санӑн унта ылтӑнпа кӗмӗл — патшапа унӑн канашҫисем Иерусалимра пурӑнакан Израиль Турри валли панӑ ылтӑн-кӗмӗле — илсе ҫитермелле; 16. тата эсӗ пӗтӗм Вавилон ҫӗрӗ тӑрӑх кайса ылтӑн-кӗмӗл пуҫтарӑн та ӑна та, тата халӑхпа священниксем Иерусалимри хӑйсен Туррин Ҫурчӗ валли ырӑ кӑмӑлтан панӑ парнисене те хӑвӑнпа пӗрле илсе кайӑн; 17. ҫав укҫапа хӑвӑртрах вӑкӑрсем, сурӑхсем, путексем тата унсӑр пуҫне тырӑ-пулӑ парнисем туян, вӗсем ҫине сирпӗтме иҫӗм эрехӗ туян, ҫакна пӗтӗмпе хӑвӑр Туррӑрӑн Иерусалимри Ҫурчӗн парне вырӑнӗ ҫинче парне кӳр. 18. Ытти мӗн юлнӑ ылтӑн-кӗмӗлпе ху тата хӑвӑн тӑванусем мӗн тума шухӑшлатӑр, хӑвӑр Туррӑр ирӗкӗпе ҫавна тӑвӑр. 19. Сана хӑвӑн Туррун Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑма панӑ савӑтсене Иерусалим Турри умне ларт. 20. Хӑвӑн Туррун Ҫурчӗ валли тата мӗн кирлине сана патша мулӗн управӑшӗнчен илсе парӗҫ. 21. Эпӗ, Артаксеркс патша, юханшыв леш енчи мул управҫисене ҫапла хушатӑп: Ездра священник, Ҫӳлти Турӑ саккунне вӗрентекен, сирӗнтен мӗн ыйтать, ҫавна пӗр тӑхтаса тӑмасӑр парӑр: 22. ҫӗр талант таран кӗмӗл, ҫӗр кор таран тулӑ, ҫӗр бат таран иҫӗм эрехӗ, ҫӗр бат таран ҫу парӑр, тӑварне вара виҫме те кирлӗ мар. 23. Ҫӳлти Турӑ мӗн хушнӑ, ҫӳлти Турӑ Ҫурчӗшӗн ҫавна тимлӗн, тӑрӑшса тумалла; [асӑрханӑр, ҫӳлти Турӑ Ҫурчӗ ҫине кам та пулин алӑ ан тӑстӑр,] ҫавна пула патшалӑх ҫине, патшапа унӑн ывӑлӗсем ҫине Унӑн ҫилли ан ӳктӗр. 24. Эпир сире пӗлтерсе хуратпӑр: священниксенчен е левитсенчен, юрӑҫсенчен, хапха хуралҫисенчен, левитсене пулӑшакансенчен, ҫак Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракансенчен нихӑшӗнчен те хырҫӑ та, куланай та, нимӗнле тӳлев те илмелле мар. 25. Эсӗ вара, Ездра, Турру ӑслӑлӑхне чӗрӳне хывнӑскер, пуҫлӑхсемпе тӳресем лартса тух; вӗсем юханшыв леш енчи пӗтӗм халӑха — санӑн Туррун саккунӗсене пӗлекенскерсене — тӳррипе сут туччӑр, пӗлменнисене вара вӗрентӗр. 26. Кам та кам санӑн Туррун саккунне, патша саккунне пурӑнӑҫламасть, ҫавна ҫийӗнчех сут туса е вӗлермелле, е хӑваласа ямалла, е укҫа тӳлеттермелле, е тӗрмене хупмалла».
1 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ мана хама хирӗҫ тӑракансенчен ҫӳле ҫӗклерӗн, мана хаяр ҫынран хӑтартӑн.Над восстающими против меня Ты возвысил меня; от человека жестокого Ты избавил меня.
2 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.