Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кивӗ «Искра» хаҫатра пӗрле ӗҫленӗ юлташсем — ҫав тери ӑслӑ Плеханов, талантлӑ Мартов, ӗҫчен те пултаруллӑ Аксельрод, ырӑ та ӑшӑ чунлӑ Вера Засулич — халӗ пурте ӗнтӗ вӗсем ҫураҫайми тӑшмансем пулса тӑнӑ.
17 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Ҫавӑнпа Рим пулса тӑнӑ та латынсен ҫав посачӗ.
16 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Тӑшмансен тӗрӗсмарлӑхӗсене, вӗсен ирсӗр ӗҫӗсене курса тӑнӑ май, эпир пайтах хамӑр ӑшри курайманлӑха, хамӑрӑн инстинктла, анчах пӗтӗмпех этемле тарӑхӑва, террорла ӗҫсем тӑвас, пӗр тӑхтамасӑр тытӑҫса ӳкес килнине пусарса пытӑмӑр; эппин, ҫакна эпир хамӑр ӗҫленӗ, вӑй пухнӑ, ӑнлантарса ӳкӗте кӗртнӗ, ӗненнӗ вӑхӑтра кӗтме пӗлни питех те кирлине пӗлсе туман-и вара?
16 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
— Эсир иксӗмӗр пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшӗпе талпӑнса тӑрӑшнӑ, хамӑр пӗрре ҫеҫ мар ҫырнӑ, ӗмӗтленсе тӑнӑ япаларан — пролетарилле революцирен хӑратӑр.
16 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Ӑна каллех броневик ҫинче тӑнӑ пек, ун умӗнче каллех миллионшар куҫ пулнӑ пек туйӑнчӗ; анчах ҫав куҫсем ӗнтӗ савӑнса-хӗпӗртесе, шанса-ӗмӗтленсе пӑхнинчен ытла унран: «Мӗн калатӑн эсӗ пире? мӗн тума пултаратӑн пирӗншӗн? ҫӑлайӑн-и пире чухӑнлӑхпа суккӑрлӑх тамӑкӗнчен? ӑҫталла каймалла пирӗн? кала, пӗлетӗн пулсан», — тесе ҫирӗппӗн ыйтаҫҫӗ пек.
15 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Кӗске вӑхӑт хушши туртӑнкаласа тӑнӑ хыҫҫӑн, рабочисем хӑйсем большевиксен лозунгӗсене парӑннине ҫӗнӗрен ҫирӗплетсе параҫҫӗ; Кабель, Путилов, Франко-Русски, Тар завочӗсенчи, Манет керменӗнчи, Путилов верфӗнчи, «Ҫӗнӗ Лесснерти» рабочисен пухӑвӗсем, «Модерн» циркӗнчи тарҫӑ-тӗрҫӗсен пухӑвӗ тата ыттисем те, — вӗсен вӗҫӗ-хӗрри те ҫук, — большевикла е большевиксенни майлӑ резолюцисем йышӑнаҫҫӗ; Балти флочӗн морякӗсем, ав, большевиксене ирӗке кӑларма хистеҫҫӗ, — буржуалла хаҫатсем вара кун пирки шарламаҫҫӗ те!
14 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Кӑшт чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн: — Мартов мӗнле ҫыру ҫырнӑ вара? — ыйтрӗ Ленин.
13 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Манӑн вара, ҫылӑхлӑ чунӑн, Питӗре, событисен авӑрне, массӑсем вӗресе тӑнӑ ҫӗре лекес килет…А мне, грешному, хочется в Питер, в гущу событий, в кипение масс…
12 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Виҫӗмкун Кронштадра порт коменданчӗ Тыртов контрразведкӑран эсир «Заря свободы» линкор ҫинче пытанса пурӑнатӑр текен шифровкӑна илнӗ те карап ҫине кайса ухтарма тӑнӑ.
10 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Надежда Кондратьевна Фаддей Кузьмич сӳпӗлтетсе пынине хӑлхана та чикмерӗ темелле, ҫаплах хӑйӗнне шухӑшларӗ, шухӑшӗпе, унчченхи пекех, ҫурӑмне кӳлӗ еннелле туса, аллисене сарса ярса, пӗве хӗрринче тӑнӑ пек курчӗ.
9 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
1905 ҫулхи январӗн 9-мӗшӗччен вӑл чунӗ-юнӗпе монархист пулнӑ, анчах Петроградра рабочисене персе вӗлернӗ хыҫҫӑн патшана ҫав тери хытӑ тарӑхнӑ та монархистран ҫавнашкалах хастар республиканец пулса тӑнӑ.
9 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Зиновьев редакцие ярса памалли ҫырӑва вуласа тӑнӑ вӑхӑтра Ленин Зоф патне пычӗ.Пока Зиновьев читал письмо в редакцию, Ленин подошел к Зофу.
7 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Ҫак «ӗҫе» йӑлтах иртнӗ май уйӑхӗнче вырӑс контрразведкипе унӑн руководителӗ Деникин генерал шухӑшласа кӑларса муталанӑ, ку ытла та тӑмсайла элек пулнипе ҫеҫ ӑна халӑх ҫине кӑлармасӑр тӑнӑ.
5 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Ҫапла, Малиновский Думӑра питӗ ӑста калаҫнӑшӑн, вӑл нумай вуланӑшӑн, пуринпе те интересленнӗшӗн, унӑн сӑмах калас пултарулӑхӗ пысӑкшӑн Ленин савӑннӑ, вӑхӑт ҫитсен ҫак ҫынран рабочисен чӑн-чӑн ҫулпуҫӗ, «вырӑссен Бебелӗ» тухасса шанса тӑнӑ.
5 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Ҫавнашкал социалистсемшӗн «пролетариат» майӗпенех тӗтреллӗ, уҫӑмлӑ мар, тӗрексӗр япалана куҫса пынӑ, скелет пек типӗ, турӑ пек пушӑ формула пулса тӑнӑ.
5 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Большевиксен фракцийӗн IV Государство думинчи лидерӗ Роман Вацлавович Малиновский, 1912 ҫулта суйлавсӑрах партин Центральнӑй Комитечӗн членне кӗртнӗскер, провокатор пулнӑ иккен, полицирен провокаторсене паракан чи пысӑк шалу — уйӑхра пилӗкҫӗр тенкӗ укҫа илсе тӑнӑ.
5 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Емельянов сӑнран ҫуталчӗ, ҫӑмӑллӑн хашлатса ячӗ те, пӗр вӑхӑт сӑмах чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн, айӑплӑн мӑкӑртатса каларӗ:Емельянов просветлел, вздохнул с облегчением и, помолчав, проговорил виновато:
5 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Ленин шухӑша кайни, куҫӗсене хӗстерсе пӑхни, ӑна тимлӗ те ӗҫлӗ сӑн ҫапни Зиновьев куҫӗ умне уҫҫӑн тухса тӑнӑ пек пулчӗ.
3 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
— Ҫапах та кирлӗ мар паян, — терӗ Ленин, кӑштах шухӑша кайса тӑнӑ хыҫҫӑн.Ленин сказал после краткого раздумья: — А все-таки не надо сегодня.
2 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Ку ак ҫакӑн майлӑрах пулчӗ: калӑпӑр, вӑл темиҫе уйӑх пӗр вӗҫӗмех чупнӑ, хытӑ чупнӑ, е хашка-хашка — тӑвалла, е, хӑвӑрт ывтӑнакан урисене аран чаркаласа, анаталла ыткӑнса пынӑ; ун ҫывӑхӗнчен ҫуртсем, урамсем, хуласем, ҫӗршывсем, халӑх ушкӑнӗсем вӗлтлете-вӗлтлете юлнӑ; хӗрӳллӗн пӑшӑлтатнӑ тата тӗрлӗ сасӑсемпе кӑшкӑрнӑ вӗҫӗ-хӗррисӗр нумай сӑмах, — вырӑсла тата ют чӗлхепе, ӑслӑ тата ахаль, хытӑ тата ҫемҫе, хаклӑ тата тӑшманла сӑмахсем, — чупса пыракан ҫынна ҫил варкӑшӗ ҫапӑннӑ, каялла тӗртнӗ, чӑрмантарнӑ евӗр, татти-сыпписӗр илтӗнсе тӑнӑ.
1 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.