Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ кӗрсе тӑни, пӗлетӗр-и, ӗретсӗр пулӗччӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.
Вӗсем пурри тунсӑхлӑ; вӗсен калаҫӑвӗнче пулассине туйса тӑни янӑрать; вӗсен ҫывӑхлӑхӗ инкек кӳрет.Присутствие их тоскливо; их речи звучат предчувствиями; их близость навлекает несчастья.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Нок хӑйӗн унчченхи тискер, йывӑр пурнӑҫӗ пирки уйлама пикенчӗ: вараланчӑк юрату, тӗрме, мӑнаҫлӑ ӑншӑртпа киленсе ҫынсене хирӗҫ тӑни, ӳчӗпе мар пулин те чунӗпе вӗсенчен яланлӑхах уйрӑлма тӗв туни; хуҫӑлнӑ пурнӑҫсен шанчӑклӑ, ҫепӗҫ ҫулташне ҫеҫ — ӗмӗте — юратни…
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Вахтӑра манӑн хырӑм хӑрушла выҫса кайрӗ, эпӗ кубрике йӑпшӑнса кӗтӗм, сыр татки шыраса тупрӑм, унтан вара — туятӑп: нӳрлӗ ҫанталӑкра чӗтресе тӑни аванах мар.
Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.
Ҫав ырӑ майсем хӑйсем тӗллӗн килмен, вӗсен никӗсӗ — ҫӗршывра тӑнӑҫлӑ лару-тӑру пулса тӑни.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Крапивин шучӗпе, юлашки вӑхӑтра Калюков хурахӗсене такамсем ертсе пыни, вӗслетсе тӑни ытларах та ытларах сисӗнет.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Анчах сисмесӗрех ун ҫинчен шухӑшлама тытӑнать те, хайхи куҫ умне Веняпа Хӗлимун тытӑҫса кайни, вӑл, лашана хӑварса чупса пырса, иккӗшӗн хушшине кӗрсе тӑни, Веня нимӗн тӑвайман енне перӗнсе вилни мар, е унччен нумай ҫул маларах тин ҫеҫ-ха яппун вӑрҫинчен таврӑннӑ Хӗлимун вӑйӑра ӑна ташлама чӗнсе кӑларни, кайран, уйӑх ҫутинче юмахри Йӑван-паттӑр пек таса та хӑватлӑ курӑнаканскер, унпа шӑнкӑр валак умӗнче шӑкӑл татса калаҫса тӑни, е тата чылай ҫулсем иртсен, Веня ӗнтӗ тӗнче вӑрҫи фронтне кайсан, Хӗлимунӑн, хӑйӗн вӑрттӑн ӗҫӗпе яла килнӗскерӗн, кӗтмен ҫӗртен ирӗксӗрех Сӑпани килӗнче ҫӗр каҫма тивни, ҫав ҫӗрле вара Сӑпани, хӑй мӗн хӑтланни пирки пач шухӑшламасӑр, пуҫне ҫухатсах, сасартӑк унпа юнашар пырса выртса ҫылӑха кӗни тухса тӑрать…
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫитменнине, вӗсене такамсем вӗрентсе, ӑс парса тӑни сисӗнет.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Антун курасса Сидор патӗнче пӗрре кӑна темле ют арҫынна курнӑ та, утар хуҫи таврара та, тӗнчере те мӗн-мӗн пулса иртнине тӗплӗ пӗлсе тӑни ӑнсӑртлӑх мар, паллах.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Лешсем пек лагерьте пурӑнмаҫҫӗ, хӑйсем ҫав тери тискер, ҫынна ним мар вӗлереҫҫӗ, шутсӑр асӑрхануллӑ тата, нумай-нумай ялсенче хӑйсен ҫыннисене тытса тӑни сисӗнет.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Йыш пуҫӗнче кам тӑни те, утаманӑн чи ҫывӑх ҫыннисем те, вӗсем хӑш районтан, хӑш ялтан пулни те паллӑ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Шӑпах революци умӗн Петербургра хӗсметре тӑни те куҫа уҫмашкӑн чылай пулӑшрӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тарт чӗмсӗррӗн хускалмасӑр тӑни ӑна аптӑратать.
III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Сулахай аллипе сылтӑммине, ҫӗрӗллине ярса тытнӑскер — хӗр йӗри-таврана тӗлӗнсе тӗсерӗ, тинӗспе ешӗл чӑтлӑхалла вичкӗннӗн тинкерчӗ; анчах тӗм хыҫӗнче никам та хускалмасть, никам пытанса тӑни те курӑнмасть, аякра ҫуталса выртакан сенкер тинӗсре те нимӗнле паллӑ та ҫук, вара Ассоль хӗрелсе кайрӗ, чун-чӗрин сасси ӑрӑмҫӑлла «ҫапла» терӗ.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Хӑрушлӑхпа теветкеллӗх, ҫут ҫанталӑк вӑйӗ, аякри ҫӗр-шыв ҫути, тӗлӗнмелле паллӑ марлӑх, мӗлтлетсе иртекен юрату — курнӑҫупа тата уйрӑлупа чечекленекенскер; тӗл пулусем, тӗрлӗ сӑн, ӗҫсем илӗртӳллӗн вӗресе тӑни; пурнӑҫӑн виҫесӗр тӗрлӗлӗхӗ, ҫав хушӑрах ҫӳл тӳпере — е Кӑнтӑр Хӗресӗ, е Алтӑр Ҫӑлтӑр, тата материксем пурте — ҫивӗч куҫ умӗнче.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Лонгрен чӑтса ирттернӗ йывӑр кӳренӗве асра тытса пурӑнма, вӑл Меришӗн пурнӑҫӗ вӗҫленичченех шутсӑр хытӑ куляннӑ пек кулянма вӗсенчен сахалӑшӗ мехел ҫитерейни пирки каласа тӑмӑпӑр, — ҫавӑнпах-тӑр Лонгрен нимӗн шарламасӑр тӑни вӗсемшӗн ӑнланмалла мар, ирсӗр туйӑнчӗ, вӗсене ҫав тери тӗлӗнтерчӗ.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Меннерс хӑй вилесле асапланни, матрос вара пулӑшма килӗшмесӗр сӑнаса тӑни ҫинчен каласа парсан, — ҫакӑ, паллах, вилекенскер йывӑррӑн сывласа, ахлатса выртнӑ чух тата тискертерех курӑнчӗ, — Каперна ҫыннисем шалтах тӗлӗнчӗҫ.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Вӗренӳ пахалӑхӗ ҫине витӗм кӳрекен тӗп сӑлтавсенчен пӗри вӗренӳ организацийӗсене пысӑк ӑсталӑхлӑ педагогика кадрӗсемпе ҫителӗклӗ шайра тивӗҫтерни тата вӗрентекенсене тивӗҫлӗн хавхалантарса тӑни пулнине эпир лайӑх ӑнланатпӑр.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Сирӗн тарӑн пӗлӗвӗр, ӗҫри пысӑк ӑсталӑхӑр, тивӗҫе чунтан парӑнса тӑни обществӑра малашне те тӑнӑҫлӑхпа йӗркелӗх, ҫирӗплӗх хуҫаланассине, патшалӑх интересӗсене тата унӑн гражданӗсен прависемпе ирӗклӗхӗсене шанчӑклӑн хӳтӗлессине туллин тивӗҫтерме пулӑшасса шанса тӑратӑп.
Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийӗн Хӑрушсӑрлӑх органӗсен ӗҫченӗ кунӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/12/20/news-4000191
— Мӗн чухлӗ тӑни сана мӗн тума кирлӗ?
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.