Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑванӗсен (тĕпĕ: тӑван) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юрать, тӑванӗсен ӗне пурччӗ, ҫавӑнпа икӗ ҫемьене те лайӑх пулчӗ ку.

Помоги переводом

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Анчах тепӗр кунне Эли тӑванӗсен хаҫатра пӗлтерӳ пичетлеме тиврӗ:

Но на другой же день родственникам Эли пришлось поместить газетную публикацию:

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 327–333 с.

Секретарь хӑйне патронран ҫӳлерех хурать; почта марки вӑрлать, хӑйӗн хуҫин пуҫлӑхӗ патне элек ҫырать, унӑн тӑванӗсен умӗнче шанчӑка кӗрет, хӑйне тӑрантараканӑн ӗҫӗ пирки вӑрттӑн ихӗлтетсе кулать.

Секретарь мнит себя выше патрона; крадет почтовые марки, пишет доносы начальству своего хозяина, втирается в доверие к его родственникам и втайне смеется над деятельностью того, кому служит.

Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.

«Грузолес» территорийӗнче (ӗлӗк Максимов тӑванӗсен хӑма ҫуракан завочӗсем пулнӑ ҫӗрте), турпаспа пӗрене куписем сапаланса выртакан вырӑнта, пысӑк митинг пухӑннӑ.

Большой митинг собрался среди бунтов бревен на усеянной щепою территории «Грузолеса» (лесопильных заводов бывших братьев Максимовых).

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Калаҫнӑ чухне вӗсем ал айӗнчи япаласен ячӗсене те, тусӗсемпе ҫывӑх тӑванӗсен ячӗсене те манса каяҫҫӗ.

В разговоре они забывают названия самых обыденных вещей и имена ближайших друзей и родственников.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

1910–1912 ҫулта Хусанти Крестниковсен тӑванӗсен савутӗнче электромонтёр пулса ӗҫленӗ, 1912–1915 ҫулта — Тобольск кӗпӗрнинче вырнаҫнӑ Муромцеври ремесла училищин заведующийӗ.

В 1910–1912 работал электромонтёром на заводе братьев Крестниковых в Казани, в 1912–1915 — заведующий Муромцевским ремесленным училищем Тобольской губернии.

Назаров Андрей Кузьмич // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/wiki/%D0%9D%D0%B0%D0 ... 0%B8%D1%87

Ҫав икӗ ҫапӑҫу хыҫҫӑн тепӗр кунхине гладиаторсем хӑйсен вилнӗ тӑванӗсен ӳчӗсене ҫунтарма тытӑнчӗҫ.

На следующее утро после этого двойного сражения гладиаторы приступили к сожжению трупов своих павших братьев.

XIX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Хан чухӑн тӑванӗсен сӑмахӗсене ӗненет те ҫав сехетрех чухӑна хӑй патне илсе пыма хушать.

Хан поверил братьям и тотчас же приказал привести бедняка.

Витӗр куракан // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 33–39 с.

Кун каҫах вӑл урамсем тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳретчӗ, хӑйӗн чаплӑ йӑхӗпе тата тӑванӗсен хисеплӗхӗпе мухтанатчӗ, киле килсен вара апатланмасӑрах выртса ҫывӑратчӗ.

Целый день он ходил по улицам, хвастал своим знатным родом и заслугами предков, а, придя домой, ложился спать не поужинав.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Тӑванӗсен ҫемйи пит япӑх пурӑннӑ.

Семья очень нуждалась.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Ӗҫе вӑрӑма хӑварма юратман Сергей уроксем нумай пулман кунах Крестовников тӑванӗсен супӑнь заводне, Плетене, тухса утнӑ.

И, не любя откладывать дело в долгий ящик, Сергей в первый же день, когда было не так много уроков, отправился в Плетени, на мыловаренный завод братьев Крестовниковых.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Тӑванӗсен куҫҫулӗ Юхать юханшывла.

И рыдали друзья и родные, не помня себя от горя?

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Кунпала вӗсем ҫӗрсе тахҫанах тӑпра пулнӑ этеме мар, унӑн пурӑнакан тӑванӗсен, ачисен пуянлӑхне хисеплеҫҫӗ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсен ячӗсем, ӗҫӗсем чӗрӗ тӑванӗсен, ҫывӑх тус-йышӗсен чӗрисенче вырнаҫса юлаҫҫӗ пулсан та, пурте пӗр тан мар.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах халӗ канлӗх ҫурчӗсем пушах юлаҫҫӗ, тӗн йӑлипе те вӗсем тӗрлӗ ӗҫсем туса ирттереймеҫҫӗ, ҫапла вара вӗсен тӑванӗсен шӑммисен ҫӗре кӗреймесӗр вӑрҫӑ хирӗнчех йӑваланса выртмалла пулать.

Но теперь усыпальницы останутся пустыми, религиозные церемонии нельзя будет совершить, и кости будут без погребения валяться на поле брани.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вилнӗ тӑванӗсен шӑммисене вӗсен лайӑх пуҫтарса ҫӑваҫҫӗ, тасатаҫҫӗ, шӑлса та якатаҫҫӗ, вара, пысӑк хисеп парса, «удупӑна», урӑхла каласан, «канлӗх ҫуртне» кайса чикеҫҫӗ.

Их тщательно собирают, моют, чистят, даже полируют и потом торжественно водворяют в удупу, то есть в «дом славы».

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑрӑм аллейӑн вӗҫӗнче Паттерсон тӑванӗсен пӳрчӗ ларать.

В конце длинной аллеи находился дом братьев Паттерсон.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— А манӑн шухӑшпа, — хирӗҫлерӗ Элек, — вӑл хӑй тӑванӗсен тӑприсене пуҫҫапма килнӗ.

— А я думаю, — возразила Элен, — что он пришёл сюда издалека, чтобы поклониться родным могилам.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Апла пулсан, хӗрӗ мар-тӑр, тӑванӗсен хӗрӗ пулӗ, — иккӗленчӗ Семен.

— Ну, тогда, может, и не дочь — племянница, — нерешительно проговорил Семен.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ҫак самантра Григорий хӑйӗн тата ҫывӑх тӑванӗсен пурнӑҫне ҫӑлса хӑварассишӗн тем тӗрлӗ асаппа мӑшкӑла та тӳсме хатӗррине пӗтӗм чунӗ-хавалӗпе туйса пӗлчӗ.

И в этот миг знал непреложно, что духом готов на любое испытание и унижение, лишь бы сберечь свою и родимых жизнь.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней