Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тытӑнать (тĕпĕ: тытӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кайран, уксахласа утнӑ пулин те, ӗҫе тытӑнать.

Помоги переводом

Прокопий Шоклев - паттӑр салтак // Л. АНДРЕЕВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/30/pr ... ttr-saltak

Лесник кӑкӑрӗнче тем тапса сикме тытӑнать:

Помоги переводом

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Стопкин пӳлӗмӗнче тем вӑрттӑн япала пуррине сиссе, ҫӗрле — шӑматкун — машинипе базӑна вӗҫтерсе ҫитет, заместителӗн пӳлӗмне лумпа хирсе уҫать, айӑн-ҫийӗн ухтарма тытӑнать.

Помоги переводом

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

База директорӗ Жульжин, Стопкин вӑрттӑн тем хӑтланнине сиссе, заместителӗпе ыттисем куҫкӗрет пӗр ҫӑвартан сурма пуҫланине кура, хайхисене сыхлама, йӗрлеме, тӗпчеме тытӑнать.

Помоги переводом

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вуле ярсан, вӑл, хӗрарӑм, качака хӑраххи, тӳрех чӑлтти-чалтти сиккелеме тытӑнать.

Помоги переводом

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хӑрӑлтатмах тытӑнать Левен, анчах кӑштахран тимӗр евӗр ҫирӗп алӑсем сасартӑк, пач кӗтмен чух, ирӗке яраҫҫӗ ӑна.

Помоги переводом

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Юртан тасалнӑ саплӑксенче чи малтан, хура кӗрӗк ҫине шурӑ тӳмесем ҫӗлесе лартнӑ пек, ҫеҫпӗлсем курӑнаҫҫӗ, кайран, юр тасалса ҫитсен, тӗрлӗ чечек-курӑк хӑлхаран тӳпенелле тытса туртнӑн ӑмӑртса ҫӗкленме тытӑнать.

Помоги переводом

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кайран, уйӑха яхӑн ҫатӑр сивӗ тӑнӑ хыҫҫӑн, Хӗл Мучине такам сасартӑк ура хурать те такӑнтарать; ҫанталӑк хӑвӑрт ҫемҫелет; юр куҫ умӗнчех хуралма, путма тытӑнать; тепрер уйӑхран, ҫумӑр шывӗ пӗвене татса янӑ евӗр, вӑрмана ҫурхи хаваслӑх капланса пырса кӗрет; сасси уҫӑлнӑ кӑсӑясем, туратсем ҫине ҫака-ҫака янӑ йӗс шӑнкӑравсем евӗр, тинь-тинь тӑваҫҫӗ чарӑнма пӗлмесӗр; вӗсем, ӗшенкелеме пуҫланӑ ҫӗре ҫу сӗрнӗн йӑлтӑртатакан шӑнкӑрчсем, картунти пушӑ вӗллесене йышӑнма ӗлкӗрнӗскерсем, шӑхӑракан, ихӗрекен, чӗвӗлтетекен ансамбль йӗркелеҫҫӗ…

Помоги переводом

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вара чи малтан хӑй ӗҫет, ҫемҫе ҫӑкӑра ҫӑвар туллин ҫыртса илет, майӗпен чӑмлама тытӑнать, каллех эрех тултарать Стакан черетпе шофер патне те ҫитет…

Помоги переводом

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пичӗ-куҫӗ кӑвар пек тӗлкӗшме тытӑнать Левенӗн министр каланӑ сӑмахсене илтсен.

Помоги переводом

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑт, машин тесен… кай… кайма пу… ик… — иклетме тытӑнать вӑрман хуҫи, — ик… кайма ик… пулать ик…

Помоги переводом

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Григорьев эп, — кӗпе тӳмисене тӳмелеме тытӑнать Терен.

Помоги переводом

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Миҫе ҫӗр шӑпӑрпа милӗк хатӗрлемелли пирки ӑнлантарма тытӑнать кӑна — Левенӗн хуняма карчӑкӗпе хунь старикӗ, вӗсем хыҫҫӑн Тамарӑн Саратоври Улька йӑмӑкӗпе Карагандӑри Петӗр пиччӗшӗ курӑнса каяҫҫӗ алӑкра.

Помоги переводом

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Фунт, шиллинг, — патшалӑхӑн тӗп банкӗнче ӗҫлекен ҫын майлах шӗкӗлчеме тытӑнать мотоцикл хуҫи, — динар, франк, лев, марка, гульден, драхма, крона, рупи, иен, тугрик…

Помоги переводом

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Асфальтран пӑрӑнса картунӑн хӑйӑрлӑ ҫулӗ ҫине тухсан, мотоцикл вӗҫкӗннӗн ҫатӑртатма пӑрахать, тарӑхса, пыр тӗпне хырса улама тытӑнать.

Помоги переводом

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Каплах кам чӑрсӑрланнине ӑнкараймасӑр, самай хӗрсе ҫитнӗскерсем, унччен чи ҫывӑх тӑвансем пек ыталашса ларнӑскерсем, кӗрлесе ҫуннӑ ҫӗре шыв сапма пӑхаҫҫӗ: шыва пула паклатать те бензин тата ҫӗнӗ хӑватпа ҫунатланма тытӑнать.

Помоги переводом

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кулнӑ чух хӗсӗк куҫ хутламӗсенчен ытла та ӑшӑ йӑлтӑртату-пайӑрка тапса тухма тытӑнать те чуна ҫемҫетсе ярать.

Помоги переводом

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кӑвайт хурать вӑл, хӑтлӑрах ҫурт-йӗр тума тытӑнать тата ытти те.

Помоги переводом

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Арҫын вара тӳрех, «е калла», «е апла» тесе, аркатса ҫӗнӗрен тума тытӑнать.

Помоги переводом

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кустӑрма такӑртатӑвӗ-кӗвви Тамарӑна килти пластинка ҫемми майлах илтӗнме тытӑнать тепӗртакран.

Помоги переводом

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней