Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫап-ҫутӑ ҫав, мӗншӗн тесен стенасене те, маччана та шурӑ шуҫпа витнӗ, ҫыру сӗтелӗ ҫине ҫиелтен шурӑ шуҫ хунӑ; Прохор Палычӑн кресли тӗлӗнче стена тӑршшӗпех сентре тунӑ, ӑна латуньпе витнӗ те, ун ҫине артель халь туса кӑларакан тата ӳлӗмрен тума тытӑнмалли япаласене кӑларса тӑратнӑ, япалисем виҫерен икӗ хут пысӑкрах пулнӑ: кружка, витре, ҫӑпала, пит ҫумалли таз, кӗпе-йӗм ҫумалли таз, пачах та расна конструкциллӗ икӗ кашӑк, тырӑ тытмалли лутук, краҫҫын тытмалли савӑт тата…
2 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Кил таврашӗнче пурӑнакан сӗмсӗр чакак евӗрлӗ кайӑк ӑшӑ еннелле вӗҫсе каяйман-ха, авӑнакан шӑлан турачӗ ҫинче ларать, ҫунатри тӗкӗсене сӑмсипе тасатса, тытмалли ҫук-и тесе хура куҫӗсемпе ҫивӗччӗн пӑхкалать.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ уҫҫӑнах курса тӑраттӑм: хуҫасем хӑйсене хӑйсем хулара чи лайӑх ҫынсем вырӑнне шутлаҫҫӗ, вӗсем ҫыннӑн хӑйне мӗнле тытмалли чи тӗрӗс правилисене пӗлсе тӑраҫҫӗ, ҫав эпӗ уҫҫӑн пӗлмен правилӑсем ҫине тайӑнса, вӗсем пур ҫынсене те ним хӗрхенмесӗр пит хыта тиркеҫҫӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пӗрре ҫапла, эпӗ ҫавӑн пек хӑтланнӑ вӑхӑтра, пӗр темле сунарҫӑ мана кайӑк тытмалли пулькӑпа персе лектерчӗ, ӳт-пӗвӗн сылтӑм енне ҫирӗм ҫичӗ пулькӑ кӗртсе лартрӗ; вунпӗрӗшне кукамай йӗппе чакаласа кӑларчӗ, ыттисем вара ман ӳт ӑшӗнче нумай ҫул хушши ларчӗҫ, ерипен ҫеҫ туха-туха пычӗҫ.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Урайӗнче, сӗтелпе кровать хушшинче, шыв тытмалли кӑкшӑм ларать.
26 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Эпӗ Карл Иваныча кӳреннӗрен ҫакнашкал шухӑшласа выртнӑ вӑхӑтра вӑл хӑйӗн кровачӗ патне пычӗ, вӗтӗ шӑрҫаллӑ кӳшелккене вырнаҫтарса ҫакнӑ сехечӗ ҫине пӑхса илчӗ, шӑна тытмалли патакне пӑтаран ҫакрӗ те палӑрсах тӑракан чи ырӑ кӑмӑлпа пирӗн еннелле ҫаврӑнчӗ.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫак сӑмахсем тӗлне ҫитсен, эпӗ такӑнтӑм та вулама чарӑнтӑм: малалла анне ман тепӗр хут экзамен тытмалли ҫинчен, кӗнекесем нумай вулама кирли ҫинчен те ҫырнӑ.
«Анчах та ҫав вӑхӑтрах…» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Пӗррехинче эпир треска тытмалли ҫур ҫухрӑм тӑршшӗне яхӑн тетел туртса кӑлартӑмӑр, тепринче путнӑ сӗреке тупрӑмӑр, ун ӑшӗнче пилӗкҫӗр центнертан кая мар иваси пулӑ пӑчӑхса вилсе пӗтнӗччӗ.
«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.
Вӗсем тӑшман патне йӑпшӑна-йӑпшӑна пыраҫҫӗ тата ӑна тытмалли вырӑна улталаса кӗртеҫҫӗ, хире-хирӗҫ ҫапӑҫса ҫӗнтереҫҫӗ.Они подкрадывались к врагу, заманивали его в ловушку, опрокидывали в прямом бою.
Пограничниксемпе тӗл пулни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Кунта нимрен те ҫавӑрса тытмалли ҫук пек туйӑнать, пӗтӗмпех темле тӗксем чунсӑр, пӗр пек курӑнать — куҫӗсем те, сӑн-пичӗ те, сасси те.
8 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
«Эй, эсӗ, Акулька, сӗт тытмалли чӳлмексене кӑтарт-ха».
II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Аслашшӗ, ытти кунсенче яланах ирхине чей ӗҫичченех пулӑ тытмалли хатӗрсене лартса тухакан тата каҫхине лартнисене тӗрӗслекенскер, паян таҫта кайса ҫухалчӗ.
VII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ниҫта кайса кӗрейми тарӑхаҫҫӗ пшиксем: хӑйсем тытмалли ҫын ҫук та ҫук.
Вӑрттӑн тӗлпулусем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Унтан хамӑра хамӑр мӗнле тытмалли кодекс ҫырса хатӗрлерӗмӗр, пӗрремӗш параграфӗ ун йӑлана кӗнӗ кӗске те витӗмлӗ хушуран тӑратчӗ:Потом был выработан кодекс поведения, первый параграф которого традиционно гласил:
5 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Аттепе пулӑҫӑ кӗсмен тытмалли ҫӗре ларчӗҫ, Устин Анисимович руль тытрӗ…Отец и рыбак сели на банки, за весла, Устин Анисимович — у руля.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Чи асра тытмалли — кунта нимӗҫсене тутарсем пулӑшаҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Аллисене бамбук кӗсменсем тытнӑ улӑм шлепкеллӗ ача-пӑчасем ҫутӑ сарӑ тӗслӗ аучук кимӗпе пулӑҫӑсен кефали тытмалли сӗрекесене типӗтекен канатсем патне илсе кӗрсе кайрӗҫ те, киммине канатран кӑкарса хурса, хӗвел пайӑркисем ӳкнӗ симӗс хумсем ҫинче ярӑнкаласа тӑраҫҫӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Тӗрлӗ калибрлисем пур унта; батальоннӑй тупӑсенчен пуҫласа Атӑлӑн леш енчи позицисенчен пеме тӗллесе лартнӑ осада тытмалли орудисем таранах, кӗпҫисен ӑшне, кашниннех, улӑп пек Бахтиаров кӗрсе вырнаҫмалӑх та пулать пулӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Сӑнавра тытмалли — тӑватӑ стена, кӗтессем тата разведчиксен хыҫӗнче мӗн пур, ҫавсем йӑлтах.В сфере наблюдения — четыре стены, угловые стыки и все, что за спинами разведчиков.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Сывлӑмпа йӗпеннӗ хулӑн та чӑпар эрешмен картисем лилипутсен пулӑ тытмалли сереписем евӗр каркаланса тӑраҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.