Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тухсан (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пушар тухсан хӑвна мӗнле тытмаллине ҫирӗплетнӗ.

Помоги переводом

Ача сачӗн воспитанникӗсем пушар чаҫӗнче хӑнара пулнӑ // Марина Иванова . https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... ln-3771403

Пурнӑҫӑн аслӑ ҫулӗ ҫине тухсан та хушма профессисене вӗренни вӗсене пулӑшса пыни, паллах.

Помоги переводом

Хушма специальность пулать // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... %82%d1%8c/

«Шӑн тӑпрана катаймастӑмӑр эпир, ҫамрӑкрах пулнӑ. Аслисем катнине ҫӳлелле переттӗмӗр. Тумтир ҫӗтӗкчӗ, питӗ шӑнаттӑмӑр. Апатне те тӑраниччен ҫиеймен. Ҫавах ниме те пӑхса тӑман, ӗҫленӗ. Хамӑрӑн чӑтӑмлӑхран паян кун та тӗлӗнетӗп. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн та канӑҫ мӗнне пӗлме тӳр килмен. Атте фронтран аманса таврӑнсан нумаях пурӑнаймарӗ. Эпир, сакӑр ачи, аннепе кӑна ӳсрӗмӗр. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн пире вӑрман касма ячӗҫ, Хаснар шывӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта 8 ҫул ӗҫлерӗм. Кунӗн-ҫӗрӗн вӑй хунӑ, урасем йӗпенетчӗҫ, вут хурса типӗтсе тӑхӑнаттӑмӑр. Хамах пушӑт касса ҫӑпата тӑваттӑмччӗ. Ун чухне апачӗ те начарччӗ. Инҫех мар икӗ шыв арманӗ пурччӗ. Пӗринче Уй Пилемӗч ҫынни ӗҫлетчӗ. Вӑл пире хӗрхенсе хушӑран апат пӗҫерсе ҫитеретчӗ. Тепӗр арманӗнче - хамӑр ял ҫынниччӗ, тепӗр чух вӑл та вӑрттӑн хӑналанӑ пире. Вӑрман ӗҫӗсем вӗҫленсен пӗр вӑхӑт Хуракассинчи сепаратор пунктӗнче ӗҫленӗ, халӑхран сӗт пуҫтарнӑ. Ун чухне ӗне усракансен патшалӑха икҫӗр литр сӗт е сакӑр килограмм шӑратнӑ ҫу памаллаччӗ. Хӑмла бригадирӗ те пулнӑ эпӗ, ытти ӗҫсене те тӑрӑшсах тунӑ, нихӑҫан та пӑрӑнса ҫӳремен. 1958 ҫулта, Хуракассине качча тухсан, 18 ҫул дояркӑра ӗҫлерӗм. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та 4 ҫул хушши фермӑна утрӑм. Унтан Сӗнтӗрвӑррине выльӑх самӑртнӑ ҫӗре 5 ҫул, кирпӗч заводне 3 ҫул ҫӳрерӗм. Саратов тата Куйбышев облаҫӗсенче ӗҫлесе темиҫе хут та тырӑ илсе килтӗм. 1958 ҫулта ҫуралнӑ хӗре пӗчченех ӳстерме тиврӗ, упӑшка ҫамрӑклах вилчӗ. Хӗрӗм вӑтам шкул хыҫҫӑн повара вӗренсе тухрӗ, Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлерӗ. Хушма пӗлӳ илсен районти паспорт параканра 18 ҫул тӑрӑшрӗ. Ҫемье ҫавӑрса виҫӗ ача ӳстерчӗ. Мӑнуксемпе эпӗ те сахал мар йӑпантӑм. Пӗри Чечняра хӗсметре тӑчӗ. Киле таврӑнсан вилни пуриншӗн те пысӑк хуйхӑ пулчӗ. Кӗҫӗн мӑнук Иваново хулинчи ҫар академине пӗтернӗ хыҫҫӑн Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлеме пуҫларӗ», - вӗҫлерӗ калаҫӑва Зоя Васильевна.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ ачисен ватлӑхӗ канлӗ пултӑр // Р. МИХАЙЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/vr ... kanl-pultr

Унсӑрӑн, хӑрушӑ инкек килсе тухсан, хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерме кирлӗ мера йышӑнман тесе ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнех явап тытма тивмӗ-и-ха?

Помоги переводом

Йытӑсене тытассине йӗркеленӗ // В. ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/8986- ... e-j-rkelen

ГАИрен тухсан, Левен тӳрех универмага кӗрет.

Помоги переводом

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ирӗке тухсан, утӑ купи ҫине ӳкнӗ йӗп пек, пӑч ҫухалнӑ, милици куҫӗнчен вӗҫерӗннӗ хайхисем.

Помоги переводом

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Урама тухсан, чӑн та, ытлашши васкас килместчӗ.

Помоги переводом

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хӑтӑлса ирӗке тухсан, киле килсех ҫупа ҫӑкӑр ҫитерсе тухса кайӗҫ тетнем, э?

Помоги переводом

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тумланса картишне тухсан, ҫулла ҫӗлӗк мӑнӑш кӑна пулнӑ анчӑк, халӗ Хураҫка ятлӑскер, ҫемҫе утӑ-улӑм ҫинче тынашкапа юнашар выртса ҫывӑрма юратаканскер, чи малтан сиксе тӑрать, пӳртрен тухнӑ ҫынна куҫран ӑслӑн пӑхса хӳрине пӑлтӑртаттарать, кил-хуралта ҫӗр каҫипех шанчӑклӑ хураллани пирки евитлет.

Помоги переводом

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Сталпӑть, кунтан тухсан, министр патне кӗмелле ман. Сана-и…

Помоги переводом

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Асфальтран пӑрӑнса картунӑн хӑйӑрлӑ ҫулӗ ҫине тухсан, мотоцикл вӗҫкӗннӗн ҫатӑртатма пӑрахать, тарӑхса, пыр тӗпне хырса улама тытӑнать.

Помоги переводом

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Уйрӑмах, ахаль чӑваш пӗр-пӗр пуҫлӑха тухсан хӑйне чӑн-чӑн патша шайӗнчех тытма пуҫлать.

Помоги переводом

Тилӗ хӳри // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6462.html

«Ачалӑхӑм вӑрҫӑн йывӑр ҫулӗсенче иртрӗ, тӑраниччен ҫисе те кураймарӑмӑр. Ҫӑва тухсан вӗлтӗрен яшки нумай ҫинӗ, ҫавӑнпа нумай пурӑнтӑм пуль, — куҫҫульпе аса илет иртнӗ йывӑр вӑхӑта ветеран — хӑлхам илтет, куҫӑм курать, пурӑнасчӗ-ха».

Помоги переводом

Вӑрӑм ӗмӗрлисене саламларӗҫ // Александр Иванов. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d0%b2%d3%9 ... %97%d2%ab/

Тӗрӗслӗх ҫиеле тухсан утас та чупас, чупас та вӗҫес килет этемӗн.

Помоги переводом

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Эсӗ малтан сывал, кайран, больницӑран тухсан, тен, Аркдавӑч патне килне кайса килме те ҫаврӑнӑҫу ҫитерӗпӗр.

Помоги переводом

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Хушаматӑрсем тухсан, татӑклӑн, илтӗнмелле калӑр «эпӗ» сӑмаха.

Помоги переводом

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Мӗне пула ислетсе илнӗ вара эс ун ачине? — хӗлле пулса иртнине халӗ тин, ҫуракине тухсан, тӗпчесе ларать аслашшӗ.

Помоги переводом

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Вӑрмантан тухсан кӑна утарти пӳрт ҫенӗкӗн алӑкне хупманнине аса илет.

Помоги переводом

Улттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

«Ҫӑва тухсан чӑпта ҫапма каяп та тӳлесе татӑп», — терӗ.

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Вӑрмантан тухсан, хӑва тӗмисем пек, Кипеккасси йӑмрисен тӑррисем ҫеҫ курӑнкалаҫҫӗ-ха.

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней