Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тухаҫҫӗ (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Макӑрнипе куҫӗсем хӗрелнӗ Прухур арӑмӗпе тӑванӗ-пӗтенӗсем сӑра витри йӑтса тухаҫҫӗ, салтак ӑсатма пухӑннӑ халӑха сӑйлаҫҫӗ.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Оркестр вылять, мӑшӑрсем ташша тухаҫҫӗ.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

«Эпир час-часах идейӑсем ҫинчен сӑмах ваклатпӑр, хамӑрӑн хӑтланусем вара час-часах ҫав идейӑсене хирӗҫле пулса тухаҫҫӗ.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Романри ҫутҫанталӑк пулӑмӗсем, ҫулталӑк ҫаврӑнӑшӗн тӗрлӗ вӑхӑтри ӳкерчӗкӗсем Ҫтаппан шухӑш-туйӑмӗпе пӗр кӗвӗллӗ пулса тухаҫҫӗ.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ан манӑр, ку ӗҫе Хусанта декабрӗн пӗрремӗшӗнче пӑхса тухаҫҫӗ.

Помоги переводом

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫарансене шӑпа ярса, ял-ял умне уйӑрса илеҫҫӗ, кашни ҫаранах тӗплӗн пӑхса ҫаврӑнаҫҫӗ, хӑш ҫаранӗ ҫинче утӑ мӗнле ӳснине тиркештерсе тухаҫҫӗ.

Помоги переводом

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унӑн хастарлӑхне пула ӗнтӗ ку хирӗҫтӑруран пирӗн салтаксем пӗр ҫухатусӑр тухаҫҫӗ.

Помоги переводом

Пултаруллӑ та паттӑр ентеш // Николай ВАСИЛЬЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10761-pu ... t-r-entesh

Кашниех хӑйӗн ӗҫӗнче пуҫарупа, пултарулӑхпа палӑраҫҫӗ, хӑйсем те, вӗсен воспитанникӗсем те тӗрлӗ конкурссенче мала тухаҫҫӗ.

Помоги переводом

Хамӑр ентешсемшӗн сассӑрсене ан хӗрхенӗр! // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10813-kh ... kh-rkhen-r

Ҫавӑнпа та кунта пыракан пулӑмсем яланах ӑнӑҫлӑ пулса тухаҫҫӗ.

Помоги переводом

Мӗншӗн яллӑ вырӑнсем-ха? // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10875-m- ... r-nsem-kha

– Районти автоинспекторсем кунсеренех тӗрӗслевсене тухаҫҫӗ.

Помоги переводом

Эрех ӗҫрӗн – руль умне ан лар! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10979-er ... mne-an-lar

Ҫул-йӗр статистикинчен куратпӑр: вӗсен айӑпӗпе темиҫе машина сиенленнипе ҫыхӑннӑ пысӑк аварисем тухаҫҫӗ, ним айӑпсӑр ҫынсен пурнӑҫӗсем сарӑмсӑр татӑлаҫҫӗ.

Помоги переводом

Эрех ӗҫрӗн – руль умне ан лар! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10979-er ... mne-an-lar

Кашни урамри ҫынсем, черетпе, касӑва тухаҫҫӗ те ӗне-сурӑха ҫырма-ҫатра тӑрӑх ҫитерсе ҫӳреҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫул — малалла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Япалисем ӗлӗкхи пек пӗр ҫын аллинче мар, ҫӗр ҫын алли витӗр тухаҫҫӗ.

Помоги переводом

Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑшӗсем пӗр-пӗрне пуҫ урлӑ ывӑтаҫҫӗ, теприсем, кустӑрма пек пӗтӗрӗнме пуҫлаҫҫӗ — пӗрре — пӗри, тепре тепри ҫиеле тухаҫҫӗ, йӑвалансан-йӑвалансан вара иккӗшӗнчен пӗри ҫиеле тухать, хӑй ҫӗнтернине пӗлтерсе, хӑрах аллине ҫӳлелле ҫӗклет.

Помоги переводом

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Уяв хуҫи кампа кам кӗрешессине халӑха пӗлтерсен, лешсем ункӑ варрине тухаҫҫӗ, пӗр-пӗрне ҫатӑрласа тытса, кӗрешме пуҫлаҫҫӗ.

Помоги переводом

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗрешӳре те вӗсемех паттӑра тухаҫҫӗ.

Помоги переводом

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫынсем халь-халь ака ҫуракине тухаҫҫӗ, ҫӗре сухаласа тырӑ акма пуҫлаҫҫӗ.

Помоги переводом

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫакӑн пек вӑхӑтра чӑвашсем те, тутарсем те, ватти-вӗтти-мӗнӗпех, Палас хӗррине тухаҫҫӗ — пӑр тапраннине курса юлма тӑрӑшаҫҫӗ.

Помоги переводом

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ун сӑмахӗсемпе, мобилизаципе призыва лекнисем ҫар хатӗрленӗвӗ витӗр тухаҫҫӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн кӑна палӑртнӑ задачӑсене пурнӑҫлама хутшӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Патриотлӑх, пӗрлӗх кирлӗ... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11360-pa ... rl-kh-kirl

Ҫынсем сирӗн ырӑ кӑмӑла, уҫӑ чуна ӑнланмаҫҫӗ, ҫавӑнпа хутшӑнура йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ.

Душевная теплота, доверчивость могут затруднить понимание людей, из-за чего возможны неудачи во взаимоотношениях.

50-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней