Поиск
Шырав ĕçĕ:
тураттисем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кайӑк витине ҫӗр улми тата помидор ҫеҫкисем, ҫӗмӗрт тураттисем, настурцисемпе бархатцӑсен чечекӗсемпе ҫулҫисене хума пултаратӑр.В курятник можно положить: ботву картофеля или помидора, ветки черемухи, цветы или листья бархатца.
Чӗпӗсем чирлесрен // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01
Ай сарӑмӗсем ҫине ыхра, хӗрен ҫулҫисем, чӑрӑш тураттисем, армути, сухан, петрушка, сельдерей тата ытти шӑршӑллӑ курӑксем пӑрахса памалла.
Чӗпӗсем чирлесрен // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01
17. Эсӗ курнӑ йывӑҫ пысӑк та тӗреклӗ, ҫӳллӗшӗпе тӳпенех ҫитнӗ, ҫӗр хӗрринченех курӑнса ларать, 18. вӑл ҫӑра ҫулҫӑллӑ, нумай ҫимӗҫлӗ, пурне те тӑрантарать, ун айӗнче хирти тискер чӗрчунсем пурӑнаҫҫӗ, тураттисем хушшинче вӗҫен кайӑксем йӑва ҫавӑраҫҫӗ, — 19. патша, ҫакӑ вӑл — эсӗ.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вырӑнӑм ҫинче ҫывӑрнӑ чухне тата ҫакна куртӑм: акӑ тӳперен Сыхӑ тӑраканни, Сӑвапли анчӗ те 11. хыттӑн кӑшкӑрса ҫапла каларӗ: «ку йывӑҫа касӑр, тураттине иртӗр, ҫулҫине сӑтӑрса тӑкӑр, ҫимӗҫне силлесе айккинелле ывӑтӑр; тискер кайӑксем ун айӗнчен тухса тарччӑр, вӗҫен кайӑксем ун тураттисем ҫинчен вӗҫсе кайччӑр; 12. анчах та унӑн тӗп тымарне ҫӗр айӗнчех хӑварӑр, вара вӑл, тимӗрпе те пӑхӑрпа тӑлланнӑскер, хирти курӑк хушшинче тӳпе сывлӑмӗпе шӑварӑнтӑр, ҫӗр ҫинчи курӑк хушшинче тискер кайӑксемпе пӗрле хӗсӗнкеленсе пурӑнтӑр. 13. Унран этем чӗрине туртса илӗҫ те ӑна тискер кайӑк чӗрине парӗҫ, ҫапла ҫичӗ вӑхӑт иртсе кайӗ. 14. Сыхӑ тӑраканнисем ҫапла тума хушнӑ, Сӑваплисем ҫапла йышӑннӑ — пурӑнаканнисем этем патшалӑхне Ҫӳлти Турӑ тытса тӑнине, ӑна кама парас тет, ҫавна панине, ҫынсем хушшинче чи кӗҫӗне юлнине те патшана лартнине пӗлччӗр тесе тунӑ та ҫакна» терӗ.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Йывӑҫӗ пысӑк та тӗреклӗ, ҫӳллӗшӗ тӳпенех ҫитет, вӑл ҫӗр хӗрринченех курӑнса ларать; 9. ҫӑра ҫулҫӑллӑ, нумай ҫимӗҫлӗ, пурне те тӑрантарать; ун айӗнче хирти тискер кайӑксем сулхӑн тупаҫҫӗ, ун тураттисем хушшинче вӗҫен кайӑксем йӑва ҫавӑраҫҫӗ, пӗтӗм чӗрӗ чун ҫакӑ йывӑҫран тӑранса пурӑнать.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑрӑ, шӑтса ӳссе, иҫӗм йывӑҫӗ, сарлака та лутра иҫӗм йывӑҫӗ, пулнӑ, тураттисем вулли ҫумне тайӑлнӑ, айӗнче тымарӗсем пулнӑ, ҫапла иҫӗм йывӑҫӗ ӳссе ҫитӗннӗ, вӑл хунавсем янӑ, туратсем ӳстернӗ.
Иез 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ун тураттисем хӑрса ларӗҫ те — хуҫӗҫ вӗсене; хӗрарӑмсем килӗҫ те вӗсене ҫунтарса ярӗҫ.11. Когда ветви его засохнут, их обломают; женщины придут и сожгут их.
Ис 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.