Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тур сăмах пирĕн базăра пур.
тур (тĕпĕ: тур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ара, мӗн пулаканччӗ-ҫке ӗнтӗ, тур каҫартӑр та, пӗр каҫ пӗрле ҫывӑрса илнӗ хыҫҫӑн кирек мӗнле хӗрарӑм та арҫын аллине кӗрсе ӳкекенччӗ, ӗмӗрлӗхех ун ҫумне ҫыпӑҫаканччӗ…»

Ведь что бы там ни было, а переспит баба, прости меня, господи, с мужиком ночь — и она в его власти, на всю жизнь к нему привязана… а у тебя все иначе…

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тур каҫартӑр та — чипер хӗрарӑм.

Статная женщина, прости меня, господи.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тур каҫартӑр та, сысна ҫури-и?»

Поросенок, что ли, прости меня, господи?

«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Тур пилленӗ мӑшӑрун сывлӑхӗ еплерех?

— А как здоровье богом данной матушки-супруги?

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Паҫа сӑнне сӑмси айӗнче ларакан ҫӳҫ пӗрчиллӗ кӑвак тур палли те, куҫӗсем витӗрех марри те самаях пӑсаҫҫӗ.

Вдобавок под носом у Пази, над верхней губой, большая волосатая родинка; портят ее и маленькие водянистого цвета невыразительные глаза.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Мӗнле ашшӗ эсӗ, тур каҫартӑр та.

— Какой же ты тогда отец, прости господи!

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Тур хӑтартӑр, Савтепи.

— Упаси меня бог, Савдеби.

Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мӗнле тума пӗлнех эсӗ кӑна, тур ҫырлахах!

И как только ты сумел его сварить?

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ах, тур!

Помоги переводом

XXVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

«Кил-ха, лар юнашар, тархасшӑн, Вӑй-хал Тур патӑр-ха пире».

Помоги переводом

XXVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Те пур кашнишӗн тур палли, Те ҫын шӑпи ҫапла: хӗмленӗн…

Помоги переводом

XXI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Ах, тур сыхлатӑр! —

Помоги переводом

XIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Калас пулать, Ухтер вилни Пулман Ишутшӑн пит салхуллӑ, Хӑйне тытман вал пӑлхануллӑ, Шутланӑ: пултӑр тур илни; Ҫапах ютра, ҫын умӗнче Хӑйне хӑй тытнӑ лӑпкӑ, мӗскӗн; Вӑл аслӑрах ҫын ҫумӗнче Пулман типтерсӗр, шухӑ, вӗҫкӗн.

Помоги переводом

XIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Халь тур умне пулас кун-ҫулшӑн, Сирес пуҫри шыв ҫаврине, Хӑй шухӑш-туйӑмне хурасшӑн.

Помоги переводом

XIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ӗҫ тухмасассӑн, тур кӳренӗ.

Помоги переводом

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ухтер майли те пур — ураҫҫӗ, Хапха пек ҫӑварне карса: «Тытса килес те тӑратас Ӑна халь халӑх, тур умне!

Помоги переводом

VIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Халь ун Ҫак тӗнчере пур хӑй шӑпи. Вӑл пурӑнтӑр, Тур патӑр пил».

Помоги переводом

VII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Чӗркуҫленсе лар ун умне, Кӗл ту: «Ӑна тур сывлӑх патӑр».

Помоги переводом

III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ах тур, кичем-ҫке кун пек пурнӑҫ.

Помоги переводом

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халӗ фитнес-центра кайма, тур паллисене кастарма, спа-салона ҫитме ӑнӑҫлӑ вӑхӑт.

Самое время купить абонемент в фитнес-центр, удалить родинки, посетить спа-салон.

31-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней