Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тупрӗҫ (тĕпĕ: туп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пичче кӗсйинче вара гайка пӑрмалли уҫӑ тупрӗҫ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Хам та кайӑттӑм — туберкулез тупрӗҫ тата.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗр тӗттӗмленсен, таҫтан юхса килсе ҫыран хӗрне чарӑннӑ вӑрӑм пӗренене тупрӗҫ.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Малтанхи каҫ ҫумӑр ҫунипе хӗрсемпе каччӑсем ват йӑмрасем айне пуҫтарӑнмарӗҫ, тепӗр каҫхине вара Ҫӗпритун йыттисем Эрхиппе Улькана ҫырмара шыраса тупрӗҫ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ку шухӑша ҫирӗплетсе пама сӑлтавне те тупрӗҫ: ахальтен-и вӑл ҫав ир пит салхуччӗ.

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ваҫилене фермӑра шыраса тупрӗҫ, сума тин тытӑннӑ ӗне айӗнченех ҫавӑтса кайрӗҫ.

Помоги переводом

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Нумайччен лармарӗҫ вӗсем, ҫак вӑйсӑр этеме мӗнле ҫӗнтермеллине шутласа тупрӗҫ пулмалла.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Лавкка сентри умӗнче пӗр-пӗрне тупрӗҫ те вӗсем.

Помоги переводом

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Халь тин вӗсем пурнӑҫ тупсӑмне те тупрӗҫ, тен, апӑршасем.

Помоги переводом

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӗсем шурлӑхӑн кисренсе тӑракан вырӑнӗсене тӗпчесе-сӑнаса пӗлчӗҫ те шурлӑхра вутӑлӑх япала — торф нумай тупрӗҫ.

Исследовали толкую болотную трясину и нашли в болоте много хорошего топлива — торфа.

Шурти вутӑлӑх // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Нумаях пулмасть вӑл шурлӑха сӑнаса пӑхрӗҫ те унта лайӑх торф тупрӗҫ.

Недавно его обследовали и нашли здесь хороший торф.

Пирӗн шкул таврашӗнчи ҫӗрпе мӗнле усӑ кураҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Унтан манӑн пӳрнесем кружкӑпа пусарса хунӑ хут таткине хыпашласа тупрӗҫ.

Помоги переводом

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Якур амӑшӗн вилтӑприне шыраса тупрӗҫ.

Помоги переводом

Эпилог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫак каҫхине, Ҫӗнӗ ҫул умӗн, вӗсем хӑйсен чӑн-чӑн телейне тупрӗҫ.

Помоги переводом

XXXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Нумай та пулмасть вӗсем вӑрманти пӗр ҫырма хӗрринче тилӗ йӑви тупрӗҫ.

Помоги переводом

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Чӑнах та, вӗсем выльӑх апачӗ ытларах туса илмелли вырӑн шыраса тупрӗҫ.

Помоги переводом

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Карта ларакан, «виҫене пухутлах таякан» пӑрусем чылай тупрӗҫ.

Помоги переводом

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫапла, кашниех тӗрлӗ ӗҫ тупрӗҫ.

Помоги переводом

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хусанкая час тупрӗҫ, номерне каларӗҫ.

Помоги переводом

«Ӗмӗр сакки сарлака» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Октябрьти социализмлӑ аслӑ революци ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн пирӗн ҫӗршыври ӗҫ ҫыннисем наука ҫитӗнӗвӗсене хӑвӑрт алла илме, вӗренсе хӑйсен пӗлӗвӗсене ӳстерсе пыма, ҫутта тухас ӗҫе анлӑн сарса яма чаплӑ майсем тупрӗҫ.

Помоги переводом

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней