Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

туппа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юнланнӑ аллипе хӑлаҫланкаласа, вӑл шрапнель снарячӗ «Мурманӑн» сылтӑм бортне аркатнине, иккӗмӗш туппа та стройран кӑларнине каласа пачӗ.

Размахивая окровавленными руками, он доложил, что шрапнельный снаряд разворотил правый борт «Мурмана» и повредил вторую пушку.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Эсӗ, Кавӗрле, ку туппа ман атте туяннӑ тесе сӑмсуна ан каҫӑрт, ӑна пуриншӗн те туяннӑ, выляман чух кам аллинче упранмаллине хӑвӑр суйласа илӗр.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Ачасем туппа курсан кӗр хупӑрласа илчӗҫ пысӑк арҫынсене.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Орудисене икшер кӳлӗмӗн кулчӗҫ: кашни туппа ултӑ лаша туртса пычӗ.

Орудия шли в двойной упряжке: шесть пар лошадей тянули каждое.

XXXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

(Вӗсем туппа ҫырма лачакинче лактарса лартнӑ та, ирхине вӑкӑрсемпе туртса кӑларма шутласа, ҫӗр выртма килнӗ.

Они неподалеку в речке увязили орудие и решили заночевать, чтобы утром выручить его быками.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унта номерсем, пӗтӗм вӑйран талпӑнса, хашка-хашка туппа сӗтӗреҫҫӗ.

Номера, налегая, с хрипом накатывали орудие.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫапӑҫу пуҫланнӑ чух Григорий хӗрлисене сӑнаса тӑнӑ улмуҫҫи патӗнче виҫҫӗмӗш туппа урапинчен вӗҫертсе аппаланатчӗҫ.

Возле той яблоньки, откуда Григорий в начале боя наблюдал за красными, снималось с передков третье орудие.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Венгерецсем казаксене курчӗҫ те, туппа пӑрахса, каялла вӗҫтерчӗҫ.

Венгерцы увидели казаков и, бросив оружие, поскакали.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл туппа ҫавӑрса лартса акулӑна тӗллерӗ те, тупӑ тарне тивертсе яма аллине хӑю ярса тытрӗ.

Он повернул хобот, прилёг к пушке, прицелился и взял фитиль.

Акула // Евстафий Владимиров. Лев Толстой. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 19–22 стр.

Танк вара хӑйӗн сулахай енчи гусениципе туппа та, аяккалла сиксе ӳкме ӗлкӗреймен артиллериста та таптаса тӑкса тупӑ окопӗнчен каялла ыткӑнса тухрӗ, хӑйпе пӗрле вӑл Озеров капитана ҫаклатса тухрӗ.

А танк левой гусеницей накрыл пушку и не успевшего отскочить артиллериста, вылез из окопа и потащил вместе с собой капитана Озерова.

XXV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Туппа тем пулнине аякранах сиснӗ Озеров чупса ҫитрӗ те станина умне пӗшкӗнсе ларчӗ.

Еще издали, почуяв неладное с пушкой, Озеров кинулся к ней, присел у станины.

XXV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Озеров капитан вара, пӗрре туппа ҫавӑрма пулӑшкаласа, тепре снарядсем паркаласа тата ҫапӑҫу хирне сӑнаса тӑнӑ хушара каллех: — Огонь! Огонь! — тесе кӑшкӑрма пуҫларӗ.

И капитан Озеров, то подавая снаряды, то наблюдая за полем боя, вновь начал кричать: — Огонь! Огонь!

XXV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑл тӗтӗмпе карӑнса илчӗ кӑна, ҫав самантрах ӳсӗрсе янӑ пек сасӑ та илтӗнсе кайрӗ е типӗ хӑма хуҫӑлнӑ пек чашлатрӗ, туппа вара йӑлтах тӗтӗм карса илчӗ.

Он задымился, и в тот же миг раздался сердитый, надтреснутый, но… немощный звук, — что-то похожее на громкий кашель или треск сухой доски, когда ее ломают, и пушка скрылась в густом облаке дыма…

XXVI. Зли-долӑ патӗнчи батарейӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Туппа часах чи ҫӳлле вырӑна туртса улӑхтарчӗҫ, кунтан аслӑ ҫула та сӑрт ҫамкисене те персе тӑмашкӑн пит меллӗ, кӗпҫине пит тӑрӑшса етре тултарчӗҫ, савӑлсемпе ҫирӗплетрӗҫ, хыҫалтан тупӑ перекенсене пытанса тӑмалли хӳтлӗх пултӑр тесе, тем сарлакӑш шӑтӑк чавса хатӗрлерӗҫ.

Вскоре пушку втащили на еще более высокое место, откуда можно было держать под обстрелом большую дорогу и голые холмы, старательно начинили ее зарядом и прочно укрепили кольями, а сзади выкопали широкий окоп для прикрытия артиллеристов.

XXVI. Зли-долӑ патӗнчи батарейӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пурте, йӗри-тавра пуҫтарӑнса тӑрса, туппа пӑхма тытӑнчӗҫ.

Все столпились вокруг, с любопытством разглядывая пушку.

XXVI. Зли-долӑ патӗнчи батарейӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак туппа вара улӑп пек ҫӳллӗ ҫын хул пуҫҫи ҫине хурса йӑтса килет.

Эту-то пушку и тащил на плече великан.

XXVI. Зли-долӑ патӗнчи батарейӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Акӑ ман престол, — терӗ Мичо бай, туппа утланса ларнӑ май.

— Вот мой престол, — сказал дядюшка Мичо, располагаясь на пушке.

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Анчах эпир туппа вӗтӗ тимӗр татӑкӗсемпе авӑрлӑпӑр.

— Но мы зарядим пушку мелким железным ломом.

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Темиҫе тупӑ, вӗсем хушшинче эпӗ хамӑр туппа та куртӑм, вӗсене похода ҫӳремелли лафетсем ҫине лартнӑ.

Несколько пушек, между коих узнал я и нашу, поставлены были на походные лафеты.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Турӑ ырлӑхлӑ: салтаксем пирӗн ҫителӗклӗ, тар нумай, туппа тасатрӑм.

— Бог милостив: солдат у нас довольно, пороху много, пушку я вычистил.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней