Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тупмалла (тĕпĕ: туп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн пуринпе те пӗр чӗлхе тупмалла.

Нам со всеми нужно найти общий язык.

Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Атте ача чухнех: «Кӑмӑла тивӗҫтерекен вырӑн тупмалла. Ирпе тӑрсан «каллех ӗҫе каймалла» тесе ассӑн сывламалла ан пултӑр», — тетчӗ, — хӑйне тупнине палӑртать маттур каччӑ.

Папа с детства говорил: "Работу надо искать по душе. Чтоб по утрам не пришлось с сожалением говорить "опять на работу", - говорит подчеркивая нашедший себя молодчина парень.

Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Ҫӗнӗ формӑсем шухӑшласа тупмалла.

Нужно придумывать новые формы.

Станислав Садальский: «Взятка илекен тухтӑрсене питлеместӗп» // Ольга САБУРОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

4. Вӗренекенӗсем Ӑна каланӑ: кунта пушхирте вӗсене тӑрантармалӑх ҫӑкӑр ӑҫтан тупмалла, кам тупӗ? тенӗ.

4. Ученики Его отвечали Ему: откуда мог бы кто взять здесь в пустыне хлебов, чтобы накормить их?

Мк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Ҫӳлхуҫа имлӗх-сиплӗхе ҫӗртен тупмалла тунӑ, ӑнлӑ-пуҫлӑ ҫын ҫавӑнпа усӑ курса пурӑнать.

4. Господь создал из земли врачевства, и благоразумный человек не будет пренебрегать ими.

Сир 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

[Вӑл ҫавна хальхи кунчченех тупмалла мар пытарса хӑварнӑ.]

[И оставил их безвестными даже до нынешнего дня.

Пулт 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней