Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тупма (тĕпĕ: туп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малашлӑхра вӗсем хӑйсене килӗшекен ӗҫ тупма ӗмӗтленеҫҫӗ.

Помоги переводом

Ку ҫуртра ӗмӗт пурнӑҫланать // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Николай пӗчӗккисен кӑмӑлне тупма пӗлнине тӳрех асӑрхама пулать.

Помоги переводом

Ку ҫуртра ӗмӗт пурнӑҫланать // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Садикре ӗҫлекенӗн вара пӗчӗксерсемпе пӗр чӗлхе тупма, вӗсен кӑмӑлне ҫавӑрма пӗлмелле.

Помоги переводом

Ачасемпе ҫыхӑннӑ пурнӑҫ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Чӑваш Енре судпа айӑпланнӑ ҫынсене кӳрекен медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхне лайӑхлатасси, вӗсене пӗлӳ илме пулӑшасси, ҫавӑн пекех хупса усракан вырӑнсенчен ирӗке тухнӑ граждансене реабилитацилесси тата пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшасси ҫине пысӑк тимлӗхпе пӑхаҫҫӗ.

В Чувашии особое внимание уделяется повышению качества медицинского обслуживания, оказанию содействия в получении образования осужденным, а также реабилитации и социальной адаптации граждан, освободившихся из мест лишения свободы.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев уголовлӑ айӑплава пурнӑҫлакан тытӑмӑн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/news/2016/03/12/Pozdra ... jeva_s_Dn/

62 ҫула яхӑн пурӑнать, мӑшӑрне тупма унӑн шанӑҫ хӗрарӑмӑннинчен пысӑкрах.

Живет 62 года, у него шансов найти себе пару больше, чем у женщин.

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

2015 ҫулта хӑйсене кирлӗ ӗҫ вырӑнӗ тупма ҫӗршывра 4,3 млн ҫын пулӑшу илнӗ.

Помоги переводом

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

«Ҫӑмӑл мар лару-тӑрӑва лекнӗ предприятисенче вӑй хуракансем ӳсӗм валли аван организацисенче ӗҫ вырӑнӗ тупма пултарччӗр», – ҫапла ӑнлантарать Максим Топилин проект уйрӑмлӑхне.

Помоги переводом

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Ҫимешкӗн Ишлейрен ятарласа килекенсем те пур, – ҫынсен кӑмӑлне тупма пултарнишӗн хӑй те хӗпӗртенине систерчӗ хастар.

Помоги переводом

Чăваш Ен Пуçлăхне те хăналанă // Любовь Семенова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Ҫав хӗлӗхсем патне ҫул тупма вара пурте пултараймаҫҫӗ.

Помоги переводом

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней