Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тумла сăмах пирĕн базăра пур.
тумла (тĕпĕ: тумла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫуркунне хӗвел ӑшшинче тумла пӑт-пат тумланине, кайӑксем савӑнӑҫлӑн чӗвӗлтетнине, ҫырмасенче шарласа шывсем юхнине итлесе хӗпӗртет.

Помоги переводом

Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

13. Ӑссӑр ывӑл — ашшӗшӗн куляну вӑл, харкашакан арӑм — чарӑнмасӑр тумлакан тумла.

13. Глупый сын - сокрушение для отца своего, и сварливая жена - сточная труба.

Ытар 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Эпӗ каланӑ хыҫҫӑн тек сӳтсе явмастчӗҫ; манӑн сӑмахӑм вӗсем ҫине шӑваракан тумла пек тумлатчӗ.

22. После слов моих уже не рассуждали; речь моя капала на них.

Иов 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пӳрт карнизӗ ҫинчен тумла шӑпӑртатать.

Помоги переводом

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Улӑхӗ тӑрӑх ирхи тӗтре юхать, йывӑҫ ҫулҫисем ҫинче тумла йӑлтартатать, карта урлӑ хӗвелҫаврӑнӑш тайӑлса пӑхать…

Помоги переводом

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пӗр хушӑ ҫанталӑк ӑшӑ тӑнӑччӗ, ҫурт-йӗр хӗрринчен патлатсах тумла юхнӑччӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ак ӗнтӗ Ула Тимӗр пичӗ-куҫӗ вӑль-вӑль выляса илчӗ, унта кӗҫех, шалти тумла пӑрне ирӗлтере-ирӗлтере, майӗпен ҫурхи хӗвел пайӑрки пек ӑшӑ, ҫутӑ, кӗрхи чечек пек сӑпай, хӑй тӗллӗн кулӑ шуса тухрӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫапла, тумла пӗр вырӑна патлаттарнӑ пек пӗр сӑмахпах тӑна илет арӑмӗ.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Ҫумӑр ҫаплах ҫӑвать, алӑк урлашки ҫине ӳкекен тумла, сирпӗнсе, Василий Викторович пирусӗ ҫине ӳкет.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Ҫанталӑк ӑшӑ, тумла юхать.

Помоги переводом

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Паян акӑ тумла та юхма пуҫларӗ.

Помоги переводом

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Малтанхи ӑшӑ кунсем ҫитсенех йывӑҫсем ҫуркуннене саламласа хӑйсен лапсӑркка шурӑ ҫӗлӗкӗсене хываҫҫӗ, унтан вӑрман хӗрринче е уҫланкӑсенче тумла ташлани илтӗнсе каять.

Помоги переводом

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Майӗпен анса мунча умне пырса ларчӗ, пӗр самант улӑм ҫивиттинчен чӑх сӑхнӑ пек хӑвӑрттӑн юхакан тумла ҫине, ҫамрӑк йӑмра тӑрринче хӑйӗн савӑнӑҫлӑ юррине шӑрантаракан шӑнкӑрч ҫине, юр ирӗлме тытӑннӑ-тытӑнман папка кӑларма хатӗрленекен ҫӳҫе йывӑҫҫисем ҫине киленсе пӑхрӗ.

Помоги переводом

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хуралтӑсенчен хӑюсӑррӑн кӗнӗ тумла сӑрхӑнать.

Помоги переводом

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Кайри урисем ҫине ҫӗкленнӗ, пуҫӗсемпе чӗрнисенчен тумла пӑрӗсем усӑннӑ хура лаша кӗлеткисем ларакан Нарвски воротӑран пуҫласа, пӑрланнӑ тротуар тӑрӑх — хӗрарӑмсем, стариксем, ҫамрӑк ачасем вӑрӑм черете тӑрса тухнӑ; вӗсем пурте чӗмсӗр, ҫиллессӗн тӑраҫҫӗ, хӑшпӗрисем ҫурт стенисем ҫине тайӑннӑ; теприсем, нумай сехет хушши кӗтсе тӑнӑ чухне, хӑйсенчи ӑшша март ҫилӗнчен сыхлас тенипе пӗтӗм пит-куҫӗсене кивелнӗ тумтир ҫухисемпе витсе тӑраҫҫӗ.

От Нарвских ворот, где вздымались черные кони с сосульками на копытах и мордах, далеко по обледенелому тротуару стояла очередь — женщины, старики, подростки: молча, угрюмо, иные привалясь к стене дома, иные уйдя всем лицом в поношенные воротники, чтобы уберечь от мартовского ветра хоть капельку тепла за долгие часы ожидания.

8 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Февралӗн вуннӑмӗшӗнче, пӗрер хутлӑ казеннӑй ҫуртсем тӑррисенчен тумла шӑпӑртатса юхнӑ тӗксӗм ирхине, Брест-Литовск крепоҫӗнчи ҫара йывӑҫсем ҫинче ҫерҫисем донжуанла чӗвӗлтетнӗ вӑхӑтра, — совет делегацийӗ, — юрпа витӗннӗ картиш урлӑ офицерсен собрани ҫуртне ларӑва кайнӑ чухне, нимӗҫсен ҫав чее ӗҫӗ ҫинчен илтсе пӗлнӗ.

Сереньким утром десятого февраля, когда капало с крыш одноэтажных казенных домиков и воробьи заводили на голых деревьях Брест-литовской крепости донжуанское щебетанье, советская делегация, направляясь через снежный двор в офицерское собрание заседать, узнала про ловкий ход немцев.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Сехри хӑпнипе анранӑ Макҫӑмӑн пичӗ-куҫӗнчен сивӗ тар тумла пуҫланӑ; чӗри, хӑй вырӑнӗнчен ҫӑлӑнса тухнӑ пек, сикме тытӑннӑ.

Обомлевший от ужаса, Максимка почувствовал, что холодный пот капает у него с лица, а сердце прыгает и колотится в груди, точно сорвавшись с своего места.

I // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Ҫурт тӑррисенчен тумла юхать.

С крыш сыпалась веселая капель.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ҫавӑнпа чӳрече умӗнче тумла юхнине сӑнаса ларатӑп.

Помоги переводом

Аннепех пурнӑҫ лайӑхчӗ // Валентина Элиме. Килти архив

Пӳрт тӑрринчен тумла юхать: пӑт, пӑт, пӑт.

Помоги переводом

Аннепех пурнӑҫ лайӑхчӗ // Валентина Элиме. Килти архив

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней