Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах кӑрал йӑтса ҫӳрекенӗ ун пек тума хӑяйман, мӗншӗн тесессӗн питӗ хӑранӑ.
1 Пат 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Давид пӗр арҫынна та, пӗр хӗрарӑма та чӗррӗн хӑварман, вӗсене Гефа та илсе пыман, вӑл ҫапла шутланӑ: вӗсем пирӗн ҫинчен: «Давид ҫапла хӑтланчӗ, вӑл Филисти ҫӗршывӗнче пурӑннӑ чухне хӑйне ҫапла тыткаларӗ» тесе евит тума пултараҫҫӗ, тенӗ.
1 Пат 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иессей ывӑлӗ сире пурне те уйсемпе иҫӗм ҫырли пахчисем парать-и вара, сире пурне те пинпӳсемпе ҫӗрпӳсем тӑвать-и? 8. мӗн эсир пурте мана хирӗҫ каварлашнӑ, манӑн ывӑл Иессей ывӑлӗпе туслашнӑ чухне ҫавӑн ҫинчен мана никам та пӗлтермерӗ, манӑн ывӑл мана хирӗҫ манӑн чурана вӑрттӑн кавар тума хӗтӗртнӗ, — ку халӗ паллӑ ӗнтӗ, — ҫавӑн чухне мӗншӗн эсир мана хӗрхенмерӗр, мӗншӗн ҫавна мана уҫса памарӑр? тенӗ.
1 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Давид Ахимелеха каланӑ: санӑн кунта алӑ айӗнче сӑнӑ е хӗҫ ҫук-и? патша хушнине тума васкавлӑн тухса килтӗм те хампа пӗрле хӗҫ те, урӑх кӑрал та илеймерӗм, тенӗ.
1 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эхер те манӑн атте сана хирӗҫ усал ӗҫ тума шутлать пулсассӑн, ҫакна эпӗ сана тӳрех пӗлтерӗп, сана ирӗке ярӑп, каях вара: Ҫӳлхуҫа ман аттепе пулнӑ пек, Вӑл санпа пӗрле те пултӑр!
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ионафан каланӑ: санпа нимӗн те пулмасть; эхер те аттем сана хирӗҫ усал ӗҫ тума шутласа хунине пӗлсессӗн, сана ҫавӑн ҫинчен пӗлтермӗп-и вара? тенӗ.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эхер те, ҫакӑнпа килӗшсе, вӑл: «юрать» тесессӗн, санӑн чуру тӑнӑҫлӑ ҫӳрӗ; эхер те тарӑхса кайсассӑн, пӗлсех тӑр, вӑл усал ӗҫ тума шутласа хунӑ.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Аммон ҫынни Наас вӗсене каланӑ: эпӗ сирӗнпе килӗшӳ тума пултаратӑп, анчах эпир ҫакӑншӑн кашнийӗн сылтӑм куҫне чиксе шӑтарӑпӑр, пӗтӗм Израиле намӑса хӑварӑпӑр, тенӗ.
1 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Сан тӗлӗшрен ҫак паллӑсем тӳрре килсессӗн, хӑвӑн аллу мӗн тума пултарнине пӗтӗмпех ту: санпа пӗрле Турӑ пулӗ.7. Когда эти знамения сбудутся с тобою, тогда делай, что может рука твоя, ибо с тобою Бог.
1 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Унӑн упӑшки Елкана хӑйӗн пӗтӗм кил-йышӗпе пӗрле [Силома] — Ҫӳлхуҫана ҫулсерен кӳрекен парнене кӳме, мӗн тума асӑннине вырӑна килтерме [тата хӑй ҫӗрӗ ӳстернӗ мӗнпур ҫимӗҫӗн вуннӑмӗш пайне пама] — тухса кайнӑ.
1 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Анна, пӗтӗм чун-чӗререн хурланса, Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ, татӑлса макӑрнӑ, 11. вӑл ҫапла каласа тупа тунӑ: эй [Пурне те Тума Пултаракан Турӑ,] Саваоф Ҫӳлхуҫа!
1 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вениамин ывӑлӗсене вара ҫапла тума хушнӑ, каланӑ вӗсене: кайӑр та ҫавӑнта иҫӗм пахчине пытанса ларӑр, 21. астӑвӑр, Силом хӗрӗсем вӑйӑ картине ташлама тухсассӑн, иҫӗм пахчинчен тухӑр та — кашнийӗ хӑй валли арӑмлӑха илме Силом хӗрӗсенчен пӗрне ярса тыттӑр та Вениамин ҫӗрне илсе кайтӑр, тенӗ; 22. хӗрӗсен ашшӗсем е тӑванӗсем пире ӳпкелеме килсен, эпир вӗсене ҫапла калӑпӑр: пире вӗсемшӗн каҫарӑр, вӑрҫӑран эпир вӗсем валли кашнийӗ валлиех арӑм илсе килеймерӗмӗр, эсир те вӗсене хӗр памарӑр; халь ӗнтӗ эсир айӑплӑ, тейӗпӗр, тенӗ.
Тӳре 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Филистимсем Дагона, хӑйсен туррине, аслӑ чӳк тума, савӑнма-хӗпӗртеме пуҫтарӑннӑ, каланӑ вӗсем: туррӑмӑр Самсона, хамӑрӑн тӑшмана, пирӗн алла пачӗ, тенӗ.
Тӳре 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Израиль ывӑлӗсем ҫав-ҫавах Ҫӳлхуҫа умӗнче усал тума пӑрахман, Ҫӳлхуҫа вара вӗсене хӗрӗх ҫула филистимсен аллине панӑ.
Тӳре 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Хӗрӗ ӑна каланӑ: аттемҫӗм! эсӗ мана Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче асӑннӑ — Ҫӳлхуҫа тӑшманусене, аммонсене, сан урлӑ тавӑрнӑ чухне мӗн тума пултӑн, ӗнтӗ ҫавна ту, тенӗ.
Тӳре 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Израиль ывӑлӗсем ҫав-ҫавах Ҫӳлхуҫа умӗнче усал тума пӑрахман, вӗсем Ваалсемпе Астартӑсене, арамейсен туррисене, Сидон туррисене, моавсен туррисене, аммонсен туррисене, филистимсен туррисене пуҫҫапнӑ; Ҫӳлхуҫана маннӑ, Уншӑн ӗҫлемен.
Тӳре 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вӗсем нимӗн тума аптӑраса тӑнӑ вӑхӑтра Аод тухса кайнӑ, [ӑна никам та аса илмен,] чул йӗрӗхсем тӗлӗнчен иртсе, Сеираф теекен вырӑна тарса ӳкнӗ.
Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Анчах, тӳре вилсенех, вӗсем каллех ашшӗсенчен начартарах тума пуҫланӑ: урӑх турӑсен енне сулӑнса вӗсене пӑхӑннӑ, пуҫҫапнӑ.
Тӳре 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Анчах ҫӗр вунӑ ҫула ҫитнӗ Иисус — Нав ывӑлӗ, Турӑ чури — вилсессӗн, 9. ӑна хӑйӗн еткер ҫӗрӗ ҫинче, Гааш тӑвӗнчен ҫурҫӗр енче выртакан Ефрем тӑвӗ ҫинчи Фамнаф-Сараи хулине, пытарсассӑн, 10. ҫавӑн чухне пурӑннӑ пӗтӗм халӑх хӑйсен ашшӗсем патне ӑсанса пӗтсессӗн, ун хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫана та, Унӑн Израильшӗн тунӑ ӗҫӗсене те пӗлмен тепӗр ӑру ҫӗкленсессӗн, 11. Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче усал ӗҫсем тума тытӑннӑ, тӗрлӗ Ваалсене пуҫҫапма пуҫланӑ; 12. ашшӗсенӗн Ҫӳлхуҫа Туррине — хӑйсен ашшӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ Турра — пӑрахса, урӑх турӑсем енне, таврара пурӑнакан халӑхсен туррисем енне, ҫаврӑннӑ, ҫавсене пуҫҫапма пикеннӗ, Ҫӳлхуҫана ҫиллентерсех тӑнӑ; 13. вӗсем Ҫӳлхуҫаран хӑпнӑ, Ваала тата Астартӑсене пӑхӑнса тӑра пуҫланӑ.
Тӳре 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пӗтӗм халӑх Иордан урлӑ каҫса кайсассӑн, Ҫӳлхуҫа Иисуса каланӑ: 2. халӑх хушшинчен вуникӗ ҫын — кашни йӑхран пӗрер ҫын — суйласа илӗр те 3. вӗсене ҫапла тума хушӑр: ҫакӑнтан, Иордан варринчен, священниксем хускалмасӑр тӑнӑ вырӑнтан, вуникӗ чул илӗр те вӗсене хӑвӑрпа пӗрле йӑтса кайса кӗҫӗр ӑҫта ҫӗр выртма чарӑнӑр, ҫав тӗле купаласа хурӑр, тейӗр, тенӗ.
Нав 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.