Поиск
Шырав ĕçĕ:
Акӑ халӗ тӑшманӗн шалҫи тулнине илтрӗ те, ку хыпар ӑна — тӗлӗнмелле! — ни хӗпӗртеттермерӗ, ни пӑшӑрхантармарӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вӑрансан та куҫӗсем куҫҫулӗпе тулнине асӑрхарӗ.
Кӗтнӗ самант ҫитетех // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.
Марук аппӑшӗ умӗнче ҫеҫ ӑшра капланса тулнине ирӗке кӑларчӗ.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Ҫынсен шыҫса кайнӑ пичӗсем этемле хуйхӑпа тулнине, куҫӗсенче кӳренӳпе хаярлӑх палӑрнине курсан, эпӗ праҫникри пек савӑнаттӑм та — «халӑх хушшинче ӗҫлетӗп», ӑна «ҫутта кӑларатӑп» тесе мӑнкӑмӑлланса шухӑшлаттӑм.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Эсир нимӗн те хускалмастӑр — эсир ҫаплах пӑхатӑр: чӗрене мӗн тери хаваслӑх, лӑпкӑлӑх та кӑмӑллӑх капланса тулнине сӑмахпа каласа пама та ҫук.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Тӑшман хӑш тӗлте ытларах кӗпӗрленсе тулнине лайӑх курас тесе, вӑл, ҫумӑр пек ҫуса тӑракан пульӑсенчен хӑрамасӑрах, уҫӑ вырӑна сике-сике тухатчӗ.Вылезал при этом, чтобы лучше видеть противника, на самые открытые места, под пули.
Веселый ятлӑ салари ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Ман ҫине пӑхса тутамсем чӗтренине, куҫӑмсем куҫҫульпе тулнине асӑрхасан, вӑл ман пӑлханӑва эпӗ унран балл ӳстерме ыйтни вырӑнне йышӑнчӗ, ахӑр, вара мана хӗрхеннӗ пек пулса, (ҫитменнине шӑпах ҫав вӑхӑтра пырса тӑнӑ тепӗр профессор умӗнче) ҫапла каларӗ:
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Диалогсен кӗнеки ҫине чылай вӑхӑт хушши тӑрлавсӑр пӑхса лартӑм, анчах часах уйрӑлса каясси ҫинчен шухӑшланӑран куҫӑмсем куҫҫульпе тулнине пула пачах вулаймарӑм; мӗн вуланине Карл Иваныча каласа пама вӑхӑт ҫитсен, вӑл куҫне хӗссе итленӗ чухне (ку вара ырра пӗлтерместчӗ), шӑпах пӗри: «Wo kommen Sie her?» тесе ыйтнӑ, тепри: Ich komme vom Kaffe-Hause, тесе ответленӗ вырӑнта чӑтӑмлӑх ҫитереймерӗм, ӗсӗклесе йӗнӗрен Haben Sie die Zeitung nicht gelesen? тенине те калама пултараймарӑм.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Вӑл хӑйӗн кӑмӑлӗ тулнине пытарма хӑтланчӗ.
8 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Хӗпӗртенипе тӳрех пуҫӗпе кӗрт ӑшне тирӗнчӗ те вӑл, ҫаннисемпе алсисем ӑшне, мулаххайӗ айне юр кӗрсе тулнине пӑхмасӑрах, хӑвӑрт-хӑвӑрт кӗрте чавма тытӑнчӗ.
Иккӗлентерекен япала тупни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Дэвид ҫапла хӑтланни сахалтан пӗр вунӑ американеца култарчӗ пулсан та, вӑл хӑйӗн кӑмӑлӗ тулнине туймарӗ.
Шурӑ Балахонсен ушкӑнӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Вара Тавыль ӑна аллинчен ярса тытрӗ, куҫҫуль юхнӑшӑн вӑтанмасӑр, ӑшра капланса тулнине йӑлтах хӑйӗн учительницине хӑвӑрт-хӑвӑрт каласа пама тытӑнчӗ.
Икӗ айӑп пӗр харӑс // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Хӗрарӑм, хӑйне ҫак этем тата ытти нумай-нумай ҫынсем кӳрентернисене аса илчӗ, кӑкрине иксӗлми вӑй-хӑват тата хаяр хӑюлӑх килсе тулнине туйса, вӑл ҫаплах, ҫаплах калаҫать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
— Йӑтса ҫитерет, — терӗ сарӑ ҫӳҫли, кӑмӑлӗ тулнине пӗлтерсе.
Улттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
— Ҫитӗ сире ҫухӑрма, — мӑкӑртатать аслӑ Артамонов, анчах Яков ашшӗн тӗксӗм куҫӗсенче хӑй кӑмӑлӗ тулнине палӑртакан ҫутӑсене курать.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Чӗрене капланса тулнине ҫеҫ каласа парас килет манӑн.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Дэви хӑйӗн куҫҫулӗсем пӗтӗмпех типсе ларнӑ пуль, тесе шутланӑччӗ, анчах халӗ унӑн хура куҫӗсем каллех куҫҫулӗпе тулнине, вӗсем куҫсенчен сиксе тухса пит ҫӑмартисем тӑрӑх юхса аннине туйрӗ.
Юлашки дюйм // Тӑван Атӑл. Джеймс Олдридж. Юлашки дюйм. — Тӑван Атӑл, 1961, 6№, 79–89 с.
Шерккей енчӗкӗ мӗнпе тулнине сана Элентей хӑту каласа пама пултарать.Тебе лучше обо всем Элендей расскажет, как Шерккею кошелек удалось набить.
XII. Ятлӑ йыхравҫӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Хӑйпе пӗрле тӑракан халӑха ертсе, туй пуҫӗ ҫыр хӗррипе васкамасӑр хӑпарчӗ; тӑрантасӗ патне ҫитсен, Тухтар енне тинкерчӗ, сӑмах тавраш каламарӗ, пички тулнине пырса пӑхрӗ, унтан кӗсйинчен пӑшатан пек вӗҫлӗ тимӗр кӑларчӗ те пички пуҫне аялтан шӑтарчӗ.
XXXI. Йӗпетнӗ ҫул // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Тёма, ача-пӑча пӳлӗмӗнче кантӑк янахӗ ҫине шыв юхӑмӗсем епле юхса аннине, килхушши епле шыв кӳленчӗкӗсемпе тулнине, шӑмпӑлкка тумламсемпе хӑмпӑсем пӑтранчӑк, таса мар шыв кӳлленчӗкӗсем ҫинче ташланӑ пек сиккеленине салхуллӑн сӑнаса пӑхса ларать.
Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.