Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тул сăмах пирĕн базăра пур.
тул (тĕпĕ: тул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ахӑртнех, манран каҫса кайсах кулать пулӗ. Тӗлӗкре ӑна курни акӑ мӗне пӗлтерчӗ. Тул ҫутӑлсан эпӗ ирсӗр ӗҫ тунине пӗтӗм тӗнчипе пӗлӗҫ… Атӑла пуҫхӗрлӗ ярӑнмалла ҫеҫ… Ку пӗртен-пӗр ҫӑлӑнӑҫ. Урӑхла май ҫук. Юрать-ха, тул ытлашшипех ҫутӑлса килмен. Никам та курас ҫук», — татӑклӑ тӗв турӗ Ҫтаппан.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тул, тул, шыв!

Лейся, вода, лейся!

Ҫырма хӗрринче // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Ҫыхса пӑрахнӑ рабочисем, ачасем хушса хӑварнӑ пек, тул ҫутӑличченех выртаҫҫӗ те тул ҫутӑла пуҫласан, шав ҫӗклеҫҫӗ.

Связанные рабочие, как сказали ребята, пролежали до рассвета, когда начало светать, они подняли крик.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Эппин, тул енче шыв тулсах пырать, ун пусӑмӗ те ӳсет.

Значит, и снаружи вода прибывает и давление ее увеличивается.

Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Пурне те паллӑ ӗнтӗ, ӗҫсӗрсен митингӗ ирхине пуҫланмалла пулнӑ, ҫавӑнпа та тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах площадьпе таврари вырӑнсем халӑхпа йышлӑн тулма пуҫланӑ, унта ун чухлех халӑх пухӑнасса полици те кӗтмен.

Как уже известно, митинг безработных был назначен утром, и уже чуть не с рассвета площадка и окружающая местность стали наполняться людьми в количестве, которое привело в некоторое замешательство полицейские резервы.

XXIV // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Анчах унӑн ҫӗрле сасартӑк эрех ӗҫес килсе кайнӑ та, вӑл, пӳрт ҫивиттийӗ ҫине тухса, пӗчӗк юпа тӑрӑх крыльца ҫине аннӑ, ҫӗнӗ сюртукне пӗр кӗленче хӗрӗх градуслипе улӑштарса каялла кӗнӗ, вара каллех ӗҫме тытӑннӑ; тул ҫутӑлас умӗн вӑл татах кантӑкран тухнӑ, пит ӳсӗр пулнӑ пирки пӳрт тӑрринчен персе анса, сулахай аллине икӗ тӗлтен хуҫса пӑрахнӑ, чутах шӑнса вилмен; тул ҫутӑлсан, ӑна такам курса пӳрте илсе кӗнӗ.

А ночью ему вдруг до смерти захотелось выпить; он вылез на крышу, спустился вниз по столбику на крыльцо, обменял новый сюртук на бутыль сорокаградусной, влез обратно и давай пировать; а на рассвете опять полез в окно, пьяный в стельку, скатился с крыши, сломал себе левую руку в двух местах и чуть было не замерз насмерть; кто-то его подобрал уже на рассвете.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Тул ҫутӑличченех пырса тулнӑ ҫынсем унта.

Они еще до света туда прибыли.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Малти тӑвӑр пӳлӗм сасартӑк, ҫепӗҫ кулӑпа та янӑравлӑ пакӑлтатупа пӗрлех, тул сиввин, духисен, пудрӑсен те ҫеп-ҫемҫе сӑран перчеткесен шӑршипе тулса ларатчӗ, — капӑр тумлӑ хитре хӗрарӑмсен бал умӗнхи тытса илме ҫукла ҫав тери вӑйлӑ пӑлхантаракан шӑршипеле.

Вместе с женским смехом и звонкой болтовней тесная передняя вдруг наполнялась запахом мороза, духов, пудры и лайковых перчаток, — неуловимым, глубоко волнующим запахом нарядных и красивых женщин перед балом.

VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

6. Манӑн чунӑм Ҫӳлхуҫана кӗтет — хуралҫӑсем тул ҫутӑласса кӗтнинчен ытларах, хуралҫӑсем тул ҫутӑласса кӗтнинчен ытларах кӗтет.

6. Душа моя ожидает Господа более, нежели стражи - утра, более, нежели стражи - утра.

Пс 129 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Ҫакна пурне те шал енчен те, тул енчен те, никӗсрен пуҫласа ҫӳл хысаксем таранах, тул енчен вара аслӑ картишне ҫитичченех, виҫеллӗ чутланӑ, пӑчӑкӑпа касса янтӑланӑ хаклӑ чулран тунӑ пулнӑ.

9. Все это сделано было из дорогих камней, обтесанных по размеру, обрезанных пилою, с внутренней и наружной стороны, от основания до выступов, и с наружной стороны до большого двора.

3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Тул ҫутӑличчен тӑрса кӗнекесем вуланӑ, ҫырнӑ, унтан поликлиникӑна васканӑ, ӗҫрен таврӑнсан каллех кӗнекесем ярса тытнӑ.

Помоги переводом

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Тул ҫутӑлса килнӗ.

Помоги переводом

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Тул ҫутӑлас умӗн Ахмедов хӑйӗн ротин юлашкине, вунпӗр ҫынна, кӗпер патне илсе ҫитернӗ.

Помоги переводом

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Тул ҫутӑлать.

Помоги переводом

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Хальхи пурнӑҫа сӑвӑсемпе сӑнласа параҫҫӗ: Уйӑп Мишшин «Лирика», Георгий Ефимовӑн «Унӑн ҫулӗ», «Ялти тӗрленчӗксем», Алексей Воробьевӑн «Юратнӑ сӑнсем», Николай Евстафьевӑн «Манӑн тантӑшсем савӑнаҫҫӗ», Николай Сандровӑн «Тул ҫутӑлать», Альберт Канашӑн «Сӑвӑсем» т. ыт. поэтсен сӑвӑ кӗнекисем те.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Сехет хушши чикарккӑ мӑкӑрлантарса ларчӗҫ, тет, тул енчи пӳлӗмре икӗ тӑван.

Помоги переводом

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тул ҫутӑличчен калаҫрӗ Иван.

Помоги переводом

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тул ҫутӑличченех улӑха тухса пӑхрӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сӗтел ҫинчен пӗр пусне те илмерӗ Роза, кӗлетрен хӑй мӗнле тухнине те туймарӗ вӑл, пӳрте кӗрсе выртсан та тул ҫутӑличчен ҫывӑраймарӗ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унта хӑпарса ҫитнӗ ҫӗре тул ҫутӑлчӗ.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней