Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Эсӗ мана тискер кайӑк вырӑнне хурса йӗрлерӗн, тискер кайӑксем вара пеме вӗренсе ҫитнӗ.Ты охотился за мной, как за зверем, но звери научились стрелять.
III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Кунсӑр пуҫне — Лонгрен ҫынпа хутшӑнмасӑр пурӑнни элекӗн тискер те урмӑш чӗлхине ҫул уҫса пачӗ; матрос таҫта такама вӗлерни, шӑпах ҫакӑншӑн ӑна карап ҫине текех ӗҫлеме йышӑнманни, вӑл вара хӑй «тискер ӗҫ тунӑшӑн ӳкӗнсе асапланнӑран» яланах салху, ютшӑнчӑк пулни ҫинчен калаҫма тытӑнчӗҫ.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Тискер кайӑк хӑйшӗн санран ӑслӑрах тӑрӑшать пулӗ, тискер кайӑк хӑйне санран лайӑхрах хӳтӗлет.Зверь, пожалуй, разумнее заботится о себе, чем ты, зверь защищает себя лучше.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
— Кам пусмӑра хирӗҫ тӑма пултарӗ, кам хирӗҫ тӑрӗ; вӗсенче вӗт вӑй — тискер кайӑк вӑйӗ, Даниил пророк каларӗшле: ку вӑл упа евӗрлӗ тискер кайӑк, унӑн ҫӑварӗнче, шӑлӗсем хушшинче, виҫӗ асав шӑл.
III сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ытти дрессировщиксем яланах тискер кайӑксене вӗрентнӗ чухне вӗсене ҫаптарнӑ, хӗненӗ, ҫапла вара тискер кайӑксем те фокусӗсене патак ҫинӗрен ҫеҫ туса пынӑ, мӗншӗн тесен вӗсем хӑйӗн хуҫинчен тата унӑн чӗн чӑпӑрккинчен хӑранӑ.
Дуров мучи // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
— Ҫук, эпӗ тискер кайӑк мар, — терӗ Петя, — мӗншӗн тесен, манӑн шӑлсем тискер кайӑкӑнни пек мар.А Петя сказал: — Я не хищник, потому что у меня зубы не такие.
Тискер кайӑксем ҫинчен // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Якутире Ваҫка ятлӑ хура кушак аҫи тискер упана хирӗҫ тӑрса тискер кайӑка хуҫисем йӗркеленӗ лагерьтен хӑваласа янӑ.
Якутири кушак хуҫисене упаран ҫӑлнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/29325.html
Чи хӑрушӑ тискер кайӑксенчен те хӑрушӑрах ҫынсем пур чухне мӗншӗн-ха тӗрлӗ хӑрушлӑхсемпе тискер япаласене шухӑшласа кӑлармалла?..Зачем выдумывать всякие чудища и страхи, когда есть люди страшнее всяких чудищ?
Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Ку Челноков пӗччен пулнӑшӑн ҫеҫ мар, ку тата ҫак пӗтӗм ӗҫ кун ҫав тери кӗске, ҫӗр вӑрӑм пулакан ҫӗрте, вӑрман ҫӑра та салху, шурлӑхсенчен тӗрлӗ пӑс хӑпарнипе сывлӑш нӳрӗ те сиенлӗ, вӑрмансенче тискер кайӑксем вӑйлӑ та хӑраман, ҫын чунсӑр, тискер кайӑк пек ҫӑмламас пулнӑ вырӑнсенче пулса иртнинчен те килнӗ.
1. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Пур енчен те ун ҫинелле сухаллӑ ҫынсем пӑхса лараҫҫӗ, тискер кайӑкла сӑн-питсем ҫинче ача куҫӗ пек куҫсем лараҫҫӗ, тискер кайӑкла сӑн-питсем ҫинче ача куҫӗ пек куҫсем те шухӑша кайнӑ евӗр те мӑльт-мӑльт туса пӑхаҫҫӗ; хушӑран хӑшӗ те пулин йывӑррӑн сывласа илет, ҫавӑ вара юррӑн ҫӗнтерсе илекен вӑйне пит те аван кӑтартса парать.
XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӑйне ҫыхса хунӑ тӑлӑсене татнӑ пек ҫын ташлать, сасартӑк хӑйӗнчен шутсӑр хаяр тискер кайӑка ирӗке кӑларса ярса тискер кайӑкӑн хуйхи-суйхипе пурин ҫине те тапӑнма тытӑнать, сурать, хӑшлать, ишӗлтерсе пӗтерет…
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫавӑнпа пӗрлех тата ку вӑрманӑн вӗҫӗ-хӗрри те ҫук, ҫывӑхрах хӑрушӑ йӳҫлӗхсемпе йывӑҫсен айӗнчи кӳленчӗк шывсем пур, унтах темле пысӑк та тискер чӗрчунсем пурӑнаҫҫӗ, текен хыпар сарӑлчӗ; ҫав чӑтлӑхсенче, усал сывлӑш пек, пӑс чӗтренсе тӑрать, халиччен нихҫан курман ҫӗленсем чашкӑраҫҫӗ, куҫа курӑнман сасӑсем: «Ан кил!» — тесе кӑшкӑраҫҫӗ, темле тискер тӗмсем кӗперен ярса илеҫҫӗ те вӗҫертсе ямаҫҫӗ имӗш.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Вутран ытти тискер кайӑксенчен пуринчен те сахалтарах хӑракан хӑрушӑ сӑрӑ упасем хӑш чух урапа ҫывӑхнех пыраҫҫӗ; тӗттӗмре вара пӑшал сасси тата: «Вӗлер тискер кайӑка!» — тесе кӑшкӑрни илтӗнсе каять.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
— Вӑт тискер кайӑк-тӑк тискер кайӑк!
Йӗрлевҫӗсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
— Ман шутпала, вӑл — вӑй; вӑл тискер этем, вӑл тискер кашкӑр, чашкӑракан ҫӗлен, пин ураллӑ тинӗс кайӑкӗ, — тенӗ Аррелано.
I // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.
Чӑн-чӑн тискер кайӑк, ҫитменнине епле тискер кайӑк-ха!
Атӑл хӗрринче // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 97–102 с.
Вӑл хӑех фашист пирӗн киле пӑшалпа кӗчӗ пулсан, маншӑн вӑл ҫын мар, тискер кайӑк, кашкӑртан та тискерскер, ҫӑткӑнскер тесе калатчӗ.
Разведчиксем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 46–54 с.
Тискер вӗҫен кайӑк Серёжӑна та ҫав автана сӑхнӑ пекех сӑхса пӗтерме пултарать, ҫавӑнпа Серёжа яланах унран пӑрӑнса иртет, ӑна пачах та асӑрхаман пек тӑвать; тискер чӗрчун вара хӗрлӗ киккирикне айккине усӑнтарса, пыр тӗпӗпе темскерле хаяррӑн кӑрӑлтаттарса юлать, ырӑ маррӑн, асӑрхануллӑн пӑхать…
Ун пурнӑҫӗнчи йывӑрлӑхсем // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Тротуар ҫинче шыв кӳленсе тӑнӑ, шыв ҫинче сӑран атӑ мӗлкисем тӑсӑлса выртнӑ, ҫакна пула полицейски ҫав тери вӑрӑм та хӑрушла тискер кайӑк пек, ҫурри таран шывран тухма ӗлкӗрнӗ тискер кайӑк пек курӑннӑ.
VIII // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.
Эсӗ: ах! ку тискер кайӑк пулӗ, тесе хӑраса чупса каятӑн та чӑнах та тискер кайӑк ҫинех пырса кӗретӗн.
Тӗнчери усал-тӗсел мӗнтен пулать // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.