Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ, вӑл хӗҫпӑшалне майлӑн, вӗсенчен вӑл ӗмӗрӗ тӑршшӗпех уйрӑлман пек йӑтса пынине, хӑйӗн буйвол тирӗнчен ҫӗлетнӗ аттисемпе тымарсем ҫине хӑнӑхнӑ пек пусса утнине, чулсем патӗнчен пӑрӑнса иртнине сӑнаса пӑхатӑп.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Вӑл иккӗленчӗ пулас, эпӗ хамӑн ыйтӑва иккӗмӗш хут каласа парсан кӑна, хӑйӗн сиксе утакан сыхлануллӑ уттипе, буйвол тирӗнчен ҫӗлетнӗ атӑ тӑхӑннӑ урисене ҫӗр ҫине перӗнтермесӗр тенӗ пек пусса, командир хыҫне пырса тӑчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Урана тӑхӑнма аттен хир качаки тирӗнчен хӑй ҫӗленӗ каҫхи туфлине пачӗ.Когда я умылся, она подала мне отцовские ночные туфли, сшитые им из шкуры дикого козла.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Пилотка вырӑнне сурӑх тирӗнчен ҫӗлетнӗ хӑлхаллӑ ҫӗлӗк, мӑйра — шарф.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Акӑ вӗсен чи аслӑ нимӗҫӗ, министр, сӑсар тирӗнчен тунӑ ҫухаллӑ вӑрӑм шинельпе, ҫӳлӗ картузлӑ, мӑнтӑр, чаплӑскер, щит патне ҫывхарчӗ, рубильникрен ярса тытрӗ.
Раштав каҫӗ // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 156–171 с.
Матвей Кузьмин офицер умӗнче чӗнмесӗр, аллинчи така тирӗнчен ҫӗлетнӗ лапсӑркка та кивӗ ҫӗлӗкне лутӑркаса тӑнӑ.Матвей Кузьмин молча стоял перед офицером, комкая мохнатую и драную баранью шапку.
Матвей Кузьминӑн юлашки кунӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 5–13 с.
Ҫак самантра Виктор патне урине сысна тирӗнчен ҫӗленӗ ҫӑпата пекки сырнӑ ҫӗтӗк-ҫатӑк шӑлаварлӑ ту хушшинче пурӑнакан темле казак пырса тӑчӗ:
Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Урисенче унӑн атӑ вырӑнне ура сыппи тӗлӗнчен чӗнпе пӗртерсе ҫыхнӑ сысна тирӗнчен ҫӗленӗ пушмаксем, йӳнӗ йышши тимӗр эрпирсемпе капӑрлатнӑ сарлака пиҫиххинчен сӑран йӗнӗллӗ ҫӗҫӗ ҫакӑнса тӑрать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Роман пуҫне путек тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӳлӗ ҫӗлӗк тӑхӑннӑ, ку ҫӗлӗк паттӑр ҫынна илем кӳрекен япала пекех туйӑнать.
XIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Япаласене Маковейчик шарабан ӑшӗнчен хӑй кӑларма тытӑнчӗ: утиял, михӗ, путек тирӗнчен ҫӗлетнӗ хресчен ҫӗлӗкӗ.
XII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Лайӑхрах тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн хамӑр кӗтмен япала ҫинчен пӗлтӗмӗр: пиҫекен шӳрпе тӗсӗ ҫу темле пулнинчен мар, пӑлан тирӗнчен ҫӗленӗ хамӑрӑн комбинезонсемпе ҫывӑрмалли михӗсен ҫӑмӗ ӳкнипе улшӑнса пынӑ иккен.
«Хир чӑххилле пурӑнни» // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Пӗчӗк фетровӑй шлепкепе, кролик тирӗнчен тунӑ ҫухаллӑ пальтопа.
Юлашкинчен калани // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Уринче йӑлт ҫӗтӗлсе пӗтнӗ ҫӑматӑ, ҫийӗнче сурӑх тирӗнчен ҫӗлетнӗ кивӗ кӗрӗк.На нем были разношенные солдатские валенки и кожух, грубо сшитый из разных кусков овчины.
XIX сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Вӑл кӑвак путек тирӗнчен ҫӗлетнӗ офицерсен ҫӗлӗкне ҫиелтен ҫумӑрта тӑхӑнакан брезент плащ ҫакса янӑ, ҫавсем ӑна мӑнтӑрӑн кӑтартаҫҫӗ.
XIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Така тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗклӗ кӗтӳҫӗсем аллисене вӑрӑм туясем тытса, ҫӑлкуҫӗсем патӗнче сурӑх кӗтӗвӗсем кӗтсе ним хускалмасӑр тӑнӑ.
IX сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Васкамасӑр, урисене хуҫлаткаласа, пӗрин хыҫҫӑн тепри, тем те пӗр пӗлме юратакан хӗрарӑмсем пек пыраҫҫӗ, вӗсем куҫхарши ҫинех антарса лартнӑ така тирӗнчен ҫӗлетнӗ мӑн ҫӗлӗксем тӑхӑннӑ, ваткӑллӑ шалпар пиншакпа.
V сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Мучи уншӑнах кӑвак пуставран ҫӗлетнӗ мундирне упрарӗ, кӗве ан кастӑр тесе, табак сапрӗ; унтан тата, путек пуснӑ хыҫҫӑн, тирӗнчен Петро валли ҫӗлӗк ҫӗлетсе, пӑтана ҫакса хучӗ.
Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.
Ун хыҫӗнче пӗчӗк нивх тӑрать, вӑл урине ҫӳлӗ торбаза тӑхӑннӑ, пӑлан тирӗнчен тунӑ ҫӑмлӑ кӗпепе, нерп тирӗнчен тунӑ шӑлаварпа, пуҫне ҫӑмлӑ, шӗвӗр ҫӗлӗк тӑхӑнса янӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Халӗ унӑн сарлака хулпуҫҫийӗсем ҫинче ҫул ҫӳренӗ чух тӑхӑнмалли, тилӗ тирӗнчен ҫӗленӗ, тӗкӗ юхса тухнӑ кӗрӗк ҫакӑнса тӑнӑ, вӑл ҫынсене чарса тӑратса хаяррӑн ыйтнӑ:
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Спас-си, господи, люди твоя! — уйрӑмах хыттӑн ыйтрӗ Воропонов, «люди» сӑмаха шӑхӑрнӑ пек каласа; хӑй каялла кашкӑр пек ҫаврӑнса, хула ҫыннисем ҫине пӑха-пӑха илчӗ, ҫав вӑхӑтрах, темшӗн, вӗсем ҫинелле хӑйӗн хӑнтӑр тирӗнчен ҫӗленӗ ҫӗлӗкӗпе сулса.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.