Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тирсе (тĕпĕ: тир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хальхи ӑстасем вӑлта ҫине ӑман тирсе аппаланмаҫҫӗ – тетел, ытти хатӗрсене ҫырантан ҫырана карса хураҫҫӗ те миххи-миххипе пулӑ сӗтӗреҫҫӗ.

Помоги переводом

Укҫа чул кастарать // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Тымарне тӑпраран лайӑх тасатмалла, сивӗ шывра ҫумалла, хулӑн ҫип ҫине тирсе вӗрекен шыва ямалла, 5-10 минут вӗретмелле.

Корни вычистить от земли, помыть в холодной воде, нанизать на толстую верёвку и отпустить в воду, 10-15 минут кипятить.

Сулхӑна килӗштерет // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Татуировка, пирсинг тутарнисен е йӗппе тирсе сипленнисен 1 ҫулсӑр юн пама юрамасть.

Нельзя сдавать кровь до 1 года людям, кто делал татуировку, пирсинг, или лечился иглоукалыванием.

Тӑтӑш юн паракансем — чи сыввисем // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Салтаксем сӗрхе сӑхтарнӑ губкӑна иссоп турачӗ вӗҫне тирсе Унӑн ҫӑварӗ патне илсе пынӑ.

Воины, напоив уксусом губку и наложив на иссоп, поднесли к устам Его.

Ин 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

36. Пӗри тата чупса кайнӑ та, сӗрхе сӑхтарнӑ губкӑна патак вӗҫне тирсе, Иисуса ӗҫме парса каланӑ: чимӗр-ха, пӑхса тӑрар, Илия Ӑна антарма килмӗ-и, тенӗ.

36. А один побежал, наполнил губку уксусом и, наложив на трость, давал Ему пить, говоря: постойте, посмотрим, придет ли Илия снять Его.

Мк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

47. Ҫавӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗри ҫакна илтсен каланӑ: Илияна чӗнет Вӑл, тенӗ; 48. вӗсенчен пӗри ҫав самантрах чупса кайса губка илсе килнӗ те ӑна сӗрхе сӑхтарса, патак вӗҫне тирсе Иисуса ӗҫме панӑ; 49. ыттисем каланӑ: ан чӑрман; курар-ха: Илия Ӑна ҫӑлма килет-и, тенӗ.

47. Некоторые из стоявших там, слыша это, говорили: Илию зовет Он; 48. и тотчас побежал один из них, взял губку, наполнил уксусом и, наложив на трость, давал Ему пить; 49. а другие говорили: постой, посмотрим, придет ли Илия спасти Его.

Мф 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Ҫапла Мана хирӗҫ чӑрсӑрланнӑшӑн, эшкерӳсен Ман патӑмах ҫитнӗ шавӗшӗн сӑмсунтан Хамӑн ункӑна тирсе ярӑп, ҫӑварна Хамӑн ҫӑварлӑха хыптарӑп, вара сана хӑв килнӗ ҫулпах каялла ҫавӑрса ярӑп.

29. За твою дерзость против Меня и за то, что надмение твое дошло до ушей Моих, Я вложу кольцо Мое в ноздри твои и удила Мои в рот твой, и возвращу тебя назад тою же дорогою, которою ты пришел.

Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Ҫапла Мана хирӗҫ чӑрсӑрланнӑшӑн, эшкерӳсен Ман патӑмах ҫитнӗ шавӗшӗн сӑмсунтан Хамӑн ункӑма тирсе ярӑп, ҫӑварна Хамӑн ҫӑварлӑха хыптарӑп, вара сана хӑв килнӗ ҫулпах каялла ҫавӑрса яратӑп.

28. За твою дерзость против Меня и за то, что надмение твое дошло до ушей Моих, Я вложу кольцо Мое в ноздри твои и удила Мои в рот твой, и возвращу тебя назад тою же дорогою, которою пришел ты.

4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней