Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тирпейлӗх сăмах пирĕн базăра пур.
тирпейлӗх (тĕпĕ: тирпейлӗх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах тасалӑхпа тирпейлӗх, капӑр вырӑн, сӗтел ҫине витнӗ чӑлт-шурӑ ҫивитти ун куҫӗ тӗлне пулчӗ.

Помоги переводом

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ялан тирпейлӗх, перекетлӗх ҫук тесе чӑркӑшать.

Помоги переводом

Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.

Тирпейлӗх, тасалӑх ҫинчен манмӑпӑр-ха ӑна.

Помоги переводом

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Йӗри-тавра тирпейлӗх хуҫаланать, кашни кӗтесре куҫа йӑмӑхтаракан илемлӗ чечексем ҫеҫке ҫурнӑ, ача-пӑчана йӑпатса вылятмалли хатӗрсем те (вӗсенчен чылайӑшне шӑпӑрлансен ашшӗ-амӑшӗсен пуҫарӑвӗпе тунӑ) темӗн тӗрли те пур.

Помоги переводом

Малашлӑх – мал ӗмӗтлӗ ертӳҫӗсен аллинче // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%bc%d0%b ... %87%d0%b5/

Ҫавӑн пек лару-тӑрура пахалӑхпа тирпейлӗх пирки шутлӑн-и вара!

Помоги переводом

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ӗҫе вӑхӑтра, тӗплӗ туни, тирпейлӗх, перекетлӗх, тӳрӗ кӑмӑллӑх — акӑ вӑл кирек ӑҫта та чи кирли, — терӗ Серебряков.

Помоги переводом

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Халӗ масар ҫине пырса кӗме кӑмӑллӑ, унта тирпейлӗх хуҫаланать.

Помоги переводом

Масарсене тирпейлерӗҫ // Галина Новикова. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d0%bc%d0%b ... %97%d2%ab/

Завод поселока хӑтлӑх тата тирпейлӗх кӗртессипе тӗллевлӗ тӑрӑшнине хӑйсен куҫӗпе курчӗҫ.

Помоги переводом

Тӗп редакторсем Вӑрнарта канашларӗҫ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12709-t- ... anashlar-c

Халӑхпа тӗл пулнӑ май калаҫу тӗпрен илсен хамӑр пурӑнакан вырӑна хӑтлӑхпа тирпейлӗх кӗртесси пулнӑ.

Помоги переводом

Тирпей-илем тӗп ыйту пулнӑ // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/05/05/%d1%82%d0%b ... %bd%d3%91/

Ку эрнере килте те, пуҫри шухӑшсенче те тирпейлӗх кӗртӗр.

Проведите период за наведением порядка в доме, размышлениями.

7-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Карповсен килӗнче илемлӗхпе хӑтлӑх, тирпейлӗх хуҫаланаҫҫӗ.

Помоги переводом

Фельдшер – ялти хисеплӗ ҫын // Н.КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d1%84%d0%b ... %8b%d0%bd/

Анчах пӳртри тирпейлӗх, пур япала та хӑй вырӑнӗнчи ӑна ирӗксӗрех чарса тӑчӗҫ.

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халӗ ӗҫре тата килте тирпейлӗх кӗртмелли лайӑх вӑхӑт.

Это хорошее время для наведения порядка в доме и на работе.

51-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сӑпайлӑх мар ку, тирпейлӗх те мар — урӑххи.

Помоги переводом

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӳртӗнче, кил таврашӗнче, пахчара хуҫаланакан тирпейлӗх ҫакна ҫирӗплетсе параҫҫӗ.

Помоги переводом

Юратнӑ ӗҫре хӑйӗн телейне тупнӑ // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11009 ... lejne-tupn

Нумай чухне шурӑ халатлӑ ӗҫченпе калаҫни те, медицина учрежденийӗнчи хӑтлӑхпа тирпейлӗх те ыратнине ирттерет.

Помоги переводом

ФАПсем те пулӗҫ, ҫӗнӗ амбулаторисем те // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/fapsem-te-pulec,- ... em-te.html

Хутсенче те, пуҫра та, харпӑр хутшӑнура та тирпейлӗх кӗртетӗр.

Вы сможете навести порядок и в бумагах, и в голове, и в личных отношениях.

18-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эрнепин хура куҫ харшийӗсем хӗп-хӗрлӗ сӑн-пите темле тирпейлӗх, ҫирӗплӗх тата вӑй парса тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эпӗ усал тесе ан шухӑшлӑр, — хуравларӗ Детрей, — чи кирлӗ тирпейлӗх — эсир манпа пӗрле пурри.

— Не думайте, что я очень жесток, — ответил Детрей, — главный порядок в том, что вы со мной.

XXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Пӳлӗмри тирпейлӗх ӑна шалтах тӗлӗнтерчӗ ахӑр.

Порядок в комнате, видимо, поразил его.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 331–337 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней