Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тимӗр сăмах пирĕн базăра пур.
тимӗр (тĕпĕ: тимӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тимӗр Акташшӑн вара ҫав кунсем унӑн пурнӑҫӗнче самай тарӑн йӗр хӑварнӑ пулас та вӑл ГКЧП пирки кашни ҫул ҫырать.

Помоги переводом

Историе истори кӗнекинче хӑварасчӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6379.html

Сӑмахӑм ман, паллах, Тимӗр Акташ кашни ҫул ГКЧП пирки ҫырни ҫинчен мар.

Помоги переводом

Историе истори кӗнекинче хӑварасчӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6379.html

2021 ҫулта, ГКЧП пулӑмӗ хыҫҫӑн 30 ҫул иртнӗ хыҫҫӑн, паллах, Тимӗр Акташ статья хатӗрлемесӗр пултарайман.

Помоги переводом

Историе истори кӗнекинче хӑварасчӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6379.html

Вӗсем шӑп та лӑп ҫак вӑхӑта лекнӗччӗ те Тимӗр Акташ белоруссене тӗрев пама статья хатӗрленӗччӗ.

Помоги переводом

Историе истори кӗнекинче хӑварасчӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6379.html

Ку статьяна ҫырас шухӑш ӗнер Тимӗр Акташӑн статйине вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн ҫуралчӗ.

Помоги переводом

Историе истори кӗнекинче хӑварасчӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6379.html

Тимӗр тӑпри хӗрарӑм кӑларнӑ.

Помоги переводом

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, тимӗртен тытса ҫывӑрма юрамасть иккен, сивӗ тимӗр ӳт ӑшшине хӑй ҫине туртса илет-мӗн.

Помоги переводом

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Тимӗр тӑлӑ сасси янӑранӑ кунта, йынӑшни, ылханса вӑрҫни илтӗннӗ.

Помоги переводом

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тимӗр кустӑрмаллӑ будка кӑшт анатарах, шырлан хӗрринчи ҫеремре, ларать.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тимӗр пек, нимӗнле шӗкӗ те шӑл витереес ҫук турранкилешшӗсене.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тимӗр шапи пысӑках мар: пур урисемпе те пӗр турилкке ҫине вырнаҫма пултарӗччӗ.

Черепаха была скорее маленькая, чем большая: со всеми ногами могла бы уместиться на тарелке.

Тимӗр шапа // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/576

Тимӗр шапашӑн вара, тӗрӗссипе каласан, ун ҫинчен ҫемйи мӗн шухӑшлани пӗрех пулнӑ: вӑл ҫинӗ те ҫывӑрнӑ, хӑш чухне таҫталла ерипен утнӑ.

А черепахе, если честно, было все равно, что о ней думает семья: она ела и спала, иногда куда-то медленно шла.

Тимӗр шапа // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/576

Тимӗр витнӗ сарай ҫинче хӗрлӗ уйӑх ҫаврашки именчӗклӗн хӗмленет.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Хӗвелтухӑҫ фронтӗнче ӑнӑҫлӑ ҫапӑҫнӑшӑн Гитлер ӑна «Тимӗр хӗрес» орденпа икӗ хутчен наградӑланӑ.

Помоги переводом

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

«Тимӗр пуль ку ача», — тетчӗҫ ун пирки ял-йышсем.

Помоги переводом

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Тимӗр хӑюран тунӑ теме юрать.

Помоги переводом

Тӗрлӗ халӑх ачисем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Тимӗр сасси лаҫра шӑп пулать.

Помоги переводом

Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Тимӗр кӗреҫепе шыв тӗпне тарӑнлатса ҫыран хушшипе юхтаратпӑр.

Помоги переводом

Шакмаклӑ ҫӑпата // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Тимӗр япала тӑвакан савӑтра ӗҫленӗ, йывӑр тимӗр ӳксе урине татсан, вӗсем яла таврӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Шурикпа калаҫни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, «васкавлӑ пулӑшу» тесе ҫырнӑ хӗрлӗ хӗреслӗ, шур акӑш пек шурӑ машина Тимӗр Кӗркури пурӑнакан ҫурт умне тӳ-тӳ-тӳ! тӳлетсе, хыпӑнса, вӑрр! вӗҫсе, йӑрр! шуса ҫитсе те тӑчӗ.

Помоги переводом

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней