Поиск
Шырав ĕçĕ:
14. Пӗтӗм Египет ҫӗршывне хӗрлӗ шӑрчӑк тапӑннӑ, вӑл, шутсӑр йышлӑскер, пӗтӗм Египет ҫӗрне сӑрса илнӗ; халиччен кун чухлӗ хӗрлӗ шӑрчӑк пулман, ҫакӑн хыҫҫӑн та ун пекки пулас ҫук; 15. вӑл пӗтӗм ҫӗр питне хупласа илнӗ, ҫӗрӗ те курӑнми пулнӑ; пӑр тивмесӗр юлнӑ пӗтӗм курӑка, йывӑҫ ҫинчи мӗнпур ҫимӗҫе ҫисе пӗтернӗ, пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче йывӑҫсем ҫинче те, хир курӑкӗсем ҫинче те пӗр симӗс ҫулҫӑ та юлман.
Тух 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: аллуна Египет ҫӗрӗ ҫине тӑс, Египет ҫӗрне хӗрлӗ шӑрчӑк тапӑнтӑр та ҫӗр ҫинчи пӗтӗм курӑка [тата йывӑҫ ҫинчи пур ҫимӗҫе], пӑр тивмесӗр юлнине пурне те ҫисе ятӑр, тенӗ.
Тух 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вӗсем каланӑ: Ҫӳлхуҫа санпа пӗрле пулнине эпир уҫҫӑнах куртӑмӑр, ҫавӑнпа эпир санпа хамӑр хушшӑмӑрта тупа тӑвас, санпа пӗр канашлӑ пулма сӑмах татас терӗмӗр, 29. эпир сана тивмесӗр, саншӑн ыррине анчах туса тӑрса, кӑмӑллӑн ӑсатса янӑ пек, эсӗ те пире усал ан тутӑрччӗ терӗмӗр; халӗ сана Ҫӳлхуҫа пиллӗхлӗ турӗ, тенӗ.
Пулт 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1
- 2