Поиск
Шырав ĕçĕ:
Джонни ун ҫине нихҫан та ырӑ кӑмӑлпа пӑхман, мӗншӗн тесен унӑн пӗрмаях Вильшӑн ӗҫлемелле пулнӑ, йывӑрлӑхне те сахал чӑтмалла пулман, ҫавӑнпа вӑл ӑна тивлетсӗр тесе шутланӑ, Джонни ун ҫине пархатар кӑтартма пӗлмен ҫын ҫине пӑхнӑ пек пӑхнӑ.
Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.
Эпӗ вӑл вунпиллӗкмӗш ҫултанпа турӑ ҫынни пек пулма тӑрӑшнине, хӗлле те, ҫулла та ҫара уран ҫӳренине, мӑнастирсене пыра-пыра кайнине, хӑй юратнӑ ҫынсене пӗчӗк турӑшсем парса парнеленине аванах пӗлетӗп; унӑн ӑнланмалла мар сӑмахӗсене хӑшпӗрисем малашне мӗн пулассине систерни вырӑнне хураҫҫӗ; вӑл урӑхла пурӑннине нихҫан та никам та курман; сайра-хутра вӑл асанне патне кӗркелесе тухать, пӗрисем каланӑ тӑрӑх, вӑл пуян ҫынсен тивлетсӗр ывӑлӗ, таса чунлӑ ҫын; теприсем каланӑ тӑрӑх, вӑл ахаль хресчен ҫеҫ, ҫитменнине кахал хӑй.
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫапах та епле тивлетсӗр, епле ӑша вӑркатмалла килсе ӳкрӗ-ха ҫак темшӗн ман тӗлӗ килмелле пулнӑ киревсӗр, вараланчӑк вӑйӑ!Но как несправедливо, как тяжко было, что на меня за что-то свалилась эта неясная, тупая игра!
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Страницы:
- 1