Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тетпӗр (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ишес тетпӗр, — тет Данилов, куҫне хупмасӑр.

— Чтоб кататься, — ответил Данилов, не сморгнув, что называется, глазом.

Америкӑна кайни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Ҫапла вара, хӗрлӗ тӗс те, «хӗрлӗ» янрав пекех, пирӗн чун-чӗрере ҫутӑпа хавхалану тата хӗрӳлӗх туйӑмӗсене ҫуратать, ҫавӑнпах та ӗнтӗ эпир: «вӗри», хӗрӳ туйӑмлӑ, тетпӗр.

И вот, красный цвет, как и «красные» звуки, оставляет в нашей душе свет, возбуждение и представления о страсти, которую так и называют «горячею», кипучею, жаркою.

VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Калатпӑр-ҫке эпир: вӑл пурне те шупка-кӗрен тӗслӗн курать, тетпӗр.

Мы говорим: он видит все в розовом свете.

VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Пире вӗсем «мӑн хырӑмсем» теҫҫӗ, эпир вӗсене «ял айванӗсем» тетпӗр.

Они называют нас мещанами, мы их называем мужланами.

I. Граждан вӑрҫипе ҫемье вӑрҫи // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

— Ҫапла, чей ӗҫес тетпӗр, — терӗ Ваҫҫук.

— Да, хотим чаю, — сказал Васек.

31 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

— Аваллӑхсӑр малашлӑх ҫук тетпӗр.

Помоги переводом

Директор ячӗпе – асӑну хӑми // Е. Петрова. Елчӗк Ен, 2018.05.05

— Эпир лайӑхрах пултӑр, тетпӗр

 — Мы хотим, чтоб лучше было…

13 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Эпир ҫапла калатпӑр: ҫын ҫине хӑйне пуянлатмалли хӗҫпӑшал ҫине пӑхнӑ пек кӑна пӑхакан общество — этемлӗхе хирӗҫ пырать, вӑл пирӗншӗн тӑшманла пулса тӑрать, эпир унӑн икӗ питлӗ те ултавлӑ моралӗпе килӗшме пултараймастпӑр; вӑл ҫын ҫине намӑса пӗлмесӗр йӗрӗнсе тата ҫав тери хӗрхенӳсӗр пӑхни — пирӗншӗн юрӑхсӑр, эпир ҫавӑн пек общество ҫынна ӳт-пӳ тата мораль тӗлӗшпе чуралантарса пыракан пур йӗркене те хирӗҫ, ҫынна харпӑр интересӗсемшӗн уйӑрса, вакласа пымалли мӗнпур мая хирӗҫ кӗрешес тетпӗр, кӗрешетпӗр те.

Мы говорим: общество, которое рассматривает человека только как орудие своего обогащения, — противочеловечно, оно враждебно нам, мы не можем примириться с его моралью, двуличной и лживой; цинизм и жестокость его отношения к личности противны нам, мы хотим и будем бороться против всех форм физического и морального порабощения человека таким обществом, против всех приемов дробления человека в угоду корыстолюбию.

XXV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

— Улпутсем ӑна — христос хӗрес ҫинче йынӑшнине пӑхса киленеҫҫӗ, эпир акӑ ҫынтан вӗренетпӗр, сире те кӑштах вӗрентес, тетпӗр

— Это господа Христом любуются, как он на кресте стонал, а мы от человека учимся и хотим, чтобы вы поучились немного…

VI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

— Вӗсене пулӑшас тетпӗр… лазаретра…

— Помочь хотим… в лазарете…

X // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Ӗҫе ярас тетпӗр эпир ӑна…

В дело пустить хотим…

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Эпир ялта доброволецсенчен утлӑ ҫар ушкӑнӗ пухас тетпӗр.

Мы в селении намерены конную группу собрать из добровольцев.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Вӑхӑтлӑха ярас тетпӗр.

— Думаем — временно отпустить.

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫапла ӗнтӗ, эпир ҫак ют ҫӗршыв ҫыннисем килсе кӗнине ҫирӗпленме парас мар тетпӗр.

Так вот мы не желаем, чтобы это иноплеменное нашествие укоренилось.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Районта эпир тӳрех руководитель патне каятпӑр: ҫапла та капла, тетпӗр, кая юлакан колхоза электрификацилеме кивҫен укҫа парӑр-ха, тетпӗр!

 — Приезжаем мы в район прямо к руководителю: так, мол, и так, дайте отстающему колхозу кредиты под электрификацию!

7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Тӗслӗхрен, тӗрӗк чӗлхи пулнӑ май, «Тарай» юррисене ытти тӗрӗк чӗлхисене: турккӑлла, кӑркӑсла, узбекла, тутарла, пушкӑртла куҫарас тетпӗр.

К примеру, так как относится к тюркским языкам, хотим перевести песни «Тарай» на другие тюркские языки: турецкий, киргизский, узбекский, татарский, башкирский.

«Ютубра» 100 ытла чӗлхе, чӑвашли те пулмалла // Ирина КУЗЬМИНА. http://suvargazeta.ru/news/intervyu-stat ... e-pulmalla

Пӗр-пӗр майлӑ вырӑна аяккарах пытарса хуратпӑр та вӗсене, лешне вара, хӑй те алла ленмесен, телефонпа кӑна шанкӑртаттаратпӑр: ҫапла, ҫапла, тетпӗр, ытах пирӗннисенчен пӗрне те пулин пӳрнепе тӗртсен, вара хӑвӑннисене те ачашласах тӑрас ҫук, тетпӗр.

Запрячем их подальше в подходящее место, а ему по телефону, коли сам не попадется, скажем: ежели хоть одного из наших пальцем тронешь, так мы твоих уж тут миловать не будем.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

— Ырантан тепӗр кун эпӗр тухас тетпӗр.

— Послезавтра мы решили выступить.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Пӗри пуриншӗн, пурӗ пӗриншӗн — ҫавӑн пек пулмалла пирӗн закон, эпир тӑшмана ҫӗнтерес тетпӗр пулсан!

Один за всех, все за одного — вот наш закон, если мы хотим одолеть врага!

XII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Анчах апла тума кирлех те мар пулӗ, мӗншӗн тесен эпир халӗ ҫак йӗркесенче тепӗр элеке тӑрӑ шыв ҫине кӑларас тетпӗр.

Едва ли, однако, в этом представится надобность после того, как мы разоблачим на этих столбцах еще одну клевету.

XXXI // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней