Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ ӗнтӗ халех вӑл мана вӑрҫма тытӑнать, макӑрать, юнама, хӑратма тапратать, тесеттӗм.
20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Эпӗ вӗсем пурте пӗтнӗ пуль тесеттӗм.
16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Ҫулна-йӗрне сӑнанӑҫемӗн Калас тесеттӗм тахҫанах: Ҫунни вӑл — пурӑнни этемӗн.
Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.
Ну, ыр куратӑп ӗнтӗ халь, хӗл каҫах улпут пек пурӑнатӑп, тесеттӗм.
Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.
Эпӗ ӗнтӗ сана шырама ҫынсем те ярас тесеттӗм.
Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Эпӗ ӗмӗр-ӗмӗр ун ятне асӑнса пурӑнӑп тесеттӗм.
Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Эпӗ вӗсем те, тутарсем те сыснакакай ҫименнипе, аллаха ӗненнипе пӗр халӑхах пуль тесеттӗм.
Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Килсе курмастӑн пуль тесеттӗм те сана — килтӗн эппин?
XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Паҫӑр ӑна аллӑри хӗрарӑм пуль тесеттӗм, халӗ ӑна вӑтӑртан ытла пама ҫук».
V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Пӗр виҫӗ пӑтавкка ыйтас тесеттӗм…
VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Эпӗ сана Коля Шатров пирки чӑнласах шутлатӑн пуль тесеттӗм… унӑн сӑн ӳкерчӗкне тӑван пиччӳпе юнашар ҫакса усратӑн та…
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Прахӑра акса парас тесеттӗм.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Вилетех пулӗ мӑнтарӑн ачи, тесеттӗм.
Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Паянлӑха ӗҫлетӗп пулӗ тесеттӗм.
Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Лаша туянас тесеттӗм.
Кантуртисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Тен, эсӗ те пӗрле пымӑн-ши тесеттӗм.
7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Хусантан илсе килнӗ ҫӑнӑх хутаҫҫисене карҫинккаран кӑларчӗ те: — Ыраш ҫӑнӑхӗ тупса илме пулмӗ-ши Кутемерте тесеттӗм. Ҫӑнӑх вырӑнне тискер выҫлӑх хыпарҫи кӑна курӑнчӗ, — терӗ.
6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
— Пӗтрӗҫ пулӗ иккӗш те ҫав Колчак патӗнчех, тесеттӗм.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Лаша туянма тырӑ пухас тесеттӗм, халӗ пулмарӗ ӗнтӗ.
6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫыру ярас тесеттӗм Михала патне, хам ҫыраймастӑп — саспаллисем урлӑ-пирлӗ тухаҫҫӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.